Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Держись крепче. Фирма веников не вяжет...
(Козьма Прутков)
 

Sergey: 12/04/14 ППЭ пирки, мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи.

Sergey12.04.2014 08:153700 просмотров

Чӑвашла ҫырма-калаҫма шкултах верентрӗҫ, паллах эпир килте те, ял хушшинче те Чӑвашла калаҫнӑччӗ. Халӗ те ялта ҫаплах. Ман ача райцентрта вӗренеть (шкул вырӑс шкулӗ программипе), анчах чӑвашла та, акӑлчанла та, вырӑсла та ҫав шкултах вӗренет, виҫӗ челхипе те ӑнланать, ҫырать, калаҫма та пултарать самаххисене пӗлнӗ чухлӗ. Паллах вырасла, чӑвашла вал пӗр шаях усӑ курать. Акӑлчанла сахалтарах (практика ҫук).

 

Ҫавӑнпа та ҫапла шухӑшлатӑп:

1.Чӗлхене шкулта та вӗренме пулать, вӗрентеҫҫӗ те.

2.Чӗлхе вӗренесси, усӑ курасси вӗренекенӗн, вӗрентекенӗн кӑмӑлӗнчен тата тӑрӑшӑвӗнчен килет, куллен усӑ курнинчен килет.

3. Ҫакна пула чӗлхене вӗренес тата унпа усӑ курас текен - вӗренме те, усӑ курма та пултарать, никам та чармасть!!!

4. Чӑваш чӗлхипе ППЭ (ЕГЭ) тытма май пултӑр тесен, ҫакӑн пирки хальхи "веренӳ ҫинчен" закона улшӑну кӗртмелле.

5. Кам ҫакна тума законлӑ май пӗлет айтӑр ҫыру хатӗрлетпӗр пирӗн Госсоветри, Гос. Думӑри, Соф.Федри депутатсем , тата пирӗн патшалӑх пуҫлахӗ патне. Эпӗ алӑ пусатӑп.

 

Маншӑн вырӑс чӗлхи иккӗмӗш тӑван чӗлхе.

Мӗн пӗчӗкрен атте-аннепе, ял хушшинче, шкулта чӑвашла калаҫса ӳснӗ. Пӗчекренех хуларан ҫулла хӑнана килекен ачасемпе, пичче-аппасемпе вырӑсла-чавашла калаҫса уснӗ.Чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп, ҫыратӑп, Чавашра пулсан та, Мускавра ӗҫленӗ чухне те. Кам та пулин чӑвашла калаҫма чарнине е айкӑн пӑхнине асӑрхаман (хамӑр чӑвашсем хамӑр чӑвашрисӗр пуҫне), ытларах эсир мӗнле чӗлхепе калаҫатӑр тесе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Эпӗ икӗ чӗлхе пӗлетӗп, чӑвашла тата вырӑсла, вӗсем ман чун-чӗрере, пуҫра, эпӗ вӗсемпе ӗмӗрлехе пӗрле, ҫакӑнпа эпӗ мӑнаҫланатӑп!!! Сире те ҫавнех сунатап!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики