Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Хороший брак покоится на таланте и дружбе.
(Фридрих Ницше)
 

Аксар Чунтупай: Г.Н.Архипов: Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнар!

Аксар Чунтупай24.10.2013 21:2618813 просмотров

15 ҫул. Чӑваш наци конгресне ҫакӑн чухлӗ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мӗн-мӗн тунипе кӑмӑллӑ-и вӑл? Паянхи кун ӑна мӗн хумхантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать? Сиплев вӑхӑчӗ вӗҫленмен пулин те Геннадий Николаевич пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.

- Хамӑн тата ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫапларах каланӑ пулӑттӑм - ҫӗкленӳллӗ тапхӑрсем те, хавшакланнӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ: пурнӑҫри пекех. Ку чӑнлӑхпа кам килӗшмест - йӗри-таврашри пулӑмсене аса илтӗр, республикӑпа ҫӗр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтӑр. «Хура» чӗлхеллисем тем те пӗр пакӑлтатсан та эпӗ нихӑҫан та правительство айӗнче пулман. ЧНК шухӑшне вылянмасӑр уҫҫӑн пӗлтернӗ. Хирӗҫӳллӗ самантсенче те ыйтусене пире майлӑ татса партарма мехел ҫитернӗ. Ҫирӗп принциплӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманранах-тӑр пысӑк шайри чиновниксем те мана: «Пирӗн пек шухӑшласа ӗҫлӗр», - темен. Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенех ҫӗкленӗрен, чӑвашлӑх ӗҫӗнчи тӳнтерлӗхсене пӗтерме, витӗм кӳме ҫивӗч ыйтнӑран. Сӑмахӑма ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартам. Темиҫе ҫул каялла республикӑри хӑш-пӗр шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсене эрнере пӗр сехет ҫеҫ хӑварма тытӑннӑ. Кун пирки правительствӑна тӳрех пӗлтертӗмӗр. Тӗл пулса ҫивӗч калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫӗ сехет патне каялла таврӑнтарма май килтертӗмӗр. Виҫҫӗ те сахаллине ӑнланса эпир пилӗк сехет ыйтнӑччӗ. Шел те, пирӗн сӗнӳпе килӗшмерӗҫ.

- ЧНК пурнӑҫланӑ ӗҫсенчен тата хӑшӗсем сирӗн асӑрта янкӑр ҫуталса тӑраҫҫӗ?

- Вӗсем нумай пулнӑ ӗнтӗ. Шутласа та, аса илсе те пӗтереймӗн. Ҫапах та пӗр-иккӗшне палӑртам. Эпӗ президентра ӗҫлеме тытӑннӑ чухне Чӑваш наци культура автономийӗсем ҫирӗм саккӑрччӗ. Халӗ - тӑхӑр вуннӑ. Вӗсене йӗркелеме мӗнлешшӗ кӑткӑссине ку ӗҫе хутшӑнманнисем ҫеҫ пӗлмеҫҫӗ. Кашнинех вырӑна тухса, чӑвашсене тупса, пуҫтарса пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ. Ҫынсем хапӑл туса йышӑннӑ фестивальсен шайӗ те ҫулсерен ӳссе-капашланса пырать. Кӑҫал пӗрремӗш хут Чӑваш акатуйне Раҫҫейри тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсемпе пӗрле ирттертӗмӗр. Ытти ҫӗр-шывра тӗпленнӗ тӑванӑмӑрсем те нумайӑн килсе савӑнчӗҫ, туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетрӗҫ. Каласа хӑвармаллах: Акатуй кирлӗлӗхӗ пирки «Хыпар» хаҫат тӑтӑш ҫырчӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳчӗ. ЧНК ертӳҫисем пирки тӗрлӗ хавха сарсан та - эпир Конгресс шайне антарса лартман. Пире итлеҫҫӗ, пирӗнпе канашлаҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн вӑхӑчӗсене шеллемесӗр тӑрӑшакан хастарсене вара чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсем нихӑҫан та укҫашӑн ӗҫлемен, вӗсенчен пӗри те патшалӑх бюджетӗнчен шалу илсе тӑмасть. Ҫак шутра - эпӗ те.

- Ку - ҫӗкленсе сӑмахламалли сӑлтавах мар-ха, Геннадий Николаевич. Кӳршӗ республикӑсенчипе танлаштарсан - пушшех. Ку ыйтӑва, патшалӑх шучӗпе тытса тӑракан штатсем Конгресра пулмаллине, эсир пӗрре те хускатман-и вара?

- Хускатнӑ. Тӑватӑ-пилӗк ҫынна шалу тӳлесе тӑма кӑҫалтан укҫа парасла каларӗҫ-ха. Чӑваш халӑх ҫуртне пӗтӗмпех Конгреса парас ыйту та татӑлчӗ теессӗм килет. Кусем каллех республика влаҫӗпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ.

- Пурте пӗлетпӗр: халӑх ним ҫукранах пӑшӑрханмасть, тӗрлӗ сӑмах алламасть. Малтан ЧНК тавра чӑмӑртанса ӗҫленӗ пултаруллӑ ҫынсем мӗншӗн ушкӑнлана-ушкӑнлана пайланса кайрӗҫ?

- Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес терӗҫ-тӗр. ЧНК алӑкне эпир питӗрмен. Вӑл яланах уҫӑ. Килччӗр, сӗнччӗр. Тӗрлӗ шухӑшлӑха эпӗ яланах ырланӑ. Тӗрлӗ шухӑшлӑхран тӗшшине тупса малалла ӑнтӑлма тӑрӑшнӑ.

- ЧНК регионсенче пурӑнакан чӑваш усламҫисене пӗтӗҫтерсе республика экономикине тӗрев парас ҫул ҫине тӑнӑччӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе пыма вице-президент та суйланӑччӗ. Пархатарлӑ тӗллев шухӑш шайӗнчех юлчӗ пулмалла.

- Ӑна пурнӑҫлама пӗрремӗш утӑм тунӑччӗ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл путланчӗ. Ку ыйту патне таврӑнмаллах. Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ май чӑваш усламҫисем пӗрлешсе ӗҫлени пирӗн республикӑна питех те кирлӗ.

- Чӑваш Республикин Конституцийӗнчен «Патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахни нумай-нумай ҫынна тӗлӗнтерчӗ, калаҫтарчӗ. Кун пирки ЧНК Президиумӗ хӑйӗн витӗмлӗ сӑмахне мӗншӗн каламарӗ?

- Ҫак йышӑнӑва хирӗҫлесе влаҫ тытӑмне ҫыру янӑччӗ. Шел, ку енӗпе ҫирӗпрех пулаймарӑмӑр. Куншӑн, Президиум членӗсемсӗр пуҫне, эпӗ те айӑплӑ. Манӑн шухӑшӑмпа, кӑна ним тумасӑр ирттерсе ямалла мар, кунпа ҫырлахмалла мар. Шӑмат кунхи форумра Аслӑ пуху ячӗпе ятарлӑ резолюци йышӑнмаллах.

- Чӑвашлӑх еплерех аталанасси влаҫ тытӑмӗсенче камсем ӗҫленинчен ҫав тери нумай килет. Ку енӗпе, ӑста кадрсем, ятлӑ-сумлӑ лидерсем хатӗрлесе вӗсене министерствӑсемпе ведомствӑсене ертсе пыма сӗнессипе, ЧНК вун пилӗк ҫул пачах та ӗҫлемерӗ. Ҫавӑнпах-тӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче культура сферин пӗр представителӗ те ҫук. Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та вӗсем пур. Ку ҫеҫ те мар, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ те депутат мандатне илме «тивӗҫ» пулаймарӗ, Общество палатинче те ун валли вырӑн тупӑнмарӗ. Ҫак тӳнтерлӗхе ӑнлантарма сирӗн рецепт пур-и?

- Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, чӑваш вӑраннӑ, тапраннӑ вӑхӑтра, лару-тӑру халӑхӑмӑра кирлӗ пек аталанма тытӑннӑччӗ. Каярахпа самана хӑвӑрт улшӑнчӗ. Эпир, культура анинче тар тӑкакансем - ӑсчахсем, чӗлхеҫӗсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчӗсем, режиссерсем, музей, библиотека ӗҫченӗсем, халӑх ӑстисем - унӑн таппине хирӗҫ тӑраймарӑмӑр: тискер капитализмра ҫухалса кайрӑмӑр. Влаҫ ҫакӑнпа усӑ курни сирӗн юлашки икӗ тӗслӗхрен те яр уҫҫӑн курӑнать. Апла тӑк - пирӗн улшӑнмалла, хамӑра кӑтартмалла. Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнмалла!

Геннадий Максимов

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимӗр // 4780.5.5054
2013.11.09 20:45
Атнерпа те килĕшмелле те килĕшмелле мар.Наци лидерĕ Станьял,Кибеч,Мадуров,Праски Витти,Юхма пулсан хама мăнаçлă туйăттăм.Чăваш çуралнипе хама телейлĕ тейĕтĕм.Ăçтиçуксене кам лидера тĕртет?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 10:17
Тimer:"Ăçтиçуксене кам лидера тĕртет?"-çавсене лидера тĕртекенни Акасапар партийĕ.Вĕсем эмоципе тĕртеççĕ-тĕртеççĕ те,кайран тепĕр çур çултан хăйсем мĕн каланине манса кайнă пек тăваççĕ.Лидера çитĕнтересси вăл Акасапар пек кăшкăркаласа ларасси мар-это тяжелая ежедневная рутинная работа!Нумай пулмаç кăшкăраçрĕ Архипов, Илле, Лукианов пирки-иртет темиçе уйăх,манса каять(кайнă пек тăвать)мĕншĕн кăшкăрашнине.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 10:21
Мансах кайнă!Акă Акасапарăн проекчĕ:"Сывă пултăр Геннадий Арххиппăф, чăваш наци юхăмĕн паллăран та паллă ĕçлевçи!".Ку леш советсен кинокомединчи пекех:"Да здравствует Советский суд,самый гуманный суд в мире!".Анчах пурнăç лозунг кăшкăрнипех малалла каймасть-çке.Çапла кăшкăрашнипех конгресăн йĕмĕ анса ларчĕ,вăл чăвашсен намăс енĕ пулса юлас хăрушлăх пур!
Agabazar // 1931.92.4002
2013.11.10 14:53
Agabazar
bor1959:"Акасапарăн проекчĕ:"Сывă пултăр Геннадий Арххиппăф, чăваш наци юхăмĕн паллăран та паллă ĕçлевçи!" Ку вăл "проект" мар, юлашки 25 çул хушшинче мĕн пулса иртнине объективлă хак пани. Ну мĕн турĕç-ха "çĕннисем" ЧНКн йĕмне хăпартас тĕлĕшпе? "Вырăс маршĕ" пирки, калапăр, мĕн терĕç? Телевидени, лицей тĕлĕшпе?
Agabazar // 1931.92.4002
2013.11.10 15:57
Agabazar
Курăпăр, мĕн кăтартĕ малашне ЧНК. Эп ăна мухтавлă малашлăх сунатăп. Анчах сисетĕп: ку пулма пултарайман япала. Чăннипе вăл татах та аяларах анса ларма пултарать. Эп прогнозлани пурнăçа кĕреймесен — çав тери аван....

Тăрă куçпа пăхма тăрăшатăп пурин çине те. Пессимист пулни алă усса лармалла тенине пĕлтермест.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 16:48
Акасапар, мана питĕ намăс кун çинчен çырма,анчах та ЧĂВАШ ХАЛĂХ ÇУРЧĔ тенĕ вырăнта,тем более шалта эрех ĕçсе сĕлеке юхтарса ларнинчен намăсраххи татах та пур-и? Кун çинчен çырма та намăс мана,анчах пулнă япалана курмăш пулни татах сиенлĕрех пуль. Çĕннисем( хуть Угаслов, хуть Клементьев тата ыттисем) намăс-симĕс мĕнне ăнланаççех тесе шанатпăр. Эрхип хыççăн вырăс маршĕ мар, гондурас маршĕ те пулма пултарать!
Agabazar // 3953.54.5396
2013.11.10 17:37
Agabazar
Гондурас маршĕнчен ним хăрамалли те çук. Ав Мускаври Çĕнĕ Арбатра кашни çул, март уйăхĕнче, Ирланди маршĕ пекки ирттереç. Пире пит чышсах каймаç унашкал япаласем. Çавă çеç шухăшлаттарать: Ирландилле выляма укçа-тенкĕ тупăнать, чăваш культури валли тупăнсах каймасть...

ехрем хуçа çуртĕнче эрех ĕçсе ларнă-и, ларман-и —кăна пĕлместĕп. Анчах та çакна ÿркенмесĕр, ывăнмасăр темиçе хут калама хатĕр:ЧНКн чи пысăк инкекĕ çавăнта мар. Чи пысăк инкексем урăххинче!
Тимӗр // 6198.2.3523
2013.11.10 20:11
Чи пысăк инкек Акапасарăн мания величия.Аран-аран ăнланчĕ хăй эсир мар эсĕ пулнине.Мĕн чул пустуях çапăçрĕ.Халь тата хăйĕн кăна субьективлă (конгрес пуçлăхĕ пирки шухăшне) обьективлă тесе каласси.От скромности не умрет.
Agabazar // 3953.54.5396
2013.11.10 20:35
Agabazar
Timer // 6198.2.3523
2013-11-10 20:11
Чи пысăк инкек Акапасарăн мания величия.Аран-аран ăнланчĕ хăй эсир мар эсĕ пулнине.
Во-во! Тытрăмăр хайхине! Пĕлтĕмĕр мĕншĕн мехмĕрлене-мехмĕрлене "ЭСĔ" тенине! Акапасара лапчăтса хурасшăн иккен! Атту леш ытлашши мăнаçланса каять! Унччен пур:"Халăх йăли, халăх йăли..." Курăсăр, хайхи халăх йăли тенинчен пшик çеç тăрса юлчĕ! Пĕтĕмпех уçăлса çитрĕ. Çапла вара Акапасара "Эсир" тесен ытлашши пысăк чыс пулассине пурте ăнланса илтĕмĕр. Акапасара чыс пама шутсăр вăтанаççĕ пирĕн пайташсем... ЭСИР ТЕНИНЕ ЧЫС ПАЛЛИ ТЕСЕ ШУТЛАÇÇĔ...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 09:43
Акасапар хун персони çинчен ун пекех ан ăшталан-ха!А то по твоим писулькам создается впечатление у непосвященных,что пол Чувашии засыпает и просыпается с Думой о рейтинге Акасапара.Лăплан та çĕр çине вăрахăн ан, шутла:мĕн çинчен санпа калаçма пулать, енчен те çапла çырма вăтанмастăн:"
ехрем хуçа çуртĕнче эрех ĕçсе ларнă-и, ларман-и —кăна пĕлместĕп".Ялти кукамай пĕлет,Акасапар пĕлменне переть!

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики