Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Нищенство - это труд ленности.
(П. Декурсель)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш халӑх нацине мӗн ҫӑлаять-ши?

Анастасия Пирӗшти17.04.2013 17:094634 просмотров

«Чӑваш тӗнчи ҫывӑрнӑ чух», «Халӑх пуласлӑхӗ», «Тӑван чӗлхемӗре упрар», «Чӑвашлӑхран сиввӗнни - аслаҫуран йӗрӗнни!», «Тӑван чӗлхе сумра», «Чӑваш шӑпи - кашни чӑваш аллинче!», «Чӗлхе пуласлӑхӗ - ҫамрӑксенче», «Ҫамрӑксен наци туйӑмӗ пур-и?»... Юлашки вӑхӑтра чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсенче ҫакӑн йышши темӑсемпе ҫырнӑ статьясене час-часах курма тивет. Чӑннипех те, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ иккӗлентерме пуҫларӗ. Чуна хумхантаракан ЮНЕСКО пӗтӗмлетӗвӗсем те самаях пӑшӑрхантараҫҫӗ. Наци пуласлӑхӗн картини чӑннипех хӑрушӑ-ши вара? Е пур-ха «ҫӑлӑнӑҫ»?

Эпир — чӑваш ҫӗрӗн ачисем. Кирлӗх пулсан, хамӑра «чӑваш ачи» тесе пӗр иккеленмесӗр кӑкӑра ҫапса калама пултараятпӑр, ахӑр. Анчах ытти халӑхсенчен мӗнле паллӑпа уйӑрма пулать-ши пире? Пӗри калать — ӗҫченлӗхпе, тепри чӑтӑмлӑхпа, виҫҫӗмӗшӗ вара — ыр-кёмёллёх тата сӑпайлӑхпа. Чӑннипех те, чӑваш халӑхӗ чӑтӑмлӑ, ӗҫе юратакан ыр-кӑмӑллӑ халӑх. Вара наци ҫӑлӑнӑҫӗ ҫакӑнта мар-ши?

Чӑвашлӑхӑн «тымарӗ» кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнё: ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех упранса юлать. Ҫавёнпа та кунсерен ҫакна асӑрхама пулать. Ялтан хулана килнӗ ҫыннӑн тыткалӑшӗ те хуларисенинчен пачах расна. Ялта ҫитӗнсе ӳснӗ ҫын яланах обществӑра хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе, ӑшӑ кӑмӑлӗпе палӑрать. Хулара пурӑннӑран ҫыннӑн пӗр-пӗринпе хутшӑнмасӑр пулмасть: е пӗр-пӗр лавккара-и, троллейбусра-и, вокзалта-и, пур-пӗрех пӗр-пӗринпе ик-виҫӗ сӑмахпа перкелешсе илмелли майсем тупӑнаҫҫӗ. Хӑр-харсӑр, кӳрентермесӗр, ӑшшӑн калаҫни яланах ырӑ витӗм кӳрет. «Эс ҫынпа мӗнле – вӑл та санпа ҫаплах» тет ваттисен сӑмахӗ. Ҫапла вара кӑмӑлсӑр, хыт чӗреллӗ ҫын та хӑйне хисепленине кура пур-пӗр ҫемҫелет. Ку пулӑм вара хальхи вӑхӑтри «сивӗ сывлӑша» сирсе яма пултарать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен паянхи ҫынна «эгоизм» ятнӗ илессинчен пӗр утӑм ҫеҫ тытса тӑрать. Общество сиввӗнсе, «хура сӑнпа» витӗнме тытӑнчӗ. Унта та кунта та харкашу, ҫапӑҫу, ӑнланманлӑх. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ыр-кӑмӑллӑхне тӗрӗс ҫулпа ярсассӑн, общество паллах улшӑнӗ.

Чӑваш халӑхӗн тепӗр ырӑ енӗ вӑл - сӑпайлӑ пулни. Кирлӗ-кирлӗ мар чухне сӑмах хушманни, харкашманни, халӑх хушшинче нӗрсӗр ӗҫ-пуҫшӑн чыса варалассинчен хӑраса тӑни - чӑваш халӑхӗн ҫутӑ енӗ. Паянхи телевиденире, пӗлтерӳ кӑларӑмӗсенче ют ҫӗршывсенчи халӑхсен пӑлханӑвӗсене, вӑрҫӑнӑвӗсене яланах асӑрхама пулать. Вырӑс халӑхӗ те хальхи саманапа килӗшсех кайманнипе влаҫа хирӗҫ митингсем ҫӗклеме тытӑнчӗҫ. Чӑваш халӑхӗн менталитечӗ вара урӑхларах, вӑл яланах килӗшӳллӗ, чӑтӑмлӑ пулма ыйтать. Ҫавӑнпа та чӑваш хальхи куна ҫитиччен те митингсем, тӗрлӗрен забастовкӑсем ҫӗклемест, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ-пуҫ чи малтан наци чысне варалатать. Чӑваш халӑхӗ вара яланах лайӑх енчен ҫеҫ палӑрма тӑрӑшнӑ, чарсӑрланса харкашу хускатакансене вӑл яланах сивленӗ.

Пӗтӗмлетӳсем тусассён ҫакна паллӑртса хӑварас пулать. Чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ пысёк. Вӑхӑчӗ ҫитӗ те унӑн мӑнаҫлӑ ячӗ янӑрӗ-ха. Пирӗн вара, чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ачисен, ҫанӑ тавӑрса паянах вӑй хума тивет. Мӗн авалтанпа упранса юлнӑ чӑваш халӑхӗн пахалӑхӗсене тем тесӗн те упрас пулать. Пирӗн ыр-кӑмӑллӑх, сӑпайлӑх - яланах чӑваш халӑхне ырӑ енчен ҫеҫ кӑтартӗ, нацие тӗрӗс-тӗкел пулма вӗрентсе чӑвашлӑх туйӑмне чӗресенче упрама пулӑшӗҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3983.49.0196
2013.04.17 21:00
Agabazar
"...чăваш хальхи куна çитиччен те митингсем, тĕрлĕрен забастовкăсем çĕклемест, мĕншĕн тесессĕн ку ĕç-пуç чи малтан наци чысне варалатать..." ÇАКНА МĔНЛЕ ĂНЛАНМАЛЛА? РФ Конституцине пăхăр (2-мĕш сыпăк, 31-мĕш статья).http://www.constitution.ru/10003000/10003000-4.htm
Agabazar // 3983.49.0196
2013.04.17 21:06
Agabazar
Забастовкăсем пирки çав Сыпăкри 37-мĕш статьяра (4-мĕш пункт) каланă.

Митингсем те, демонстрацисем те, забастовкăсемпе пикетсем те усал япаласем мар.
Angelnas1992@mail.ru // 1468.9.5227
2013.04.17 22:01
Этот комментарий удален. Причина: йанаш кайна
Angelnas1992@mail.ru // 1468.9.5227
2013.04.17 22:03
Хам калас шухăша асăннă çÿллерех статьяра уçăмлăрах пĕлтереймерĕм, уншăн тархасшăн, каçарăр.
Тимер // 1845.53.0439
2013.04.18 10:08
Тепĕр статья на тему романтической утопии.Чăваш халăхĕн килĕшÿллĕхпе чăтăмлăхĕ вăл унăн историнче.Тутар-монголсемпе Хаяр Иван халăхăмăрăн чи маттур,хăюллă,хастар Арĕсене пĕтернĕ.Наци генофондне пĕтернĕ.Камсем юлма пултарнă вăл вăхăтра?
Серте Унтри // 1442.43.6049
2013.04.18 20:49
Мы чуваши! Самый, умный народ в мире. Мы концерты умеем ставить.
тăнкки // 3634.64.2148
2013.05.11 22:40
Усал килсе çапсан сăпай мĕн тăвать?
Игорь Сайман // 3214.17.7523
2013.05.11 23:09
Сăпай, паллах, Сăвай çапать те никĕс хывать пуласлăх валли.
Agabazar // 1699.50.8292
2013.05.13 23:53
Agabazar
—Как быть, Каринке?
—Çапла тăвас, Çаманкка!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики