Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Хорошая политика не отличается от хорошей морали.
(Г. Мабли)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен юлташлӑх (пӗрлӗх)

Аçтахар Плотников13.03.2012 18:339733 просмотров
Ман шутпа пирӗн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсен Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен организаци (чӑвашла ӑна е «пӗрлӗх» е «юлташлӑх» темелле ӗнтӗ) тумалла (НКО шайӗнче). Чӑн та, шутласа пӑхсан, мӗнле кӑна пӗрлӗх ҫук пулӗ — «Чӗрчунсен прависене хӳтӗлекенсем» те, «Потребительсен союзӗ» те, тата ытти те. Теҫетки-теҫеткипе вӗсем Раҫҫейре. Чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлекенни вара ҫук.
Мӗн тума кирлӗ?
1) чӑваш чӗлхи прависене кашни утӑмра пӑснине пурте куратпӑр. Чылайӑшӗ курмӑш пулса иртсе каять, теприсен чунне ыраттарать пулин те хӑй ӑшӗнче вӑрҫа илет те лӑпланать. Ара кашнин хӑйӗн ӗҫӗ — влаҫрисем патне кайма вӑхӑт та ҫук. Унашкал шалӑпсене влаҫрисене пӗлтерекенни организаци пулсан — ӗҫ самай хӑвӑртрах хускалӗччӗ пуль.
2) уйрӑм ҫын вӑл уйрӑм ҫынах. Юридици тӗлӗшӗнчен те ун пӗлӗвӗ япӑхрах пулма пултарать. Организацире вара юрист ларсан — хута тӗрӗс йӗркелесе влаҫрисене ярса пама пултарӗ.
3) унашкал организаци пулсан ҫынсем саккуна пӑсни пирки ӑҫта тата мӗнле майпа пӗлтермелли пирки пеле пуҫлӗҫ.
Кирли паллӑ-ха, анчах чи йывӑрри — кам йӗркелӗ? укҫа тенкӗпе кам тивӗҫтерӗ? кам ӗҫлӗ?
Сирӗн шутпа кирлӗ-и? Тен, кам та пулин ҫавнашкал япала йӗркелӗ? //ман хамӑн, шел те, ун валли вӑхӑт ҫук.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 5574.4.5423
2012.03.15 14:57
Чăваш чĕлхине хÿтĕлес ĕçре паянхи кун икĕ паттăр кĕрешет. Адвокат Пил Тымарлан тата журналист-правозащитник Илле Иванов. Прокуратара,суд тата ытти çĕрте 20 çул хушшинче питĕ нумай процесс ирттернĕ.
Тимер // 5574.4.5423
2012.03.16 12:26
Кам паян чарать ыттисене чĕлхемĕре кашни утăмра хÿтĕлеме? Кам тата лавкасенче çăкăр чăвашла ыйтма вăтанмасть?Тÿрех курăр:хисеплеç патшалăх чĕлхине е çук?Çак ĕçе тума ни укçа ни офиис ни штат кирлĕ мар.Кăштах хамăра та хисеплемелле.
tittagrishi // 3737.03.5786
2012.03.17 06:57
Чи кансĕрри, ачасене чăвашла калаçма вĕрентменни. Ашшĕ-амăшсем (çамрăккисем) хăйсем пĕлмеççĕ, ачисене вĕрентекен те çук.
Çак ĕçе патшалăхăн тăрăшса тумалла. Влаçсем Путина хсеплеççĕ, вăт Путин каланă наци программине тумалла вĕсен.
Анчах та вĕсем урахла шутлаççĕ пулмалла.
Тимер // 5574.4.5423
2012.03.18 09:39
Патшалăх тытăмĕнче пĕр çын та çук чăваш чĕлхине упраса хурас тесе çунаканни. Вĕсен ачисем калаçмаççĕ вăл чĕлхепе. Пустуй япала вĕсемшĕн ку тема. Вĕсене шансах вунă çулта икçĕр пине çухатрăмăр.
CHELBIR // 6779.5.4199
2012.03.21 11:30
CHELBIR
Çав пĕр шутлă идейла тĕлев тата пĕрлештерсе тăракн вăй çук Чăвашсен.Тата унсăр пуçне çав шутрах пĕр шухăшлăх çукки.
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:45
Питĕ лайăх тема. Шутласан: Пĕр еньчень. Юлташлăх (пĕрлĕх) кирлĕ.Анчах мĕнле вăл тытăнса тăрать? Укçасăр? Ун валли, укçаллă спонсор текенни кирлĕ. Спонсор çук. Кам çав юлташлăха (пĕрлĕхе)тытăнса тăма укçа парать. Вăл та çук.
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:46
Тепĕрь еньчень. Тимер те, tittagrishi тĕрĕс калаççĕ.Чăваш наци конгрессĕ мĕнь туса ларать? Мĕньшĕнь пулăшмасть.Мĕнле ĕç конгресс тăвать, эпир пĕльместпĕр. Телевизорпа вĕсем отчет памаççĕ. Уççа пăхăр чăваш наци конгресс сайтне. Конгресс составĕ - 9 çын.
Çак ĕçе патшалăхăн тăрăшса тумалла, хăйĕнь çине ильмелле. Патшалăхăн вăй та пур, укçа та пур, возможность та пысăккă.
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:47
Например. Киль çемьи - вăл пĕчĕк патшалăх. Килĕньче, ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçмасан,кам чăвашла калаçать? Калаçаканни те çук. Киль çемьере ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçсан, ачисем те чăвашла калаçаççĕ.Вырăсла каласан: "Нет проблем".
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:48
Чăваш обществинче те çавăн пекех: президент, наци конгресĕ, депутатсем, учительсем, воспитательсем, тата ыттисем те ашшĕ-амăшĕсем те чăвашла калаçсан,пурте чăвашла калаçаççĕ - ачисем те чăвашла калаçаççĕ.Каллех вырăсла каласан: "Проблема сама по себе отпадет".
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:49
Закон бумеранга. Пĕтĕм пирĕньтень килеть.Пирĕнь пуçсенчень. Мĕньле пирĕнь хуçасене(наших руководителей различного уровня заставить) калаçма тăван чăваш чĕльхипе, ку вара чăнах та питĕ пысăк ыйту. Кун çиньчень вара шухăшламалла.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики