Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Следить за мыслями великого человека есть наука самая занимательная.
(А.С.Пушкин)
 

Аксар Чунтупай: Г.Н.Архипов: Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнар!

Аксар Чунтупай24.10.2013 21:2618810 просмотров

15 ҫул. Чӑваш наци конгресне ҫакӑн чухлӗ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мӗн-мӗн тунипе кӑмӑллӑ-и вӑл? Паянхи кун ӑна мӗн хумхантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать? Сиплев вӑхӑчӗ вӗҫленмен пулин те Геннадий Николаевич пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.

- Хамӑн тата ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫапларах каланӑ пулӑттӑм - ҫӗкленӳллӗ тапхӑрсем те, хавшакланнӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ: пурнӑҫри пекех. Ку чӑнлӑхпа кам килӗшмест - йӗри-таврашри пулӑмсене аса илтӗр, республикӑпа ҫӗр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтӑр. «Хура» чӗлхеллисем тем те пӗр пакӑлтатсан та эпӗ нихӑҫан та правительство айӗнче пулман. ЧНК шухӑшне вылянмасӑр уҫҫӑн пӗлтернӗ. Хирӗҫӳллӗ самантсенче те ыйтусене пире майлӑ татса партарма мехел ҫитернӗ. Ҫирӗп принциплӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманранах-тӑр пысӑк шайри чиновниксем те мана: «Пирӗн пек шухӑшласа ӗҫлӗр», - темен. Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенех ҫӗкленӗрен, чӑвашлӑх ӗҫӗнчи тӳнтерлӗхсене пӗтерме, витӗм кӳме ҫивӗч ыйтнӑран. Сӑмахӑма ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартам. Темиҫе ҫул каялла республикӑри хӑш-пӗр шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсене эрнере пӗр сехет ҫеҫ хӑварма тытӑннӑ. Кун пирки правительствӑна тӳрех пӗлтертӗмӗр. Тӗл пулса ҫивӗч калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫӗ сехет патне каялла таврӑнтарма май килтертӗмӗр. Виҫҫӗ те сахаллине ӑнланса эпир пилӗк сехет ыйтнӑччӗ. Шел те, пирӗн сӗнӳпе килӗшмерӗҫ.

- ЧНК пурнӑҫланӑ ӗҫсенчен тата хӑшӗсем сирӗн асӑрта янкӑр ҫуталса тӑраҫҫӗ?

- Вӗсем нумай пулнӑ ӗнтӗ. Шутласа та, аса илсе те пӗтереймӗн. Ҫапах та пӗр-иккӗшне палӑртам. Эпӗ президентра ӗҫлеме тытӑннӑ чухне Чӑваш наци культура автономийӗсем ҫирӗм саккӑрччӗ. Халӗ - тӑхӑр вуннӑ. Вӗсене йӗркелеме мӗнлешшӗ кӑткӑссине ку ӗҫе хутшӑнманнисем ҫеҫ пӗлмеҫҫӗ. Кашнинех вырӑна тухса, чӑвашсене тупса, пуҫтарса пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ. Ҫынсем хапӑл туса йышӑннӑ фестивальсен шайӗ те ҫулсерен ӳссе-капашланса пырать. Кӑҫал пӗрремӗш хут Чӑваш акатуйне Раҫҫейри тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсемпе пӗрле ирттертӗмӗр. Ытти ҫӗр-шывра тӗпленнӗ тӑванӑмӑрсем те нумайӑн килсе савӑнчӗҫ, туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетрӗҫ. Каласа хӑвармаллах: Акатуй кирлӗлӗхӗ пирки «Хыпар» хаҫат тӑтӑш ҫырчӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳчӗ. ЧНК ертӳҫисем пирки тӗрлӗ хавха сарсан та - эпир Конгресс шайне антарса лартман. Пире итлеҫҫӗ, пирӗнпе канашлаҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн вӑхӑчӗсене шеллемесӗр тӑрӑшакан хастарсене вара чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсем нихӑҫан та укҫашӑн ӗҫлемен, вӗсенчен пӗри те патшалӑх бюджетӗнчен шалу илсе тӑмасть. Ҫак шутра - эпӗ те.

- Ку - ҫӗкленсе сӑмахламалли сӑлтавах мар-ха, Геннадий Николаевич. Кӳршӗ республикӑсенчипе танлаштарсан - пушшех. Ку ыйтӑва, патшалӑх шучӗпе тытса тӑракан штатсем Конгресра пулмаллине, эсир пӗрре те хускатман-и вара?

- Хускатнӑ. Тӑватӑ-пилӗк ҫынна шалу тӳлесе тӑма кӑҫалтан укҫа парасла каларӗҫ-ха. Чӑваш халӑх ҫуртне пӗтӗмпех Конгреса парас ыйту та татӑлчӗ теессӗм килет. Кусем каллех республика влаҫӗпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ.

- Пурте пӗлетпӗр: халӑх ним ҫукранах пӑшӑрханмасть, тӗрлӗ сӑмах алламасть. Малтан ЧНК тавра чӑмӑртанса ӗҫленӗ пултаруллӑ ҫынсем мӗншӗн ушкӑнлана-ушкӑнлана пайланса кайрӗҫ?

- Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес терӗҫ-тӗр. ЧНК алӑкне эпир питӗрмен. Вӑл яланах уҫӑ. Килччӗр, сӗнччӗр. Тӗрлӗ шухӑшлӑха эпӗ яланах ырланӑ. Тӗрлӗ шухӑшлӑхран тӗшшине тупса малалла ӑнтӑлма тӑрӑшнӑ.

- ЧНК регионсенче пурӑнакан чӑваш усламҫисене пӗтӗҫтерсе республика экономикине тӗрев парас ҫул ҫине тӑнӑччӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе пыма вице-президент та суйланӑччӗ. Пархатарлӑ тӗллев шухӑш шайӗнчех юлчӗ пулмалла.

- Ӑна пурнӑҫлама пӗрремӗш утӑм тунӑччӗ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл путланчӗ. Ку ыйту патне таврӑнмаллах. Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ май чӑваш усламҫисем пӗрлешсе ӗҫлени пирӗн республикӑна питех те кирлӗ.

- Чӑваш Республикин Конституцийӗнчен «Патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахни нумай-нумай ҫынна тӗлӗнтерчӗ, калаҫтарчӗ. Кун пирки ЧНК Президиумӗ хӑйӗн витӗмлӗ сӑмахне мӗншӗн каламарӗ?

- Ҫак йышӑнӑва хирӗҫлесе влаҫ тытӑмне ҫыру янӑччӗ. Шел, ку енӗпе ҫирӗпрех пулаймарӑмӑр. Куншӑн, Президиум членӗсемсӗр пуҫне, эпӗ те айӑплӑ. Манӑн шухӑшӑмпа, кӑна ним тумасӑр ирттерсе ямалла мар, кунпа ҫырлахмалла мар. Шӑмат кунхи форумра Аслӑ пуху ячӗпе ятарлӑ резолюци йышӑнмаллах.

- Чӑвашлӑх еплерех аталанасси влаҫ тытӑмӗсенче камсем ӗҫленинчен ҫав тери нумай килет. Ку енӗпе, ӑста кадрсем, ятлӑ-сумлӑ лидерсем хатӗрлесе вӗсене министерствӑсемпе ведомствӑсене ертсе пыма сӗнессипе, ЧНК вун пилӗк ҫул пачах та ӗҫлемерӗ. Ҫавӑнпах-тӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче культура сферин пӗр представителӗ те ҫук. Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та вӗсем пур. Ку ҫеҫ те мар, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ те депутат мандатне илме «тивӗҫ» пулаймарӗ, Общество палатинче те ун валли вырӑн тупӑнмарӗ. Ҫак тӳнтерлӗхе ӑнлантарма сирӗн рецепт пур-и?

- Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, чӑваш вӑраннӑ, тапраннӑ вӑхӑтра, лару-тӑру халӑхӑмӑра кирлӗ пек аталанма тытӑннӑччӗ. Каярахпа самана хӑвӑрт улшӑнчӗ. Эпир, культура анинче тар тӑкакансем - ӑсчахсем, чӗлхеҫӗсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчӗсем, режиссерсем, музей, библиотека ӗҫченӗсем, халӑх ӑстисем - унӑн таппине хирӗҫ тӑраймарӑмӑр: тискер капитализмра ҫухалса кайрӑмӑр. Влаҫ ҫакӑнпа усӑ курни сирӗн юлашки икӗ тӗслӗхрен те яр уҫҫӑн курӑнать. Апла тӑк - пирӗн улшӑнмалла, хамӑра кӑтартмалла. Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнмалла!

Геннадий Максимов

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 19:25
Аксарпа Акасапара ыйтса йăлăхрăм ĕнтĕ пĕлмен ыйтусемпе çыркалама пăрахăр тесе.Йăнăшнă тесе çыраç тата.Йăнăшман, йăнăшнă пек тунă. История не прощает догадок и сослагательных наклонений.А с вышеназванным персонажем уже история состоялась,Киремет взял( не скажу другим словом)его на заметку.А с историей, с архивами не поспоришь!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 12:00
Аксар çырать:"Инкеке лекесси пит çăмăл.Кам кĕрсе ÿксе курнă -пĕлет.Ним туман çын çеç йăнăшмасть теççĕ вĕт-ха."Ку Архипов пирки пулсан,мĕнле совеçпа кунашкал çырма юрать-ха?Эп ăнланап япăх çырма юрамаç çул вĕçне çитнисем пирки, анчах ТĔРĔСМАРЛĂХ ма çырмала.Кашни кун çав "йăнăшакан çынна"курса тĕлĕнекен çын ытларах пĕлеть-тĕр( хам çинчен калап).
Васса // 1281.11.4369
2013.10.31 12:20
бор1959,эсир Архипова хăйне "вăрă,йĕксĕк тата ыт.те "тесе куçран каланă-и,ăна кашни кун куракан çын пулнă вĕт эсир .
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 12:53
Васса,лăплан,каланă.Каланă:вăхăтра,чыслăн кай,сумлăн ăсатса яратпăр тенĕ.Татах каланă:кун пек пурăнсах кайсан Урнăсем тĕрĕслесе çÿресси патне çитме те инçех мар тесе.Ăнланмаç çын, тата пире намăс кăтартать.
Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 17:57
Agabazar
Геннадий Архипов чăваш халахĕшĕн пиртен, çакăнта пакăлтатакансенчен, 1 000 000 хут ытларах усăллă ĕç тунă хăйĕн ĕмĕренче.
Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 19:09
Agabazar
bor1959 юлташ, Иванов-Петров-Сидоров-Архиповран мар, хăвăртан намăсланăр пĕреххут, тархасшăн!
Серте Унтри // 2508.96.7407
2013.10.31 19:41
Баулпа ĕç шыраса çÿрекен чăвашсен йышне чакарасчĕ. Вара чăвашла калаçакансем те нуммай пулĕç. Вырăccем патĕнче выçтарса вĕлермеççĕ.
Якур // 2440.89.4539
2013.11.01 00:40
Эх,Акасапар,Акасапар. Сăмахăн шучĕ çук, çавăнпа çыран эс хăв пĕлмен япала пирки. Эрех кÿпнисĕр пуçне пĕр 10 япала пирки çырса кăтарт-ха! малтанласа он Федорова устраивал, потом и его Администрация начала плеваться. Никуда не денешься, нет более послушного элтебера!
Тимӗр // 5424.7.9520
2013.11.01 22:40
Вăт Акапасар пеккисем айăплă конгреса 10çул ниме тăман ертсе пынишĕн.Патшалăх ятне çухатрăмăр,президент сăмахне сутса ятăмăр.Пĕр сăмах шарламарĕ пысăк шалу илсе ларса халăх ячĕпе витĕннĕ Акапасарăн кумирĕ.
Якур // 1477.72.0071
2013.11.02 09:42
Баулпа ĕç шыраса çÿрекен чăвашсем" пирки Унтри те, Тимĕр те питĕ тĕрĕс çыраççĕ.Пиртен юлса пынă Пирĕн кÿршĕри Чĕмпĕрсем самаях малалла кайрĕç ĔÇ вырăнĕсем тăвассипе. Эпир калаçаппăр çеç,конгресс тем более калаçмасăрах пурăнчĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики