Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Поиск истины способен изрядно позабавить.
(Вернон Говард)
 

Таисия Ташней: Ача иртӗхсе ӳсессин 5 палли

Таисия Ташней08.07.2014 10:014372 просмотров

«Пӗчӗк-ха вӑл. Ӑнланмасть», – тет кутӑн-пуҫӑн тӑма хатӗр шӑпӑрланӗ пирки хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ. Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси – ачаран тесе ваттисем ахальтен каламаннипе психологсем те килӗшеҫҫӗ. Ача иртӗхсе ӳсессине пӗчӗклех палӑртма пулать иккен. Сӑнасарах пӑхмалла кӑна.

1. «Ман тӑвас килет».

Ку вӑл ача ӳлӗмрен иртӗхсе каяссин пӗрремӗш палли иккен. Ҫемьере ачана ытлашши ирӗк панине кура вӑл хӑйне ҫӗр ҫинчи чи пӗлтерӗшлӗ фигура евӗр туять. Ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑн пек тытнин сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать иккен. Сӑмахран, пепке вӑйлӑ чирленӗ те ӑна ытлашшипех ачашланӑ. Ун пеккине пӑлхантарас-пӑшӑрхантарас мар тесе ашшӗ-амӑшӗ тем тума хатӗр. Чылай вӑхӑт ҫуратаймасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн ҫемьене ҫӗн кайӑк килнишӗн савӑннипе те ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне ирӗке яма пултарать. Анчах кирек епле юратӑвӑн те чики пулмалла.

2. Ача «ҫук» тенине ӑнланмасть.

Пӗчӗк харсӑр мӗн ыйтнине йӑлт пурнӑҫлансан ача ӑҫтан «ҫук» тенине ӑнлантӑр ӗнтӗ. Мӗн те пулин тума чарма тӑрсан вӑл чарусӑрланма, йӗрсе хӑратма тытӑнать.

3. Тӑвансен туйӑмӗпе усӑ курни.

Иртӗхсе ӳсекен ача ашшӗ-амӑшӗ тата тӑванӗсем юратнине кура часах иртӗхме тапранса каять. Ун пек хӗр-ывӑл ҫӳп-ҫап витри тӑкма ыйтсан та ӗҫшӗн мӗн те пулин ыйтать. Е пиллӗк илессишӗн.

4. Хӑй тӗллӗнлӗх ҫукки.

Ун пек ача-пӑчашӑн ашшӗ-амӑшӗ тем тума хатӗр. Шкултан начар паллӑпа таврӑнсан амӑшӗсем вӗрентекен патне парне йӑтса чупаҫҫӗ, урамра такампа ҫапӑҫса кӗрсен ашшӗсем ачасемпе хирӗҫме сиксе тухаҫҫӗ, урок тума пӗлмесен хӑйсем туса параҫҫӗ е паллакан вӗрентекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ун пек ачасен тавра ашшӗ-амӑшӗ ташласа тӑманни тата алӑран ҫавӑтса ҫӳременни кӑна. Ӳссе ҫитсен те кун пек ача-пӑча ватӑ ашшӗ-амӑшӗн «ӗнси ҫинчен» анмаҫҫӗ.

5. Обществӑра хӑйсене тытма пӗлменни.

Иртӗхсе ӳсекен ачасем хӑйсене тытма килте кӑна мар, обществӑра та пӗлмеҫҫӗ. Ҫын пур-и, ҫук-и – аванмарланма вӗсем пӗлмеҫҫӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики