Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Для хитрости нет ничего ненавистнее мудрости
(Сенека)
 

Вера Эверкки: Ӗҫрен суранланса таврӑннӑ

Вера Эверкки13.07.2013 15:195194 просмотров

Килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларма хушмаҫҫӗ те, ҫак каларӑша хӑш-пӗр пуҫлӑхсем питӗ те тӗпе хураҫҫӗ вара. Начаррине пытарма уйрӑмах ӑста вӗсем.

Акӑ, Шупашкарти ломбардра пулса иртнӗ тӗслӗх. Унта пӗр ҫамрӑк пырса кӗнӗ те заведующие хӑйне кӑсӑклантаракан япалана кӑтартма ыйтнӑ. Клиент ыйтӑвне тивӗҫтерме тухсан заведующине каччӑ ҫапса янӑ, унтан пистолет туртса кӑларса пуҫран ҫапнӑ, кайран ломбард ӗҫченне ҫыхса лартнӑ та пуянлӑха вӑрласа тухса тарнӑ. Заведующи пуҫне хытах суранлатни пирки республикӑн Ӗҫ инспекцине систерес темен пулин те ку тӗслӗх пирки вӗсем илтнӗ. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчев пырать.

Ҫӗмӗрлери предприятире пулса иртнӗ ӗҫри инкек пирки халӗ тӗпчев вӗҫленнӗ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене пӗтерме асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Яваплӑ ҫынна вара 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ӗҫӗ ҫапларах пулса иртнӗ. Пӗр каҫхине, 23 сехетре, унти предприятире ӗҫлекен виҫҫӗмӗш ушкӑн сусӑрӗ ҫи-пуҫ ылмаштарнӑ чух ӳксе йывӑр суранланнӑ. Хайхи сиенлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ иккен. Шучӗпе вара пуҫлӑхсен чирлӗ ҫынна ун пек ҫӗре явӑҫтарма юраман.

Ӗҫ сылавӗн саккунне пӑхӑнманни Шупашкар районӗнче те пулнӑ. Кӑлтӑка район прокуратури асӑрханӑ. Ӗҫ инспекцийӗ предприятие 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Тӗрӗссипе, эпир халӗ утӑ уйӑхӗн 4-11-мӗшӗсенче Ӗҫ инспекцийӗ явап тыттарнӗ тӗслӗхсене кӑна илсе кӑтартрӑмӑр. Ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑнманни вара тӑтӑшах тӗл пулать. Ҫавна пула пӗрисем суранланаҫҫӗ, теприсем вилеҫҫӗ те…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1807.06.4645
2013.07.14 14:45
Agabazar
Суран е травма? Суран≠Травма.
2013.07.14 16:10
Аçтахар Плотников
Мĕншĕн вара травма суран мар? Душевная травма — чĕре суранĕ.
Agabazar // 1464.92.2423
2013.07.14 18:19
Agabazar
Производственная травма —производственная рана?
Agabazar // 1464.92.2423
2013.07.14 18:25
Agabazar
Трамва=Рана?
Agabazar // 1464.92.2423
2013.07.14 18:26
Agabazar
Тÿрлетÿ: Травма=Рана?
2013.07.14 22:35
Аçтахар Плотников
Суран «сур» сăмахран пулнă пуль (этимологине пăхмалла), тепĕр майлă каласан, «ыратнă вырăн».
http://samah.chv.su/s/%D1%81%D1%83%D1%80%D0%B0%D0%BD — нимĕн те хирĕçлемест пек.
Agabazar // 2234-4745
2013.07.16 10:09
Agabazar
"Суран", "сур" пирки акă мĕн тупрăмăр:<<
Светлана Степанова
У Булгар как и у многих народов год делился на два периода, на холодный, влажный и зимний сур (отсюда слова суран, сурать, сурчак) и на теплый, сухой и летний хур... Встреча зимы и лета в день зимнего солнцестояния (еще раньше в день весеннего равноденствия) и называлось сурхури, сур-хури.>>
Agabazar // 2234-4745
2013.07.16 10:12
Agabazar
Ку япалана ак çакăнтан илтĕмĕр: http://vk.com/album23451419_153161423?act=comments
2013.09.01 21:54
Аксар Чунтупай
Производственная травма = ĕç-хĕл суранĕ

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики