Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Живопись не каша - её маслом испортить - запросто.
(Эмиль Кроткий)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763274 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 3231.27.2664
2014.02.01 20:13
СИНУН. "Изучение местных языков людьми, которые не являются носителями этих языков, должно происходить на добровольной основе. Так гласит Европейская хартия языков".
Владимир // 2644.60.5723
2014.02.01 20:20
СИНУН "Большая часть детей в группе это чуваши, а не русские, и при этом Вы считаете, что русские дети мешают чувашским детям говорить по-чувашски? Глупости. В таких ситуациях в детских коллективах меньшинство переходит на язык большинства.
Но дело в том, что чувашские дети приходят в детсад без малейшего знания чувашского языка, так как их "чувашские" родители сами языка НЕ ЗНАЮТ И ЗНАТЬ НЕ ХОТЯТ!!! Отсюда и беды с языком, а не из-за каких-то, якобы, сверстников-ксенофобов".

Agabazar // 1336.16.8425
2014.02.02 09:14
Agabazar
Якур:"Волоча, тет Акапасар, тен Волоча тесех чĕнмелле. Волоча тĕрĕсех çырать ĕнтĕ...."

Тĕрĕсси унта çукрах. Анчах эп ун пирки мар-ха. Волоча хăйĕн сăмахне каламасть, çак сайтри форумран темĕнле Исметсемпе Синунсен сăмахĕсене арлан пек сĕтĕрет. Çавă çеç.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 09:27
Исметпе Синун калани пултăр, анчах та тĕрĕсси нумай вĕт вĕсен сăмахĕсенче. Волоча çырни: "Эп вĕсемпе килĕшеп"- тенине пĕлтерет пуль.Эп те килĕшеп, чĕлхене хамăр вĕрентмесен кам çине шанмалла?
Agabazar // 9181.6.6627
2014.02.02 11:30
Agabazar
Вырăс чĕлхине (тема шăпах çав чĕлхепе çыхăннă!) сарас, вĕрентес тесе нимĕнле "хамăр" та мар, патшалах тата влаç "урса кайса" кунĕн-çĕрĕн ĕçлет.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 11:54
Акасапар хăта!Сана ăнланса тăма!Тата Эсĕ çырнине:"Вырăс чĕлхине (тема шăпах çав чĕлхепе çыхăннă!)сарас,вĕрентес тесе нимĕнле "хамăр" та мар,патшалах тата влаç "урса кайса" кунĕн-çĕрĕн ĕçлет." -хирĕçлесе. Енчен те вырăссем из-за мировой коньюнктуры и экономической целесообразности начнут учить своих детей английскому,немецкому или японскому языкам санăн "Влаç Урса кайса" ĕçленинчен пархатарĕ пулмасть, 0,0..01 % кăна пулать.Эсĕ питĕ тăнлă этем, çавна ăнланмалăх пуç миммине ĕçлеттериятăн!
Тимӗр // 1327.42.4562
2014.02.02 13:06
Акапасар,лăплан.Мĕншĕн вырăс патшалăхĕн вĕрентмелле мар вырăс чĕлхине?Мĕншĕн унăн вĕрентмелле вăйпа чăвашсене чăваш чĕлхине?Вырăссем калашле:"С какого перепугу?"/
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.04 14:36
Вырăсла калаçни чăвашла калаçма чăрмантармасть!
Agabazar // 3108.69.5966
2014.02.04 15:55
Agabazar
Павел С. // 4186.57.1361
2014-02-04 14:36<<Вырăсла калаçни чăвашла калаçма чăрмантармасть!>>

Ку мĕнле мерекке тата? Çын вырăсла калаçать пулсан, чăваш чĕлхи "хутаçра выртать". Чăвашла калаçать пулсан — вырăс чĕлхи "хутаçра выртать". Е эсир иккĕшенпе те пĕр харăс калаçмалли асамлă меслете пĕлетĕр-и?

Timer:"С какого перепугу?" Кам та пулсан Тимере çак пуплеве чăвашла куçарма пулăшăр-ха, тархасшăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.04 17:19
Акасапар хăта,лăплан-ха кăштах! "С какого перепугу"-тенине чăвашла чалт! куçарма Илле те пултаримаç пуль.

Страницăсем: 1, ... 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики