Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Начинай на чужой лад, чтобы закончить на свой.
(Грасиан Бальтасар)
 

Аçтахар Плотников: Икӗ питлӗ Раҫҫей патшалӑхӗ

Аçтахар Плотников19.03.2014 09:3816270 просмотров

Кун пирки ҫырмасан та паллӑ ӗнтӗ, анчах шӑпӑрт пӗрре те тӑрас килмест. Суя япалана пӗрре те чӑтма пултараймастӑп ҫав. Ан тив мана «предатель» тесе каласан та (чи хӑрушши хальхи вӑхӑтра — ыттисемпе пӗр шухӑшлӑ пулманни патшалӑха хирӗҫ пулнипе танлаштарни :( )

Сӑмахӑм мӗн пирки-ха? Ӗнерхи митингра «Мы против национализма!» текен плакатпа тухни пирки. Тӗрӗссипе хальхи халӑх хавхаланӑвӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Шӑп та лӑп вырӑс национализӗмӗпе. Ара телевизор пире кунӗн-ҫӗрӗн ҫавӑн пирки пӗлтерсе тӑчӗ вӗт — вырӑс халӑхне хӳтӗлетпӗр, вырӑсла калаҫакансене кӳрентерме памастпӑр тесе.

Шел те «национализм» термина пирӗн патшалӑхра урӑх сӗмпе пӑхаҫҫӗ, Раҫҫей шучӗпе вӑл «нацизм», «шовинизм» терминсемпе пӗр тан. Анчах та пирӗн, чӑваш национализмӗ (тӑван халӑха юратни, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни) нихӑҫан та нихӑш халӑха та хирӗҫ кайман, никампа та ҫапӑҫма чӗнмен. Пирӗн пек толерантлӑ халӑх тӗнчере те урӑх ҫук пуль. Анчах ҫапах та пирӗн национализма — е тепӗр май чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнине — хӗсеҫҫӗ, пуҫ ҫӗклеме памаҫҫӗ. Украинӑра пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем ҫине тӗллесе (ҫук, вӗсене эп пӗрре те ырламастӑп, анчах та мӗншӗн хирӗҫ тӑнине ӑнланатӑп) пирӗнешкел ҫынсемпе ыттисене хӑратаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та национализм, наци терминӗсенчен Раҫҫей патшалӑхӗнче пирӗн халӑхӑн, тен, хӑтӑлма та тивет пулӗ. «Народный», «народность» тенипе те ним мар ҫырлахма пулать. Юридици тӗлӗшӗнчен вал терминӑн сӗмӗ пӗчӗкрех пуль-ха та ӗнтӗ, анчах та хальхи вӑхӑтри пулӑмсене шута илесех пулать. Сӑмахран, ҫав терминсене пулах ӗнтӗ ман шутпа «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе регистрацилес темен. Ачисем унта усалсем мар-ҫке, тӑнлӑ ҫынсемех, никама та хирӗҫ тӑма тӗллев лартман.

Икӗпитлӗх пирки малалла каласан: ак ӗнерхи митингри плакатсем — пурте вырӑсла, пӗр чӑвашлине те курмастӑп. Чӑвашла ҫырма ыйтсанах — каллех эс националист, каллех эс — патшалӑха хирӗҫ ӗҫлекен ҫын. Анчах та Путин вырӑсла калаҫакансене хӳтӗлет пулсан мӗншӗн унӑн чӑвашла калаҫакансене хӳтӗлес мар? Эпир ют патшалӑхра пурӑнмастпӑр-ҫке! Эпир те ҫавӑн пекех ҫынсем, чӑваш халӑхӗ те ытти халӑхсемпе пӗрлех Гитлера хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Sergey // 2349.03.7963
2014.03.19 11:30
Этот комментарий удален. Причина:
Владимир // 8565.7.2829
2014.03.19 11:46
Митингра чăваш чĕлхипе çырнă плакатсем курăнмарĕç. Ку чăн-тĕрĕс. Анчах та мĕнле майпа автор чăвашла плакатсем курăнман пирки пашалăха икĕ питлĕ тесе айăплать? Е, кам-та-кам чăвашла "Эпир Крым халăхĕсемпе пĕрле!" тесе çирнă плакатсемпе тухнăшăн судпа айăплаччĕç тесшĕн-ши? Чăнах та Крымра 2,5 пин майлă Чăваш çĕрĕнчен тухнă çин пурнать, вĕсем хушшинче чăвашсем те пур ĕнтĕ, паллах. Çавăнпа та пирĕнтен, чăвашсенчен, хамăр чĕлхепе тухса калани тата чăвашла çирнă плакатсемпе тухни пахарах пулнăччĕ ĕнтĕ. Анчах та кам пире чарнă? Е пире кам та пулин хушман-и? Ку пирĕн, чăвашсен екĕпитлĕхне палăртать те! Вулăр И. Яковлевăн халалĕсене тимлĕрех!
2014.03.19 12:18
Аçтахар Плотников
Володя, Турцире те чăвашсем пурăнаççĕ — тен вĕсене те кайса хӳтĕлемелле? Ав, унта та пикет-митингсем нумай пулмасть иртсе... Кайса хӳтĕлес... хамăр салтаксене йĕрке тума ярас...
«Анчах та кам пире чарнă?»
Володя, ку митинга влаç йĕркеленĕрен, вĕсен чăвашла та вырăсла та хатĕрлесе тухмалла пулнă — чăваш чĕлхине те хисепленине кăтартма. Ахаль халăх йĕркелемен вĕт!
Чылайăшне тата тухма хистенĕ ĕнтĕ. Апла тăк лешсене мен панă, вĕсем çавна йăтнă.
2014.03.19 12:24
Аçтахар Плотников
Эп И. Яковлев халалĕнчи вырăссемпе туслă пурăнмалли йĕркене йышăнма хатĕр енчен те вырăссем те пире пĕр тан халăх пек курма тытăнсан. «Говорите по-русски» тесе хистеме пăрахсан. Ирĕксĕрех вырăс чĕлхипе усă курма тивнине пăрахăçласан (судсенче, администрацисенче). // Ав, «Почта России» те вырăс чĕлхине çул шая хурать — адреса чăвашла республикăра çӳрекен çыру таврашĕнче кăна çырма юрать. Унта та пулин! чăвашла çырсан вырăсла вариантне çырса хумалла! Тепĕр май — пурĕпĕр вырăсла çырмалла.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики