Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
В гениальности 99% труда и 1% вдохновения.
(Эдисон)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763286 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.16 10:59
Олимпиадăна илес пулсан( Акасапаркка ăна чухламаç,паллах) тÿресем(судъясем) тĕрĕс мар хăтланнипе малти вырăна кăларнă спортсменсем медаль илме хирĕç пулнă пулăмсем историре пур.Кил ман пата, вуласа кăтартап(Интернет мар!).Тата Ирĕклĕ майпа кĕрешес енне Олимпиада программинчен кăларассине ХИРĔÇ-лесе Медальсене кăларса пăрахнисем халь те пур!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.16 11:17
Акасапар хăйне упрямо темле темăна та Ăнкарнă пек туясшăн, анчах реальность такова,что кантурта ларнипех пăнтăхса пырать ачи.Латнă Атомлă энергетика çинчен çырмаç-ха.Ну, пуçласа парсан темине пĕлни-пĕлменнине çырма пултарать вăл.
Agabazar // 2126.50.7868
2014.02.16 11:56
Agabazar
Мĕнлерех лапăрчăка кĕрсе ÿкнине чухлаççĕ-ши ку борсем??

Ну хайхи "пирĕннисем" хайхи-майхи "медале" (Дума мандатне) илме килĕшмен тейĕпĕр (Хе-хе-хе!) Вара çав ыттисем илме килĕшмен "медале" Аршинова ярса илнĕ пулать. Вара çак пулăм çав этеме лайăх енчен кăтартма пултарать-ши. "Штрейкбрекер" пек пулса тухать вĕт http://otvety.google.ru/otvety/thread?tid=3d7f1f1f21385717
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.16 16:25
Акасапар,сана тепĕр хут калатăп. Эсĕ кайма килĕшмесен кÿршĕ каять. Çавăнпа та кунта лару-тăру ик хут иккĕ(2х2)пекех ансат. Сан çав ансатлăха ăнланмалăх ăс-тăн тупмаллах!
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.17 09:46
Акапасара кам чарать Госсовет умне плакатпа "килĕшместĕп"тесе тухма.Саккун ирек парать.Илле-паттăртан тĕслĕх ил.Тух кĕрешĕве.Виртуальнăй Акапасар вара реальнăй пулса тăрĕ аранах.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.17 09:55
Акасапар Америк посольствине кайса чăвашла юрласа паримастăн эсĕ,Аршинова пĕр-ик куплет юрласа пама пултарать! Вот çакăн пек уйрăмлăх сирĕн хушăра(эсĕ,Айванкка, Аршинова чăвашла калаçнине вырăна хурасшăн мар,Киевра Америк посольствинче "постановочнăй юрлав" тунишĕн Атса кайнă).Сан Мимме пур-тăк шутла,ăнкар: Аршинова та Америк посолĕсем те пĕр Нотăпа выляççĕ. Хăв мĕнле пулăма хирĕççине те манса пыран. Аса илтеретĕп: эп Аршинована мухтаса, ыттисене çырмас. Просто Акасапарăн(как у коммуняк)ни в чем нет последовательности.
Agabazar // 2957.06.6473
2014.02.17 10:13
Agabazar
Госдума депутачĕсен шалăвĕ. http://www.tvernews.ru/blog/2619/161738/

Çын виçĕ çул депутатра ларать те кайран асăннă суммăн 75% чÿхлĕ пенси илсе тăрать. Ытти пин-пин çăмăллăхсем пирки калама та кирлĕ мар.

Çакнашкал ырлăхран хăйсен ирĕкĕпе айккинелле пăрăнаççĕ имĕш хăшĕсем. Эх, хыптараççĕ-тĕк, хыптараççĕ борсем!

Agabazar // 2957.06.6473
2014.02.17 10:17
Agabazar
Павел С. // 4186.57.1361
2014-02-16 02:08<<Вырасла калаçнă, калаçатпăр, малалла та калаçăпăр! Чăвашла вара халлĕхе калаçатпăр, ыран вара -ниснанй-ниснай!>>

Ку Павел С. сăмахĕ пулчĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.17 11:18
Акасапаркка, кам чарнă О.Иванована депутата кайма? Хăйĕнчен ыйтса пĕл, чухласа ан лар. Малалла: сана тахçанах каланă хотя бы Шупашкар хулин депутатне кайма. Кантуртан тухма хăратăн пулсан, мĕн пустуй çырса ларан.Кай депутата!
Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 15:07
Agabazar
Вырăс чĕлхи пирĕн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăнать.

Страницăсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики