Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Поиски счастья - основной источник несчастья.
(Эрик Хоффер)
 

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3326765 просмотров

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 08:38
Элементарно,Акасапар-хăта! Тыт та çăмхала çĕнĕ Гимн текстне, анчах таçтан куçарнине мар. "И" союз-сăр шăрчала, "И" союз-па çăмхала.
Agabazar // 1336.16.8425
2014.02.02 09:25
Agabazar
Вăт еплерех пулса тухать пурнăçра. Нумаях пулмасть çеç Бор Акапасара этикета пăхăнса нумайлă хисепре асăнатчĕ. Халь вара, хевралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, каллех "эслетме" пуçларĕ. Ара, эп январĕн 20-31-мĕшĕсенче хама вырăс тесе шутлама ыйтнăччĕ. Халь каллех чăваш пулса тăтăм та леш мăшкăлизаци малалла тăсăлчĕ. Чăваша капла та юрать имĕш. Вăт çапларах "хисеплеççĕ" пире, чăвашсене, борсем...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 10:37
Акасапар каллех хĕсĕнесшĕн, хĕрĕнесшĕн. Ара Кăрлач уйăхĕн 15-31 мĕшĕсенче эп çырнă çырусене вуласан Эпĕ мĕнле чĕннĕ Акасапара кăрлачра çавăн пекех хисеплесе( пĕрремĕш хисепре пулсан та) чĕнетĕп нарăс уйăхĕнче те. Мĕн кирлĕ Акасапар хăтана ăнланма пултаримастăп çулталăк хушшинче? Мĕн çăрăлать, ăçта çул тытать, калама хĕн.Нивушлĕ хисеплени нумай хисепре чĕннинче кăна-ши(псевдохисеп?)?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 10:45
Акасапар хăта,сана хисеп кирлех пулсан, паян кайса кил Шупашкар-500 çул текен парка, Раççей йĕлтĕр çулĕ çине. Унта хисеплекен питĕ нумай. Çав шутра Республика бомон(д)чĕ.
Agabazar // 9181.6.6627
2014.02.02 11:25
Agabazar
Вăт еплерех пулса тухать пурнăçра. Нумаях пулмасть çеç Бор Акапасара этикета пăхăнса нумайлă хисепре асăнатчĕ. Халь вара, хевралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, каллех "эслетме" пуçларĕ. Ара, эп январĕн 20-31-мĕшĕсенче хама вырăс тесе шутлама ыйтнăччĕ. Халь каллех чăваш пулса тăтăм та леш мăшкăлизаци малалла тăсăлчĕ. Чăваша капла та юрать имĕш. Вăт çапларах "хисеплеççĕ" пире, чăвашсене, борсем...

Кунта сăмах "икĕпитлĕх" текен пулăм пирки пырать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 11:38
Акасапар хăта, ухмаха ан пер.Бор та этем,çавăнпа та хăйне хисеплеме питĕ ыйтакан çынна Хисеплесе нумайлă хисепре чĕнме пултаримаç.Акасапара мĕн çырма пуçланăранпах Хисеплесе "Эс" тесе чĕнетĕп.Тем более,çулталăк иртнĕ хыççăн.Аре,санпа-виртуаллă çынпа эпир тахçанах виртуаллă паллатпăр вĕт пĕрне-пĕри.Кунта нимле экстремизм та çук. Чăваша анчах мар, вырăса та, тутара та, хохола та пĕрешкел уйăрмасăр чĕнетĕп.
Тимӗр // 1327.42.4562
2014.02.02 13:30
Акапасар,а эсĕ суда пар сана "эсир"теменшĕн.Тен сана "Ваше высокоблогородие"-теме пуçлăпăр.
Agabazar // 9181.6.6627
2014.02.02 14:38
Agabazar
ТИМЕР ТЕ, ЫТТИСЕМ ТЕ ХĂЙСЕМПЕ ХУТШĂНАКАНСЕНЕ, ЛЕШСЕМ ИРĔК ПАМАСĂР, "ЭС" ТЕМЕ ПУЛТАРАЙМАÇÇĔ. ПĂНЧĂ.

Строка "Отныне и чуваш крылат" не имеет права на существование в тексте официального гимна Чувашской республики. Ибо частица "и" придаёт этой фразе уничижительность по отношению к чувашу, представителю титульного народа. Это настолько элементарно, что понятно и ежу.
Якур // 5804.1.7960
2014.02.02 14:44
Эпĕ Тимĕре хÿтĕлетĕп. Акапасарăн суда памалла çеç хăйне хисеплемесĕр кирлĕ кирлĕ мар çĕрте "Эс", "ЭСĕ" текенсене.Тата мораль тĕлĕшĕпе çухату тÿснине шыраттарса илмелле.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 18:41
Высокоблагородие-Акасапар! Ирĕк пар-ха халлĕхе сана хисеплесе"ЭС" тесе чĕнме?

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики