Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Для хитрости нет ничего ненавистнее мудрости
(Сенека)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763249 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 5301.3.5490
2014.01.01 20:27
Мĕн ха вăл вырăс чĕлхи ман çемьешĕн, ман ачасемшĕн? Ĕç вырăнĕ-пĕрремĕшĕ. Чăваш Енри пĕр аслă шкул та пулин чăваш чĕлхипе лайăх укçа ĕçлесе илме май паракан специалистсем хатĕрлет -и? Çук. Анчах та, çав вăхăтрах, хам чăвашлăха сыхласа хăварма мана никам та чармасть.
Agabazar // 2363.48.2337
2014.01.01 20:47
Agabazar
Володя:"хам чăвашлăха сыхласа хăварма мана никам та чармасть."

"Чармасть" пулсан ма сыхламастăр тата?
Владимир // 5301.3.5490
2014.01.01 21:46
Эпĕ сутуçă пулнă пулсассăн,паллах, чăваш товарне сĕнĕттĕм, товар туяннă чух, чăвашăнне суйлама тăрăшатăп. Пахарах, юнĕрех тата усăллăрах пулсассăн кăна, паллах. Ял халăхĕпе чăвашла калаçатăп, хулара хампа чăвашла калаçаканпа пуплеме именместĕп.
Agabazar // 2363.48.2337
2014.01.01 21:49
Agabazar
Володяна.
Чăваш чĕлхине сыхласа сире çак ĕçсене пурнăçлама сĕнетĕп:
1)Районти тата республикăри ытти пуçлăхсемпе кантурсенче чăвашла çеç калаçăр
2)Пульниццасенче, магазинсече ĕçлекенсемпе чăвашла çеç калаçăр
3)Хăвăра кирлĕ хуть те мĕнле документа та чăвашла туса пама ыйтăр
4)Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе, тăванăрсемпе чăвашла сеç калаçăр
5)Чăвашла телеканалсем курăр
6)Май килсен чăваш мар çынсемпе те чăвашла калаçма тăрăшăр
7)Чăваш чĕлхишĕн тăрăшакансен хутне кĕме тăрăшăр
8)Чăваша хирĕçле ĕç тăвакан çынсене нихçан та ан мухтăр, хутне кĕрсе ан калаçăр
Тата ытти те.
Владимир // 3684.77.6697
2014.01.02 10:46
Кантурти пуçлăхсемпе хут йĕркине ăнламасассăн, паллах, хама чăвашла ăнлантарса пама ыйтатăп.Закон тăрăх пулăшаканни тупăнмаллах, тупăнмасăр пулма пултараймасть.Анчах та пурпĕрех хутсене вырăсла тума тиветех. Ăçта каяс ман чăвашла тунă хутпала? Пульницăра тухтăрпа чăвашла калаçма пулĕ -ха та, хăй чăваш пулсассăн, анчах та рецептсене тата диагноз латин чĕлхипе тăваççĕ çке. Ку вара иксĕмĕртен килмеççĕ.
Владимир // 3684.77.6697
2014.01.02 10:52
Чăвашла телеканалне Михаил Игнатьев элтепер кăçал туса паратех пулĕ ха. Виçĕмçул хăй чĕлхипе хăй сăмах пачĕ: 2014 мĕш çулта пулмаллах терĕ. Тума пулĕ таха та, анчах мĕн кăтартăмăр ши унта иксĕмĕр, чăвашăм?
Владимир // 3684.77.6697
2014.01.02 10:59
Чăваш мар çынна мĕншĕн муритлес ши вара. Вăл мана хăй чĕлхипе пуплеме хистемест вĕт. Пĕрне пĕри иккĕмĕш чĕлхепе пит паха ăнланатпăр пулсан, мĕн кансĕрлет ши пире телейлĕ пулма? Кашни чăвашăн хутне кĕрсен çара кутăн тăрса юлан, патак çисе те пĕтерейместĕн. Чăвашпа чăваш пĕрпек мар çав.
Вихтăр // 1160.63.0741
2014.01.02 13:23
Володя çырнипе:"хам чăвашлăха сыхласа хăварма мана никам та чармасть."-эпĕ килĕшетĕп. Раштав уйăхĕнче кăна куртăм Шупашкар лавккисенче Африкан арçынĕнчен çуралнă виçĕ ачана.Хураскерсем амăшне -"Мама,купи"-тесе вырăсла акцентсăр çухраççĕ.Вĕсем вĕт Уганда,Эфиопи е Тунис-ри халăхсен чĕлхипе кăшкăрмаççĕ,а амăш чĕлхипе.Пирĕн хĕрсем мĕншĕн вĕсемпе выртаççĕ-шухăша ярать? Шыраççĕ лайăххине-ши?
"Чармасть" пулсан ма сыхламастăр тата?-чăвашлăха килте,çемьере упрамалла тесе Тимĕр тата ун пек шутлакансем каласа ывăнчĕç теме те юрать.
Agabazar // 3512.26.8922
2014.01.02 15:11
Agabazar
Володя:"вырăсла тума тиветех..."
Апла пулсан мĕн никам та чармасть тесе халлап çапатăр???

Эппин пĕреххут:"Чаракансем пур, анчах пурпĕрех шăла çыртса та пулин мĕнле те пулсан тăван чĕлхене сыхламаллах," —тейĕр.
Владимир // 3684.77.6697
2014.01.02 15:29
Хутсене вырăсла тума экономика чĕлхи хистет. Тахçан-тахçан Чăваш çĕршывĕн банкĕ чăваш çĕршывĕн укçине пичетленĕ тет,çавăн чухне хут çинче те чăвашла вуланă теççĕ.

Страницăсем: 1, ... 22, 23, 24, 25, 26, [27]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики