Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Уча других, также учишься.
(Н.В. Гоголь)
 

Аçтахар Плотников: Вырӑс халӑхӗ ытти халӑхсем умӗнче чӑн та тӑшман пек курӑнасшӑн-и вара?

Аçтахар Плотников03.11.2012 01:484276 просмотров
Малтан регионаллӑ компонент текен япалана пӗтерчӗҫ, халь вара Раҫҫейри республикӑсенче тӑван чӗлхене «ирӗклӗ майпа» вӗрентесшӗн. Патшалӑх Думинчи национальноҫсен ӗҫӗсен комитетне нумай пулмасть туса хучӗҫ пулас, анчах та вӑл вырӑс мар халӑхсене пулӑшас вырӑнне вӗсене хӗсме шутлать. Урӑхла ӑнлантарса пама май ҫук. Чӑвашсем, тутарсем, пушкӑртсем пирӗн патшалӑха кирлӗ мар иккен, тарҫӑсемпе чурасем кирлӗ. :(
Интереслӗ, «халӑхсен тӑшманӗ» ята илсен вырӑссен чысӗпе хисепӗ пысӑкланӗ-ши? Канлӗрех ҫывӑра пуҫлӗҫ-ши?
Патшалӑх ӗҫченӗсенчен вырӑс чӗлхипе ытти чӗлхесем пӗр тан марри пирки илтни ман шутпа вообще пулмалла мар. Пирӗн тӳре-шара вара — ним мар унашкал сӑмахсем калама пултарать.
//йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ ӗнтӗ чӗлхене тӗрлӗ чӑрмавсем туса! Радио ҫукччӗ... Турӗҫ пулин те — темле уксак-чӑлах евӗрскер Шупашкарта илтӗнмест (юрамасть иккен! Теҫетке патнелле ытти радиостанци ним чӑрмавсӑр эфира тухать — кусен чӑрмавлӑ :( ). Наци телевидени текенни — ячӗ кӑна. Тутарсеннипе юнашар та тӑмасть. Пӗр умӑм малалла, икӗ утӑм каялла тенӗ пекех хӗссе пыраҫҫӗ, шельмӑсем! Паянхи вырӑссем тем тесен те шовинистран та шовинистсем!
//Чун ыратать, чӑтма май ҫук. :(
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2012.11.03 03:40
Аçтахар Плотников
Тĕпченĕ тăрăх — Тутарстанпа Пушкăртри вырăссем, иккен, социаллă сетьсенче тĕрлĕ обществăсем йĕркеленĕ, правительствăна уçă çырусемпе тухнă... Ачисене ырлăх парасшăн курăнать :(.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.03 09:05
Никто никому ничего не должен.Темле пулсан та хамăртан нумай килет.Историнех илер.Хăçан çăмăл пулнă чăваша?Кĕрешес пулать.
Игорь Сайман // 1981.80.1509
2012.11.03 13:07
"Чун ыратать" тенипе çеç никама та тĕлĕнтерейместĕн. Санпа манăн "чун" никама та кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен эпир витĕм кÿме пултараймасса хытă шанаççĕ.
Владимир // 2035.87.9699
2012.11.03 16:30
Чăваш, шеремет. Менчул ухмах сана вырăнтан тапратасшăн. Эсĕ вара хăвăн майпе шăппăн, хÿллен шуçан. Çавăнпа хăвна хăв çăлса хăвартăн та пулĕ!!!
Игорь Сайман // 2477.48.3467
2012.11.03 22:15
Никто никому ничего не должен? Чăвашăн Раççейре пурăннă "стажĕ" çав тери пысăк - 461 çул! Нивушлĕ çакна никам та шута илме ТИВĔÇЛĔ мар?
Владимир // 9498.6.4898
2012.11.03 23:12
Халĕ шăппăн,хуллен шуçса пĕтсе кăна пыратпăр. Çавăнпа та хамăр пирки уççăн каласа кăна çăлăнса хăварăнма пулать пулĕ
Игорь Сайман // 2289.26.9355
2012.11.04 10:07
"Никто никому ничего не должен" тени - пирĕн пурнăçра "джунгли саккунĕ" хуçаланнине пĕлтерĕччĕ. Çапла пулмалла-и вара?
Игорь Сайман // 3928.06.0297
2012.11.05 09:22
Пĕртен-пĕр халăха çеç çул пани экономикăри монополизма аса илтерет. Унта вăл ырри патне илсе çитермест, çавăнпа та антимонополизм службисем туса хураççĕ. Обществăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕнче те çаплах пулмалла. Ураран кире пуканĕ кăкарсан çын чупура ыттисемпе тан тупăшма пултарать-и?
Владимир // 6687-8682
2012.11.06 19:19
Ăçта çырнă ши куна: "Админ: регионаллă компонент текен япалана пĕтерчĕç, халь вара Раççейри республикăсенче тăван чĕлхене «ирĕклĕ майпа» вĕрентесшĕн". Вуласа пăхасшăн.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики