bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 10:17 | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 10:23 | |
Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух, Чун савăнать:чěре сикет, Татах та нумай пурнас килет. Япăх мар вĕт,Акасапар хăта. Илле Тукташ, чухăн элĕк Хресчен ачи çырнă йĕркесем кусем. Ансат,çав вăхăтрах пафослă малалла ĕмĕтлентерекен йĕркесем! | |
Agabazar // 2140.50.4206
2013.12.27 13:50 | |
<<Чун савăнать:чěре сикет,>> Гимна савăнăçлах мар самантсенче те янраттараççĕ. Сăмахран, виле пытарнă чухне.
<<Чăваш тěнчи çěкленнě чух,>> Мĕнлерех "çĕкленÿ" вăл, енчен те чăваш тĕнчи кашни çулах катăлса пырать пулсан? Ман шутпа, Илле Тукташ тексчĕ ăсталăх (поэзи ăсталăхĕ) тĕлĕшпе те çÿллĕ шайра мар. | |
Agabazar // 2363.07.5027
2013.12.31 20:27 | |
Тĕрĕслĕхшĕн савна каласа хăвармалла. Тукташ текстĕнче "Чăваш тĕнчи çекленнĕ чух" тени пулман, пулма та пултарайман.
Тукташ тата Лебедев хăйсен хайлавне Сталинла СССРа халалланă пулнă. | |
Якур // 2897.92.7086
2014.01.01 01:34 | |
Тĕрĕслĕхшĕн савна каласа хăвармалла.Авалхи чăвашсем-несĕлсем çын çуралсан та,ĕçленĕ-каннă чухне те, çын пытарнă чух та яланах юрланă. Кашни вăхăтăн хăйне евĕрлĕ гимнĕ пулнă. Пурне вĕрентме тăрăшакан Акапасарăн çавăн пек вăрттăнлăхсене пĕлмеллех-уш. Тукташăн гимн йĕркисем "ăсталăх тĕлĕшпе çÿллĕ шайра мар" пултăр. Шăрчала çÿллĕ шайрине, вутта кĕретпĕр сан йĕркесене йышăнатпăр( только украин текстне мар). | |
Agabazar // 8600.6.5300
2014.01.01 17:47 | |
Ку текста ("Аптраманистан") çынсен умне кăларса эп чăваш гимнĕ шутласа кăлартăм теесшĕн мар. Тĕслĕх вырăнне. Ыттисем те çавна пăхса хайлаччăр.
<<( только украин текстне мар).>> Украин тексчĕ тата кама пит хытă чышать-ши? Мĕн пур унта кĕçĕтттерекенни? | |
Якур // 1243.19.7576
2014.01.01 18:09 | |
Акапасар пичче е шăллăм темелле-и? Малтан çыр И.Тукташăн йĕркисенчен вирлĕрех, вара халăх умне кăлар. Кашни тĕслĕх вырăнне çырма пуçласан кунта пулать каллех "калхус". | |
Agabazar // 8600.6.5300
2014.01.01 18:32 | |
Ну калăр эппин мĕн енчен килĕшмест сире "Аптраманистан"? Вуласа тухрăр-и-ха ăна, е вуламасăрах хăвăр шухăшăра каласшăн? | |
Вихтăр // 1160.63.0741
2014.01.02 13:32 | |
Хам та вуласа тухрăм "Аптраманистан" шедевра. Ахăртнех,Акапасар çыраканĕ пулать пулмалла. "Не зацепило"-теççĕ вырăссем. Тен,кĕввине итлесе пăхсан ман туйăм улшăнĕ. Итленĕ хыççăн пулăм хушатăп. | |
Agabazar // 4211.09.0448
2014.01.02 16:48 | |
Не зацепило-тăк, не зацепило!
Апла пулсан лайăхраххине хăвар ăсталăр! Е малашне те "Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух!" тесе суя хăпартланупа юрлама пултаратăр! Чăваш тĕнчийĕ вара "çĕкленме" шутламасть те! Пачах урăхла: аннăçем анса пырать......... => => =>=>......=>..... Пирĕн урам анаталла. |
Çурхи тěнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чěре сикет,
Çěршывăм çинчен юрлас килет