Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Истина ничуть не страдает от того, если кто-нибудь еe не признаeт.
(Шиллер)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763257 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4380.5.6151
2014.01.19 14:28
Agabazar
Тепĕр хут калатăп: Акăлчан чĕлхине пĕлекен çынсем Чăваш Республикинче те кирлĕ. (Шутсăр нумайăн мар, анчах кирлĕ). Ун пек çынсене те пулин "варягсен шучĕпе" Мускавран е Чулхуларан йыхăрса килес марччĕ! (Хамăрăн çук тесе...).

bor1959:"...Китай чĕлхи пирки..." ЫЙтăр-ха Китая çÿрекен усламçăсенчен, мĕнле чĕлхе пулăшнипе хутшăнаççĕ унта...
Владимир // 2252.21.8157
2014.01.19 18:08
Вара акăлчанла пĕлни пирĕн халăха мĕнле усă парĕ-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.19 18:23
Акасапар акăлчан чĕлхи пирки пĕлсех çырать ĕнтĕ,чĕлхе пирки унран нумай ăнкараканни республикипе те çук.Эпир вапçе Акасапара хаклама пĕлимастпăр,вăл пĕчченех министрсен кабинечĕн çуррине тăрать.
Agabazar // 7773.9.8959
2014.01.19 19:51
Agabazar
Володя:"Вара акăлчанла пĕлни пирĕн халăха мĕнле усă парĕ-ши?"

Шел пулин те, хам сăмахсене тепре илсе кăтартма тивет:
Agabazar // 3054.27.32742014-01-07 09:56Ман шутпа, Чăваш Республикине пĕр 100 çын акăлчан чĕлхипе ирĕклĕн калаçма пултаракан çын кирлĕ. Синхронист куçаруçă шайĕнчисем. Кашни районта пĕр-ик çын. Тата -аслă шкулсенче, ытти çĕрте. Унтан урăх кирлех те мар. Вăтам шайра пĕлекеннисем тата пĕр-ик пин çын кирлĕ, тен. Ара, куçаруçăсене ятарласа Мускавран чĕнсе килмелле мар ĕнтĕ.
Тимӗр // 4222.19.2045
2014.01.19 20:24
Ма апла пулсан чăвашсем ачисене укçа тÿлесе акăлчан урокĕсене яраççĕ?Никам та шутламасть ачисене укçалла чăвашла вĕрентес пирки.Кирлĕ мар ашшĕ-амăшне ачисем пустуй чăваш чĕлхипе пуçне минретни?
Agabazar // 7773.9.8959
2014.01.19 20:44
Agabazar
Тимер юлташ, илсе кăтартăр-ха пĕр 10 ят (чăвашсем пулччăр!), акăлчанла ирĕклĕн хуть те мĕнле темăпа та калаçма пултаракансене!!! Сирĕн информацие эпир кайран хамăр майсемпе усă курса тĕрĕслеме тăрăшăпăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 09:08
Акасапар,сана 10 ят халех тупса палăртма пултаратăп.Анчах та вĕсем пурнаççĕ Испанире,Британин Пĕрлешÿллĕ Королевствинче(Англинче тейĕпĕр), Инди çĕршывĕнче,Германире,Канадăра тата АПШ-ра. Вĕсем программистсем тата IT-технологсем, ITадминистраторсем. Сана вĕсен хушамачĕсем мĕн тума кирлĕ? Ăнлантар мана!.Вĕсем ĕмĕрне те сан-ман тăван чĕлхене укçалла та,укçасăр та, тата вĕсене укçа тÿлесен те вĕренме килĕшмĕç тесе шутлап.Паллах, эс Вассапа урăхла шутлан, ку сан ирĕк.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.20 09:24
Чăнах-та:Тимер калашле шкулта вĕрентнисĕр пуçне укçа тÿлесе чăваш хăвалать ачине акăлчан чĕлхи вĕрентме?Чăваш чĕлхи вĕрентессине уçмалла мар-и тÿлевлине?Укçасăр никам та вĕренесшĕн мар пулса тухать.
Agabazar // 1238.14.0838
2014.01.20 09:30
Agabazar
bor1959:"Акасапар,сана..." Халех каланă сăмахăра каялла илсе çйĕнчех ун вырăнне "сире" темешкĕн хистетĕп!

Америкри акăлчанла калаçакан "чăвашсем" мана ним тума та кирлĕ мар. КАлăпăр, Министăрсен кабинетĕнче пур-и ирĕклĕн акăлчанла калаçма пултаракан чăваш?

Мĕнех, пур пулсассăн аван: çавăн пирки сăмах пырать те кунта: калатпăр вĕт кирлĕ тесе!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 10:48
Акасапар,ан шиклен.Кашни министрăн личный куçаруçă пур.Эп астăваттăм спорт министрĕн В.Красновăн пурччĕ Яна ятлă хĕрача штатра.Ют çĕршывсене тăлмачă туса нумай ертсе çÿрерĕ.Ун пеккисем пур Акасапар хăта(хăта тенĕшĕн ан çиллен) кашни министрăн. Каллех ăнланмас,паллах, мĕн тума кирлĕ ку япала Акасапара.

Страницăсем: 1, ... 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики