Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Сильнее всех побед - прощение.
(Шиллер)
 

Галина Зотова: "Танташ " хасатпа туслаш!

Галина Зотова22.05.2012 22:396463 просмотров
Паян Шупашкара больницӑна кайса килтӗм. Кадиохирурги территоринче Николай Федоров инициативипе ҫӗкленӗ чиркӳ Николай Чудотворец ячӗпе хисепленсе тӑрать. Паян шӑпах Микулӑн кунӗ. Ҫак ятпа кунта Шупашкарти варнава тата ытти пачӑшкӑсем кӗлӗ ирттернӗ. Эпӗ те кӗлӗ вӗҫне курса юлтӑм, тӗпӗнмелле илемлӗ чан сассипе килентӗм.Вӑхӑт пуррипе усӑ курса "Тантӑш" хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм, хаҫата халӑх ҫырӑннипе интереслентӗм. Тӗлӗнсех кайрӑм, ашшӗ-амӑшӗ ачисене хаҫат ҫырӑнса памаҫҫӗ иккен.Учительсем те хаҫат пирки пачах пӗлмеҫҫӗ!Шкул ачине пӗчӗкрен хаҫат вулама хӑнӑхтармасан ача, ҫитӗнсен ,паллах, хаҫат-журнал вуламасть.Чӑваш чӗлхине аталантарас тесен шкултан пуҫламалла.Чӑваш учителӗ ниушлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнмалӑх та укҫа ӗҫлесе илеймест?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2012.05.23 21:34
Аксар Чунтупай
Ĕçĕ унта мар ĕнтĕ. Хасат-журнал пĕлтерĕшĕ чакса пынинче. Хальхи ачасене компьютерпа мобильник пурри çырлахтарать. Ку пĕрре те вĕрентекенсен айăпĕ мар вара. Астăватăр-и, Мускавра тухакан ача-пăча журналĕсене епле çырăнаттăмăр? Халь вара? Никам та çырăнмасть.
2012.05.23 21:34
Аксар Чунтупай
Апла пулсан, ку учитель айăпĕ мар, редакцисен айăпĕ. Пасар саманинче такам çырăнасса кĕтсе лармалла мар, рекламăпа хытă ĕçлемелле. Астармалли меслетне те шыраса тупмалла...
2015.01.25 19:44
Ҫӗнӗ тема хушас терӗм те, темшӗн пултараймарӑм. Ҫавӑнпа та ҫакӑнта хушса ҫырма шутларӑм. Ача-пӑча хаҫачӗсене ҫырӑнасси яланах ашшӗ-амӑшӗнчен килет ҫав. Учительсем хаҫата укҫан туянаҫҫӗ, капла йӳнӗрех, теҫҫӗ.
"Сӑвар, чунҫӳрев" ушкӑнра ЧНК делегацийӗ Слакпуҫне кайса килни пирки ҫырса кӑтартнӑ.Слакпуҫӗнчи учитель Пушкӑртстанра пушкӑрт чӗлхипе ҫырнӑ тем тӗрлӗ открытка та пур, тет лавккасенче.Кирек мӗнле уявпа та, кирек мӗнле юбилейпа та. Шупашкара килсен вӗсем асӑнмалӑх чӑвашла ҫырнӑ открыткӑсем туянасшӑн пулнӑ. Пирӗн ун пек открыткӑсем пачах та ҫук! Тахҫан пӗр открытка курсаччӗ эпӗ "Тантӑш" парнисем хушшинче.
2015.02.28 21:48
Тинех Николай Плотников пуҫарӑвӗпе чӑвашла открыткӑсем пичетленнӗ! Сирӗн пуҫарӑва ыттисем те хутшӑнсан лайӑхчӗ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики