Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Интеллигентом нельзя притвориться.
(Д. С. Лихачев)
 

Аçтахар Плотников: Икӗ питлӗ Раҫҫей патшалӑхӗ

Аçтахар Плотников19.03.2014 09:3816271 просмотров

Кун пирки ҫырмасан та паллӑ ӗнтӗ, анчах шӑпӑрт пӗрре те тӑрас килмест. Суя япалана пӗрре те чӑтма пултараймастӑп ҫав. Ан тив мана «предатель» тесе каласан та (чи хӑрушши хальхи вӑхӑтра — ыттисемпе пӗр шухӑшлӑ пулманни патшалӑха хирӗҫ пулнипе танлаштарни :( )

Сӑмахӑм мӗн пирки-ха? Ӗнерхи митингра «Мы против национализма!» текен плакатпа тухни пирки. Тӗрӗссипе хальхи халӑх хавхаланӑвӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Шӑп та лӑп вырӑс национализӗмӗпе. Ара телевизор пире кунӗн-ҫӗрӗн ҫавӑн пирки пӗлтерсе тӑчӗ вӗт — вырӑс халӑхне хӳтӗлетпӗр, вырӑсла калаҫакансене кӳрентерме памастпӑр тесе.

Шел те «национализм» термина пирӗн патшалӑхра урӑх сӗмпе пӑхаҫҫӗ, Раҫҫей шучӗпе вӑл «нацизм», «шовинизм» терминсемпе пӗр тан. Анчах та пирӗн, чӑваш национализмӗ (тӑван халӑха юратни, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни) нихӑҫан та нихӑш халӑха та хирӗҫ кайман, никампа та ҫапӑҫма чӗнмен. Пирӗн пек толерантлӑ халӑх тӗнчере те урӑх ҫук пуль. Анчах ҫапах та пирӗн национализма — е тепӗр май чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнине — хӗсеҫҫӗ, пуҫ ҫӗклеме памаҫҫӗ. Украинӑра пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем ҫине тӗллесе (ҫук, вӗсене эп пӗрре те ырламастӑп, анчах та мӗншӗн хирӗҫ тӑнине ӑнланатӑп) пирӗнешкел ҫынсемпе ыттисене хӑратаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та национализм, наци терминӗсенчен Раҫҫей патшалӑхӗнче пирӗн халӑхӑн, тен, хӑтӑлма та тивет пулӗ. «Народный», «народность» тенипе те ним мар ҫырлахма пулать. Юридици тӗлӗшӗнчен вал терминӑн сӗмӗ пӗчӗкрех пуль-ха та ӗнтӗ, анчах та хальхи вӑхӑтри пулӑмсене шута илесех пулать. Сӑмахран, ҫав терминсене пулах ӗнтӗ ман шутпа «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе регистрацилес темен. Ачисем унта усалсем мар-ҫке, тӑнлӑ ҫынсемех, никама та хирӗҫ тӑма тӗллев лартман.

Икӗпитлӗх пирки малалла каласан: ак ӗнерхи митингри плакатсем — пурте вырӑсла, пӗр чӑвашлине те курмастӑп. Чӑвашла ҫырма ыйтсанах — каллех эс националист, каллех эс — патшалӑха хирӗҫ ӗҫлекен ҫын. Анчах та Путин вырӑсла калаҫакансене хӳтӗлет пулсан мӗншӗн унӑн чӑвашла калаҫакансене хӳтӗлес мар? Эпир ют патшалӑхра пурӑнмастпӑр-ҫке! Эпир те ҫавӑн пекех ҫынсем, чӑваш халӑхӗ те ытти халӑхсемпе пӗрлех Гитлера хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2014.03.19 17:35
Аçтахар Плотников
Паллах, лайăх хыпарсем те çук мар. Ак, сăмахран, Акатуя Хĕрлĕ тӳреме куçарни. Анчах та тарасана танлаштарас тĕлĕшпе вĕсем ытла та сахал.
Agabazar // 1436.50.2334
2014.03.19 19:07
Agabazar
Крыма Украинăран туртса илнĕ хыççăн чăваш чĕлхи асар-писер хăватлăн аталанма пуçлать пулмалла. :-)
Владимир // 1594.36.2771
2014.03.19 19:11
Чăнах та митинга пĕтĕм Раççей халăхĕ, Крымри вырăсла калаçакан халăхсене фашистсенчен хÿтĕлес тĕллевпе пуçтарăннă. Чăнах та кунашкал вăйлă-тăвăллăн халăх пĕр шухăшлăн пуçтарăннине эпĕ тахçанах курманчĕ. Анчах та ку Вырăс халăхĕ тунă ĕç! Ытти кунта хутшăннă Раççей халăхĕсем вырăс халăхĕн мăнаçлăхне кăна мар, унăн тĕрĕслĕхне пит лайăх туйса илчĕç. Чи палăрмалли вара ку митингсенче - Раçей халăхĕсен малалла аталанасси вырăс халăхĕпе пĕрле пулнинче кăна! Уйрăм çул - вилĕм çулĕ!
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.19 21:03
Тен темиçе "фашист"пулнă та пулĕ.Анчах та украина халхĕ пирки "фашист"теме юрамасть.Юлашки вăхăтра пулчĕ-пулмарĕ пурте "фашист"ярлыкĕ çакма пуçларĕç.Çапма пĕлмен пушă пирки мĕн каланă чăваш?.
Agabazar // 3322.71.2539
2014.03.19 21:57
Agabazar
Волочана, таçта аякра хвашшистсем шыриччен, хăвăрти, хăвăр чунăрти хвашшистлăха пĕтерме сунатăп. Ют куçри çÿпрен маларах хăвăр куçăрти пĕренене асăрхас пулать.
Agabazar // 4059.80.8917
2014.03.19 22:02
Agabazar
Волоча:"Уйрăм çул - вилĕм çулĕ!"

Тĕрĕс Волоча! Мĕнпур Çĕр Чăмăрĕ Вырăс Патшалăхĕн пулмалла! :-)
2014.03.19 22:11
Аçтахар Плотников
«Раçей халăхĕсен малалла аталанасси вырăс халăхĕпе пĕрле пулнинче кăна!»
Володя, эп — хатĕр. Анчах та малтан вырăс халăхĕ чăваша пĕр тан халăх пек курма вĕрентĕр, пĕр тан йышăнтăр. Хальлĕхе вара пĕртанлăх çук. Çав пĕртанлăх çукки, хăйне çӳллĕрех те çӳллĕрех тăратма тăрăшни ытти халăхсенче вырăсссене курайми туса пырать. Вĕсем вырăссенче хăйсен халăхне пĕтерекен вăя кураççĕ, хирĕç тăраççĕ. Ак кунта пирĕн хушăрах Микулай ятли пур, вырăсла çырнă кашни сăмах çумне тăрăнать — унта çав курайманлăх туйăмне шăп та çав танмарлăх çуратнă та.
2014.03.19 22:22
Аçтахар Плотников
«Чăнах та кунашкал вăйлă-тăвăллăн халăх пĕр шухăшлăн пуçтарăннине эпĕ тахçанах курманчĕ.»
Унта ним вăрттăнлăхĕ те çук. Вырăс халăхĕн пытарăнчăк шалти туйăмĕ çеç çиеле тухрĕ — пĕр-пĕр çĕре туртса илсен вырăс савăнать, наци туйăмĕ хăпарать. Пĕр-пĕр лаптăка çухатсан вара — кăмăлĕ пăсăлать, кĕвĕçет. Путин, сăмахран, Курил утравĕсене çухаттăр кăна — тӳрех халăх кăмăлсăр юлĕ. Астăватăр пуль епле кăмăлсăрччĕ халăх Китая пĕчĕк çеç лаптăк панă чухне.
Ку туйăм Путина тата та пысăкрах «çитĕнӳсем», ытти лаптăксене хушма кăна ан хистетĕрччĕ ĕнтĕ.
Agabazar // 4059.80.8917
2014.03.19 22:42
Agabazar
Admin:"Ку туйăм Путина тата та пысăкрах «çитĕнӳсем», ытти лаптăксене хушма кăна ан хистетĕрччĕ ĕнтĕ."

Латви тĕп хулинче Ригăра ытларах вырăссем пурăнаççĕ. Раççĕй çумне пĕрлештерме епле çăмăл: пăшаллă çынсем кĕртсе яр та "референдум" ирттерем пекки ту. Кун пек хуласем Латвире татах пур.
Якур // 1918.85.8051
2014.03.19 23:32
Тимĕр кунта йăнăшать пулмалла ман шутпа. Идет на поводу у таких как Илле Иванов. Он иногда ошибался, я ему ничего не говорил. Но сегодня,похоже, момент истины.А Админа каласшăн, мĕншĕн Илле Ивановпа Мир Луксор текен хушăка тухмарăн? Кам сана чăваш плакачĕпе тухма чарнă? Мĕе сÿпĕлтетен?

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики