Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Любовь должна прощать все грехи, только не грех против любви.
(О.Уайльд)
 

Анастасия Пирӗшти: Тӗнчене ҫӑлайӗ-ши илем?

Анастасия Пирӗшти05.04.2014 19:223961 просмотров

Тӗнчене ҫӑлайӗ-ши илем? Ку ыйту чӑннипех те кӑсӑклӑ, шухӑша ярать. Чи малтан «илем» сӑмахӑн пӗлтерӗшне тупар-ха. Кашни этем илеме хӑйне майлӑ курать. Пӗри илеме ҫут ҫанталӑкпа этем хушшинчи ҫыхӑнура туять, тепри вара илеме культура аталанӑвӗнче асӑрхать. Апла пулсассӑн «илеме» пӗр сӑмахпа уҫса параймӑн. Эстетика туйӑмӗ ҫынра аталанса пыни лайӑх пулӑм. Илемлӗхе курма, туйма пӗлмен ҫын телейсӗр те пуль ман шутпа. Маншӑн вара чи пӗлтерӗшли - этемӗн чун илемӗ пурри.

Паянхи пурнӑҫа тутӑллӑ пурнӑҫ тесен те йӑнӑш мар. Укҫи-тенки кӗсьере ҫителӗклӗ пулсан темпе те хуҫаланайӑн. Шел пулин те, ҫак мӗнпур ырлӑх этемӗн чунне варалать. Пурӑна киле этемпе шалти туйӑм мар, пайта тӑвас шухӑша ҫуратакан вӑй хуҫаланма тытӑнать. Эпир пурте хамӑра «ҫухатнӑ» ӗнтӗ. Куллен-кун таҫта васкатпӑр, таҫта чупатпӑр, тавралӑхри илемпе килленме вӑхӑт та тупаймастпӑр. Пире суккӑр ҫынпа та танлаштараймӑн. Суккӑрсем илем мӗнне лайӑх туйса тӑраҫҫӗ, пирӗн куҫсем вара ҫынсӑрлӑх, тискерлӗх чатӑрӗпе витӗннӗ.

Паянхи кун та хӑлхара хӑрушлӑ сасӑ янӑрать. Ку сасса эпӗ кӗҫӗнрех ҫулсенче илтнӗ пулин те вӑл сасӑ паянхи кунччен те ман чуна ыраттарать. Сасӑ тесе те калаймӑн ӑна. Ӑна валли урӑх сӑмах ҫаврӑнӑшӗ килӗшӳллӗрех. Вӑл этемӗн ҫылӑхӗсене каҫарттарма ыйтакан хӑйне майлӑ макӑру. Этемӗн тискерлӗхӗ тахҫанах хӑйӗн чиккинчен тухса кайнӑ ӗнтӗ. Кил хуҫи хӑйӗн ватӑлнӑ йыттине хурӑнлӑх вӑрманне кайса пӗр-пӗр йывӑҫ ҫумне ним мар ҫыхса хӑварма пултараять. Ара, вӗсен шучӗпе кил-ҫурта хураллас ӗҫре ватӑ йыттӑн пайти сахалтарах. Ҫӗнӗ йытӑ ҫури илсе килсессӗн вара кил хуҫисен хӗрӳллӗ тавлашу пуҫланать ӗнтӗ: «Ӑҫта чикмелле ватӑ йытта?». Алла варалас мар тесе ҫын хӑйӗн йыттине выҫӑпа нушалантарса вӗлерес тӗллевпе ним мар йывӑҫ ҫумне кӑкарса хӑварать. Миҫе кун тӗртленчӗ пуль мӗскӗн йытӑ. Унӑн нӑйкӑшнӑ сасси кунӗпе, ҫӗрӗпе ял тӑрӑх янраса чӗресем витӗр тухатчӗ. Нивушле ҫак сас йытӑ хуҫин чӗрине пырса тивмен?.. Шел пулин те, эпӗ илсе панӑ тӗслӗхре этемӗн чунри илемӗ сисӗнмест те.

Тӗнчене ҫӑлайӗ-ши илем? Паллах, ҫӑлайӗ. Кунта иккӗленме те кирлӗ мар. Ҫапах та тӗнчене пӗр илем пурри кӑна хӑтараймӗ. Илемпе пӗр утӑмпа юрату туйӑмӗн, ӑнланма пӗлнин туртӑмлӑхӗн, чӑтӑмлӑхӑн пымалла, вара таврара чӑннипех те килешӳ, тӑнӑҫлӑх хуҫаланӗ.

Илеме таҫта та асӑрхама пулать: атте-аннене хисеплессинче, халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнура, ҫут ҫанталӑкра, чунра тата паллах, культурӑра. Кӑҫалхи 2014 ҫула патшалӑх Культура ҫулӗ тесе йышӑннӑ. Культурӑри илемлӗхе халӑхра сарас тӗллевсемпе республикӑра тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ. Ку, паллах, савӑнтарать. Культурӑпа тачӑ ҫыхӑнура тӑрсан пур-пӗрех этем илеме курма вӗренӗ.

Илем — вӑл ҫыннӑн тӗлейлӗ пурнӑҫӑн тӗп шӑнӑрӗ. Илем пулмасан ҫутӑ кун та тӗксӗмленет, чун та пушанать. Апла пулсассӑн пирӗн тӗп тӗллев — илемпе килӗшӳре пурӑнасси, таврари илеме сӑнама ӳркенмелли марри, хамӑр та ҫак илеме сарма тӑрӑшасси. Илем пурри этеме чунсӑрланма, шанчӑка ҫухатма памӗ тесе шутлатӑп. Илем тӗнчене ҫӑлаясса чунпа шанса тӑратӑп.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.06 10:54
Киеври пулăмсем илем мар, турă çыннисем мар, майданутыйсем Киеври малтан пулнă ИЛЕМЕ "çăлнине" курсах тăратпăр. Питĕ хитре "ИЛЕМ", особенно в озарении коктейлей Молотова и в "утренней дымке" каучука и резины,которые кидали в киевский Ад,конечно же(по Акасапару), "москали" и их сообщники.
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.04.07 10:40
Тĕнчене чăн-чăнн Юрату кăна çăлма пултарать!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.07 11:44
Тĕнчене ЮРАТУ çăлма пултарать пулĕ-ха та, анчах юратупа курайманлăх хушшинче питĕ сукмакĕ ансăр(от любви до ненависти один шаг). Авă хальхи Украинă территорийĕнче пурăнакансене Туррипе Çутçанталăкĕ мĕн тери Хитре те илемлĕ, Пуян та илĕртÿллĕ вырăн парнеленĕ(белой завистью можно завидовать). Анчах пурнаймаççĕ,шереметсем йĕретлĕ. Пирĕн куштансем калаççĕ вара: Раççей айăплă( пур çĕрте те "Рука Москвы")-тесе.
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.04.08 00:26
Украинăра пурăнакансем айăплă мар. Юрату хуçаланман вĕсемпе. Пропаганда, пысăк укçа вĕсене арпаштарса янă. Çухалса кайнă вĕсем. Халăха пăтратма нумай кирлĕ мар.
Agabazar // 2511.00.4883
2014.04.08 04:35
Agabazar
"Ытла хитре ан кадаç, Аркадий!"

Тĕнчене илем çăлать тени пирки: http://www.bibliotekar.ru/encSlov/10/161.htm
Якур // 4829.8.5044
2014.04.08 06:51
Пит килĕшмелле çырать Светлана Ив., тĕнчери халăх укçа тата влаç енне сулăнсан шутсăр пăсăлса каять. Тăвансем те укçа пайланă чухне пĕр пĕрне курайманлăх патне çитеççĕ, юрату çинчен асра та çук вĕсен.
Степан // 4186.57.1361
2014.04.12 23:26
Чавашсем хохолсемпе перлешсен ылтан пурнас пусланать тесе илертсен пурте нимен пахмасарах хохолсем пулса таратар. Кутри юлашки йеме хывса паратар та хохол пулатарах, пурте.
2014.04.14 00:07
Йытă нăйкăшнине илтекенсем пулнă, мĕншĕн никам та кайса вĕçертсе яман?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 14:28
Тĕнчене çăлакансем прокурорсемпе тÿресем ĕнтĕ вĕсем пирĕн Республикăра. Уйрăмах Куславкка салинче прокурорсемпе чиновниксем пĕр хуранран "пăтă" çиеççĕ.Темле медальсем пит юратаççĕ тата.Пăхăр-ха мĕнле çыраççĕ Куславкка прокуроре пирки:1. Посмотри по внимательнее на фотики-там на груди вроде есть за взятие "перлина";2.у него наверно есть орден Буденного с шашкой,максимом и усами! тата темтепĕр.
Якур // 2056.27.4156
2014.04.14 16:41
Енчен те эпир гражданла обществă тăвассишĕн вăй хумастпăр пулсан, пирĕн халăхшăн Пурпĕрех!;Çăлăнать-и тĕнче е Тÿнсе каять-и? Халь те вăн Хĕвелтухăç Украинăра мĕнлерех "кĕрешеть" Ахметов миллиардер хăйĕн электорачĕшĕн:то Турчинова ультиматум калаттарать,то Турчинова референдум тума йышăнатпăр тесе калаттарать.Тÿррĕнрех каласан, Ахметов "кĕрешеть" хăйĕн чурисемшĕн, Ăна тупăш туса паракансемшĕн.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики