Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Иногда надо замолчать, чтобы тебя выслушали.
(С. Лец)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1763262 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 12:30
Пит тĕрĕс çыратăн Володя.Ярлыксем çакса ярасси вăл Agabazar пеккисен шăпи. Ун пекех бездельник-ăçтиçуксем 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чылайччĕ. Сăмахран, вĕлтрен-кайăк Туркай пеккисем. Пĕр кун та производствăра ĕçлемен, укçана ăçти шăтăкран, мĕнле чул айĕнчен ĕçлесе илмеллине пĕлменскерсем. Вырăccем чăваш шăпишĕн тÿпе хунине çав бездельниксем нихçан та ăнланма килĕшмеççĕ.
Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 12:36
Вот çавăн пек, В.Туркай тата ун пек псевдочăвашпатриочĕсем, шел пулин те чылай халăхра. Ĕнер,сăмахран,Туркай Чăваш ЕнЪ никама пăхăнманлăхшăн, паян Путинăн Чăвашри чи шантарнă çынни, ыран майданри Тягнибокшăн. Ун пек хамелеонсем ĕмĕр ĕмĕрех пулнă. Вĕсем хыççăн вакка сикмелле мар только.
Agabazar // 2529.06.9781
2014.03.15 13:20
Agabazar
Володя // 2445.68.1631
2014-03-15 11:15<<Иван Яковлевич Яковлев, вырăс ачи>>

Çак суеççе вырăна лартакан ку блорумре шет Акапасарсăр пуçне урăх никам та çук?????????????
Agabazar // 2529.06.9781
2014.03.15 13:27
Agabazar
Володя:"Н.Ашмарин, ку та вырăс çынни, ĕмĕрĕпех чăваш халăх сăмахсарне (сăмахлăхне-и) словрьне, вырăсла каласассăн, пуçтарнă."

Ашмарин вырăс-и, чăваш-и, хрантсус-и —ку ниме те пĕлтермест. (Чăннипе унăн кукамăшĕ чăваш пулнă). Хуть те мĕнле çын та хуть те мĕнле чĕлхене те тĕпчеме те, вĕренме те пултарать. ЧАРУ ÇУК! Чĕлхи çеç пултăр! Тепĕр тесен вилĕ чĕлхене те тĕпчеме пулать. Ашмарина хăйĕн ĕçĕсене тума çĕр-çĕр чăваш тÿлевсĕррĕн пулăшнă. Тĕнчере чăваш чĕлхи пулман пулсан ăна тĕпчекен те пулас çукчĕ.
Agabazar // 2529.06.9781
2014.03.15 13:37
Agabazar
Володя:"халăхăмăра вулама тата çырма вĕрентес ĕçе пушă вырăнтан пуçарса янă." Çапла калани Яковлев чăваш халăхне тăмран çăрса ăсталанă тенипе тан

Ăславсăсем пирки тата çакна каласшăн. Нимĕнле "уччоннăй" та çветтуй сывлăшпа тăранса пурăнмасть. Ăна çăкăр çитермелле, тумлантармалла, лайăх пурăнтăр тесе тăрăшмалла (хăйне те, килйышне те). Ăславçăна вĕрентсе каларас пулать, квалификацине ÿстерсе тăмалла, командировкăсене ямалла. Çапла пултăр тесен пин-пин ахаль çыннăн тар кăларса хирте, анкартинче, выльăх витинче тăрашмалла Çавнашкал вăл ку япалан мерекки...
Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 14:57
Мĕн çырать ку Agabazar текен çын? Мĕнле абракадабра çырать, ăçтан пĕр пĕринпе çыхăнман пулăмсем çырать? Ку Agabazar текен çын Nobelь чăваш мар тесен, чăваш пулман тесен, унăн 7-мĕш сыпăкри маçакĕ чăваш пулнă тесе çырать пулмалла.
Agabazar // 2529.06.9781
2014.03.15 15:34
Agabazar
Володя:"Н.Ашмарин, ку та вырăс çынни, ĕмĕрĕпех чăваш халăх сăмахсарне (сăмахлăхне-и) словрьне, вырăсла каласассăн, пуçтарнă."

Вырассен чи паллă ăнлантаруллă сăмахсарне Даль датчанин ăсталанă. Чи паллă этимологи сăмахсарне Фасмер нимĕç ăсталанă. ВАРА МĔН? Датчансемпе нимĕçсене çавна май вырăсăн авăна-авана пуç таймалла-им? Ăçтан ку чуралăх туйăмĕ???
Agabazar // 2529.06.9781
2014.03.15 15:42
Agabazar
Вихтăр:"Ку Agabazar текен çын Nobelь чăваш мар тесен, чăваш пулман тесен, унăн 7-мĕш сыпăкри маçакĕ чăваш пулнă тесе çырать пулмалла."

Ашмаринăн кукамăшĕ чăваш пулни пирки М.Сироткин тата А.Хусанкай çырнă. Тата ыттисем те. Маншăн хамшăн ку шутсăр пĕлтерĕшлĕ япала мар. 1921-мĕш çулта "Атăл юрри" журналта (Чĕмпĕр) Ашмаринăн "Пирĕн чĕлхе" статйи пичетленсе тухнă. Астăвăр, унта çав "вырăс" чăваш чĕлхине ПИРĔН чĕлхе (!) тет.
Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 17:03
Çырма пулать темĕн те Agabazar юлташ. Авă Чăваш православи епархине те Праскье француза ярса панă. Вăл та "пирĕн православи тĕнĕ" тет кунта пурăннă майпе.Урăх регионра тĕрлĕ поляксемпе акăлчансем хăйсем православине чĕререн юратса пăрахнине пĕлтереççĕ. Анчах 50 çула çитсен ку метаморфоза ĕнентерÿллех мар курăнать.
Agabazar // 2529.06.9781
2014.03.15 17:13
Agabazar
Вихтăр:"Вырăccем чăваш шăпишĕн тÿпе хунине çав бездельниксем нихçан та ăнланма килĕшмеççĕ."

Чăвашсем вырăс шăпишĕн тÿпе хунине Вихтăр пек "шутсăр деловойсем" пит аван ăнланаççĕ. Анчах тÿррĕн калама хăраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен умне унашкал задача лартман.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики