Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Есть разновидность лжи: ложь, гнусная ложь и статистика.
(Б. Дизраэли)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» Республика кунне паллӑ тумасть

Аçтахар Плотников31.12.2013 14:4124426 просмотров

«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.

Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.

Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.

Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.

«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 11:53
Хыпар хаçат пĕтсе ларни питĕ хăрушă япала та мар пулĕ. Хаçата пĕтернĕ хыççăн вĕсем çав чăашлăха пĕтерес тесе тата ĕçлеççĕ вĕт.Çавă тĕлĕнтерет. Акă вĕсем кĕнеке кăларнă, Леонтьевпа Егоров, "Откуда мы, куда идем" ятлă, вырăсла.
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 11:58
Çав кĕнекере фальсификаци кăна, тесе шутлама пулать. Тĕслĕхрен: пирĕн халăхăн 4/5 пайне Тамерлан пĕтернĕ теççĕ. Анчах та çав халăх вăл вăхăтра мĕн ятлă пулнă, патшалăх ячĕ мĕнле пулни, пĕр сăмах та çук. Историпе юриспруденци витĕр пăхсан ку явнăй фальсификаци шутланать. 1521-мĕш çулччен нимле чăваш сăмах та пулман вĕт.
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 12:05
Фальсификаци тăвас шухăшĕсем пĕтĕм кĕнеке тăршшĕпе тăсăлаççĕ. Кĕнекере пăлхар, Пăлхар патшалăхĕ тесе çырас вырăнсенче тăрăшсах, пăлхар тенине пытарас тесе урăхларах çыраççĕ. Пăлхар е сувар брендсем урлă ыттисем лайăхрах ĕçлесе каясран, усси пуласран хăрани куçкĕретех.
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 12:16
Пăлхар тенине ытлашши рекламă тăвас мар тесе тăрăшса, фальсификаци тума хăтланни кăна пулчĕ хăйсен. Леонтьевпа Егоров Мускавра çав кĕнекепе çавра сĕтел турĕç. Çавра сĕтелте Леонтьев тăчĕ те калать: -Сувар фонд Тутарстанран гранд илеть,-тет. Илеççĕ пулсан та унта вара мĕн япăххи. Тутар чĕлхипе мăсăльман тĕнне вĕсем сармаççĕ вĕт.
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 12:18
Суварсем лайăхрах ĕçленине пула Леонтьевăн кĕвĕçÿ пуçланни палăрать.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.01 13:16
Agabazar!Вара хăçан эпĕ тĕлли-паллисĕр калаçнă?Мĕнле тĕслĕхсемпе эсĕ ăна кăтартса парасшăн?Леонтьăфф чăваш кунĕсене (тунтикун,ытларикун тата ыттисем те) уйăрса çырттарма тытăнни - вăл манкурт пулнине кăтартать.Леонтьăффа шеллекенсем Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтерекенсем.
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 13:44
Якур, кам пулать вăл Акапасар, калăр-ха.Пĕр-пĕрне лайăх пĕлекен çынсем пек курăнатăр.
Якур // 1243.19.7576
2014.01.01 14:28
Паллă ĕнтĕ, Левонтьăфф темиçе питлĕ çын. Шел пулин те Архиппоффпа иккĕшĕ чăвашлăха хирĕç сăтăрла ĕçсем пайтах турĕç: çиелтен ХИТРЕ Чăвашлăх шăналăкĕпе витме хăтланчĕç пулин те.Ку "ĕçсене" Акапасар кăнаĕ курман пекки тăвать.Кубрат каланă пек пурте çиелтен шăйăртараççĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ Аслă Киремет пĕтĕмпех шута илет, хамăр та уксах-чăлах мар. Сăтăрçăсем куç умĕнчех халĕ те.
2014.01.01 15:13
Аçтахар Плотников
Кубрат, тулькăш кунта кирлĕ мар «чăваш» сăмахĕнчен йĕрĕнекен çав çынсен ĕçне мухтаса ларма.
«Илеççĕ пулсан та унта вара мĕн япăххи. Тутар чĕлхипе мăсăльман тĕнне вĕсем сармаççĕ вĕт.»
Унта урăхла куçпа пăхмалла. Юхма Мишши (хам мĕн илтнине калап ĕнтĕ) калашле тутарĕсем çапла май пире чăвашсене «пăлхар»-сенчен пăрса ярасшăн.
2014.01.01 15:21
Аçтахар Плотников
Тепĕр тесен, чăвашсем калашле, «çын пуссине ан алт, хăвах кĕрсе ӳкĕн»... Леонтьев вырăсла кĕнекине кăларнă теттĕр, суварсем те умлăн-хыçлăн хăйсен кĕнекисене вырăсла кăна шаплаттараççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле ĕнтĕ пуль?

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики