Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Вы смотрите вверх,ибо хотите подняться.Я смотрю вниз,ибо я поднялся.
(Ф. Ницше)
 

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5734706 просмотров

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимӗр // 3893.70.8012
2013.10.19 17:59
BOR1959 чăвашлăхшăн чунпа тата конкретно ĕçленине куртăмăр Станьяла суйлав тапхăрăĕнче УАЗИК пе ялсем тăрăх илсе çÿренинче.Акапасар виртуаллă пулăшма маçтăррине кунта тахçанах пĕлтĕмĕр.
Agabazar // 3800.24.1843
2013.10.19 19:39
Agabazar
Атнер:"Никам та командировочный паман ăна." Командировăчнăйсăрах çÿрени аван пуль-ха та, анчах та командировăчнăйпа пулнă пулсан тата аванччĕ. (Пин-пин хут аванрахчĕ!). Мĕншĕн тесен чăвашлăха уйрăм çынсен "ырă кăмăлĕпе" кăна тытса пыма çук.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.19 20:11
Акасапар, вĕтелсе кайса ан калаç-ха, тархасшăн. Мĕнпе килĕшмест сана В.Станьял.Паянхи куна ун пек программлă, тарăн шухăшлă, малашлăхпа аякрине çыхăнтарса ĕнентерÿллĕ сăмах калама пултаракан çын çукрах.Тÿррĕн,çирĕппĕн влаçран ыйтса. Хăй вăл пуканшăн мар. чун ыйтнипе, ун çумĕнче ыттисем хавшакрах, шĕвелнĕ сăмахсем калаççĕ.
Якур // 2785.14.0635
2013.10.20 09:33
Акасапара комадировочный кирлĕ, унсăрăн утăм тăвасшăн мар вăл. Ак пулать çĕнĕ хăватлă Конгресс-вара илме пуçлăн командировочный. Халлĕха çуран çÿрĕпĕр. Шупашкарта çÿреме командировочный кирлĕ мар-и тата?
2013.10.20 13:31
Аксар Чунтупай
Паянхи кун Лукиановсăр пуçне ЧНК-ан Президентне суйланмашкăн тивĕçлĕ кандидат çук!
Тимӗр // 3376.99.3276
2013.10.20 20:37
Тĕрĕс.Тата пур Мустаев.Вăл Чĕмпĕрте чăваш телевиденине йĕркелесе яраканни.Чăваш тĕнчинче ăна пĕлмен çын çук.Питĕ хастар,пултаруллă елчĕк чăвашĕ.Конгреса килсен вăл тÿрех йĕрке туса хурĕ.ЧНК сумĕ малтанхи пекех çÿллĕ шая хăпарĕ.
Якур // 1728.94.4316
2013.10.20 20:52
Ан тĕлĕнтер-ха Аксар! Мĕнле вара чăваш хĕрарăмĕ е чăваш халăхĕ хĕсĕр-им? Пур ун пек çынсем татах. Лукианов тетене ыйтусем нумай: пĕри- мĕншĕн вăл ЧНК на килсе çитрĕ АРхипппоффф персе аннă хыççăн кăна. Унччен унăн хастарлăхĕ çитеймен-им?
Agabazar // 1588.4.3205
2013.10.21 16:18
Agabazar
Пире марионеткăлла президент (ЧНК президенчĕ) кирлĕ мар! Президент пулма тесе пире валли михĕри кушака илсе килсе пама никам та ан хăйтăр!
Вл. Иванов // 4186.57.1361
2013.10.21 18:14
Станьялщан сасалатап!
Agabazar // 1588.4.3205
2013.10.21 18:21
Agabazar
Пире михĕри кушак та, михĕри аптри те кирлĕ мар!

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики