Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Совершенство свойственно Богу.Желать совершенного-свойственно человеку.
(Гете)
 

Софья Савнеш: Тӗнчери тӗлӗнтермӗш вырӑнсем

Софья Савнеш13.05.2014 15:454702 просмотров

Сан-Актун – ҫӗр айӗнчи чи вӑрӑм юханшыв (Мексика)

Вӑл Кинтано-Роо штатра (Юкатан ҫурмаутрав). Вӑл Мексикӑри «пуянлӑх» тесен те йӑнӑш мар. Кукӑрӑлчӑкӗсем ҫӗр айӗнче – 215 ҫухрӑм. «Сан-Актун» майя чӗлхинчен куҫарсан «шурӑ ҫӗр хӑвӑлӗ» тенине пӗлтерет. Пӗтӗмӗшле илсен, юханшыв пин-пин ҫухрӑмпа танлашать. Вӗсенчен 1 процентне ҫеҫ тӗпченӗ-ха.

http://udivitelno.com/mesta/item/58 ... mnaya-reka-sak-aktun

 

Арарат ту.

Арарат (эрменле Масис) вулкан массивӗ. Вӑл сӳннӗ икӗ вулканран тӑрать: Пысӑк Арарат тата Пӗчӗк Арарат. Икӗ вулкан хушшинче – 11 ҫухрӑм. Пысӑк Арарат ҫӳллӗшӗ – 5165 метр. Арарат юлашки хут хӑҫан «ӗҫлени» паллӑ мар. Ӑсчахсен шухӑшӗпе, ку пирӗн эрӑчченхи 3 пинмӗш ҫулта пулма пултарнӑ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫа ӗненес тӗк – ку 1840 ҫулта пулнӑ. Ун чухне ҫӗр те чӗтреннӗ-мӗн. Ҫавна пула Ҫветтуй Якков мӑнастирӗ тата Аргури ял арканнӑ. Унтанпа ту ҫывӑхӗнче ял-сала ҫук.

http://udivitelno.com/mesta/item/578-mount-ararat

 

Пысӑк Барьерлӑ риф (Австрали).

Австралире тропика хӗррипе ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле пулӑмӗ выртать – Пысӑк Барьерлӑ риф. Вӑл – планетӑри чи пысӑк чӗрӗ тытӑм. Унта 3000 яхӑн тӗрлӗ риф, 900 ытла утрав. Чуллӑ лаптӑк 344400 тӑваткал метрпа танлашать. Тӗлӗнтермӗш Коралл тинӗсӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл Козерога тропик патӗнчен тытӑнать. Ҫурҫӗр патенче, Мелвилла сӑмсахӗ ҫывӑхӗнче, коралл комплексӗ ҫыранран 32-50 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ. Шӑпах ку дайвингпа кӑсӑкланакансене илӗртет. Барьер рифӗн калӑпӑшӗ питӗ пысӑк: космосранах курӑнать!

http://udivitelno.com/mesta/item/57 ... oj-barernyj-rif-foto

 

Исландири Йокульсарлон пӑр кӳлли.

Кунта пӗлӗт тӗсне кӑтартакан пӑр катӑкӗсене ҫӑмӑллӑнах курма пулать. Вӑл ҫӗршывӑн кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫӗнче вырнаҫнӑ. Исланди чӗлхинчен куҫарсан Йокольсарлон «пӑрлӑ юханшыв лагуни» куҫать. 1903 ҫулта Ватнайёкюдль пӑр массивӗн чи хӗрри тинӗсрен 200 ҫухрӑмра выртнӑ. 1934 ҫулта пӑр Атлантика океанӗн ҫыранӗнчен куҫма тытӑннӑ, ҫавна май лагуна йӗркеленме пуҫланӑ. Айсбергсем залив патӗнче пухӑннӑ, пӗчӗк пӑр таран ирӗлнӗ те тинӗсе ишсе тухнӑ. Ледниксем хӑвӑртрах ирӗлме тытӑнсан кӳлӗ калӑпӑшӗ те ӳснӗ. Халӗ унӑн лаптӑкӗ 18 тӑваткал ҫухрӑмпа танлашать. 1975 ҫулта ку 8 тӑваткал ҫухрӑмпа ҫеҫ танлашнӑ.

http://udivitelno.com/mesta/item/55 ... kulsarlon-v-islandii

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики