Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Прибавь еще один оттенок к радуге.
(Шекспир)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» Республика кунне паллӑ тумасть

Аçтахар Плотников31.12.2013 14:4124421 просмотров

«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.

Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.

Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.

Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.

«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимӗр // 8464.6.2759
2014.01.01 20:29
Мĕн тăван эсĕ Аршиновăпа?Вăл мĕнле килнĕ,çапла кайĕ.Пирĕн кунта пурăнмалла.
Agabazar // 2363.48.2337
2014.01.01 20:44
Agabazar
Timer:"Мĕн тăван эсĕ Аршиновăпа?"
Апла пулсан мĕншĕн ăна кунта ертсе килтĕр тата? Госдумăна ун вырăнне Тимере, Якура е Микулая янă пулсан пин хут усăллăрах пулатчĕ.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.01 22:17
Agabazar!Эпĕ тăмсай пулма чăвашлăха хирĕç нимĕнле те кивсер ĕçсем туман. Пачах та урăхла. Леонччăх чăваш кун ячĕсене уйăртарса çыртарни вăл - чăваш чĕлхине мăшкăланине пĕлтерет. Апла эсĕ тамсай пулатăн, эпĕ мар. Эпĕ Леонччăх пек е сан пек нихăçан та икĕ- е кĕççепитлĕ пулман. Пулмастăп та.
2014.01.01 22:55
Аçтахар Плотников
«Эпĕ тăмсай пулма чăвашлăха хирĕç нимĕнле те кивсер ĕçсем туман»
Ху сисмесĕр, ху ăнланмасăр тăватăн çав, тăватăн, Микулай. (Хуть вырăс националисчĕсене илес — шовинизма анса ларнă, хуть сана — шовинисла шухăшсем. Шовинизм ним ырри патне те илсе çитермест)
Леонтьев (сăмах май, ун хушаматне йăнăшпа çырса ман валли эсир мĕн çырнине хуратма сăлтав паратăр) та çавнашкалах — хирĕçле ĕçсем тăвать пуль те, анчах хăй сисмесĕр, хăй ăнланмасăр. Чăвашлăхшăнах ĕçлетĕп тесе шутлать пуль ĕнтĕ, ятарласа сиен туса ĕçлемест. Анчах ĕçĕ хирĕçле пулса тухать.
2014.01.01 22:56
Аçтахар Плотников
Уйрăм çырасси пирки калас пулсан, Микулай юлташ, Леонтьев унта çав йĕркене кĕртекенсенчен пĕри çеç. Шăп шухăшне параканĕ — Андреев Иван Андреевич пулнă (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Халь ун ĕçне Виноградов тăсать (тавлашса пăхăр-ха унпа...). Чи япăххи — халь вĕрентекенсем те каялла куçасшăн мар, хирĕç. Университет ĕçченĕсем те уйрăм çыртарасшăн.
Ыйтăвне пĕлнĕ-пĕлмен çынсене кӳрентересси — сан Микулай, тĕп уйрăмлăхсенчен пĕри.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.01 23:27
Admin! Эсĕ мана яланах тытасшăн, анчах та тытаймастăн, мĕншĕн тесен эпĕ никама та кӳрентермелле е тата çавăн пек киревсĕр япаласем каламастăп. Леонччăх тесе Agabazar 19:55-ре çырнăччĕ, эпĕ 22:17-ре çеç. Анчах та эсĕ Agabazar çырнине асăрхаман. Мана тӳрех тытрăн. Ку мĕне пĕлтерет? Леонтьăфф тесе те малтан эпĕ каламан. Миçе хут сана каламалла: икĕ- е кĕççепитлĕ пулмалла марри çинчен. Мĕншĕн эсĕ çавна ăнланмастăн?
2014.01.02 00:26
Аçтахар Плотников
Микулай, ан пăшăрхан, санăнне те хурататăп, Акапасарăнне те (эп сана тĕллесе мар, пурне те асăрхаттартăм). «Леонтьăфф»-ра, юрĕ, кӳренӳ çук тейĕпĕр, «Леонччăх»-ра вара тупма пулать.
«Миçе хут сана каламалла: икĕ- е кĕççепитлĕ пулмалла марри çинчен. Мĕншĕн эсĕ çавна ăнланмастăн?»
Ку ĕнтĕ мана кӳрентерни пулмасть, çапла-и? Атя, çыр, ĕнтĕ, çыр... çын ĕçне хисеплеме пĕлмен çыннăм (апла ытларах чухне хăйсем туса курманнисем хăтланаççĕ). //юрĕ ĕнтĕ, сан кӳрентерӳсене курмăш пулма вĕрентĕм ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕр чухне ĕçлех кăмăла питĕ вăйлă хуçать (анчах сана мĕн, эс ăна туймастăн вĕт?).
Agabazar // 3992.10.6175
2014.01.02 04:58
Agabazar
Атнер Петрович Хусанкайăн поспортра хушамачĕ ахăртнех "Хузангай" çырăнать пулĕ. Вара унăн та "Хусанкай" тенĕшĕн кÿренмелле-ши? Agabazar'ăн "Акапасар" тенĕшĕн?

мĕн-ха вăл "Леонччăх" е "Леонччĕф"? "Леонтьев" хушамата чăвашла транскрипцилеме пăхни!

Алексей Петрович Леонтьевăн, ман шутпа, куншăн пире тапăнма юридицилле сăлтавсем çукрах. Хăй "кÿреннине" палăртсан — урăх ыйту...
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.02 08:36

Admin! Эсĕ урăх çыннăн куçĕнче пĕчĕк шăрпăк пĕрчине куратăн, анчах та хăвăн куçăнти пĕренене асăрхамастăн.
2014.01.02 12:49
Аçтахар Плотников
«"Леонтьев" хушамата чăвашла транскрипцилеме пăхни!»
Çапли çапла пуль-ха та... Леш, хайхи, Ахпердино, Ишаки, Олух-Шуматово ялĕсене вырăсла транскрипциленĕ чухне те кӳренӳллĕ ятсем пулса тухмаççех тесе шутланă пуль-ха. Халь, ав, ЧНК-ра, вĕсен вырăсла ячĕсене улăштармалли пирки калаçкалаççĕ...

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики