Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Нужда - это шестое наше чувство, заглушающее нередко все остальные.
(М. Сафир)
 

Галина Никитина: Ӑнӑҫлӑ пулас тесен шухӑшлава улӑштармалла

Галина Никитина29.08.2014 15:404351 просмотров

 

Ӑнӑҫлӑ ҫынсем ӑнӑҫсӑрринчен... шухӑшлавпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Мӗне шута илмелле-ха?

 

1. Шӑпа ҫине йӑвантарма пӑрахмалла, хӑвӑра мӗн килӗшнине тумалла.

 

Компьютер генине, Стив Джобса, хӑйӗн компанинчен кӑларса ярсан вӑл, «Ку вӑл ман вӗт!» тесе ура тапман, тӗнчене улӑштарасси пирки малалла ӗмӗтленнӗ. Кӗҫех вӑл NeXT электрон компанине йӗркелет, унтан – Pixar анимаци студине. «Пурнӑҫ темле лӑскасан та юратса тӑвакан ӗҫ тупмалла, ҫавна пурнӑҫламалла», – тенӗ Стив Джобс.

 

2. Ӑнманлӑх – вӗренӳри пӗрремӗш тапаҫлану

Пӗрремӗш пуҫӑнсан ӗҫ тӳрех кайманнишӗн пӑшӑрханмалла мар. Ӑнӑҫлӑ пӗр ҫыннӑн та тӳрех нимӗн те пулман. Уолт Диснея, сӑмахран, лайӑх шухӑш сӗнмест тесе хаҫатран кӑларса янӑ. Винсет Ван Гого хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра пурӗ те пӗр ӳкерчӗк кӑна сутайнӑ.

 

3. Хӑвӑр вӑйӑр пирки нихӑҫан та ан иккӗленӗр

«Пултараятӑп тесе шухӑшласан та эсир тӗрӗс пултаӑр6 пултараймастӑп тесен те тӗрӗс», – тенӗ Генри Форд. Ӑнӑҫу патне ҫитиччен нумай тумхахпа тӗл пулма тивӗ. Анчах кирек епле лару-тӑрура та хӑвӑр вӑя шанма пӑрахмалла мар. Ҫын начар тӑвас тесе каланине итлесен те ӑна ӑша чикмелле мар.

 

4. Уссӑр пек туйӑнсан та малалла тапаҫланӑр

«Эпир суйлакан ҫул пирӗн пултарулӑхран пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Дж. К. Роулинг. Роулинг Гарри Потре ҫинчен калакан кӗнекене ҫырма тытӑннӑ чух ачине пӗччен ӳстерекен хӗрарӑм пулнӑ, социаллӑ пособипе пурӑннӑ. Кӗнекене ҫырса пӗтерсен вӑл издательство хыҫҫӑн издательствӑна ҫитнӗ. Никам пӗлмен автор ӗҫне никам та пичетлесшӗн пулман. Вӑл вара парӑнман. Кӑҫал Роулинг миллиардер-ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ. Унччен ҫыравҫӑсем хушшинче ун пекки пулман.

 

5. Гени тени ӑнӑҫлине пӗлтермест

«Шкулта эпӗ темиҫе экзамен тытаймарӑм. Манӑн тантӑш йӑлт пиллӗкпе тытрӗ. Халӗ вӑл – Майкрософт инженерӗ, эпӗ – компани хуҫи», – тенӗ Билл Гейтс.

Мӗнпур енпе ӑслӑ пулнинчен ытла ҫине тӑни вара ҫул уҫать.

 

6. Сире мӗн те пулин чӑннипех кирлӗ тӗк ӑна эсир тӑватӑрах

Уолт Дисней хӑйӗн кану паркне уҫассишӗн чылай банкран кивҫен ыйтнӑ. Аниматорӑн лайӑх кредит историйӗ тата гарант пулманнине кура кредит пама ӑна вӗҫӗм хирӗҫленӗ. Юлашкичнен вӑл хӑйӗн медицина страховкинчен укҫа илет те ӗҫлесе каять.

 

7. Виҫсе хакланӑ хыҫҫӑн теветкелленӗр

«Лайӑххине чаплӑраххишӗн пӑрахма ан шикленӗр», – тенӗ Джон Рокфеллер. Тӗнчери чи ҫамрӑк гроссмейстерсенчен пӗри, Магнус Карлсен, профессилле шахмат тӗнчине кӗме шут тытнӑ. Ҫак утӑма вӑл хӑйӗн халне виҫсе хак5ланӑ хыҫҫӑн кӑна тунӑ.

 

8. Мӗнпе тӗл пулассине хаклама тӑрӑшӑр

«Мӗне те пулин ансат чӗлхепе ӑнлантараймасан ӑна эс хӑв та тӗшмӗртсех кайманнине пӗлтерет», – тенӗ Альберт Эйнштейн. Уоррен Баффетт миилионер тата ӑнӑҫлӑ ҫын хӑй нимӗн ӑнланман бизнеса ним тусан та укҫа хумастӑмчӗ тенӗ пӗринче. Кун ҫумне нимех те хушса калаймӑн.

 

9. Пӗрле ӗҫлеме тӑрӑшни эгоизмран пахарах

Малашлӑха пӑхакансем пӗрле ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта хытма юрать те, анчах кайран урӑхларах тытмалла. Марк Цукерберг Кремни долинин общество фондне 500е яхӑн миллион доллар укҫа уйӑрса панӑ. Nike йӗркеленӗ Фил Найт тата уннӑ мӑшӑрӗ Пенелопа Орегонти медицинӑпа естествӑлла ӑслӑлӑхсен университечӗн хыснине 125 миллион доллар уйӑрса панӑ. Пол Аллен пуҫ мимине тӗпчекен института 300-е яхӑн миллион доллар куҫарнӑ.

 

10. Ан кӗтӗр. Талпӑнӑр.

«Ӑнӑҫу патне лифт ӗҫлемест. Картлашкапа улӑхӑр. Утӑм хыҫҫӑн утӑм», – Джо Жираф. KFC кафесен сетьне пуҫарса янӑ Сандерс полковник ӑшаланӑ чӑх ҫунатти сӗнсе пӗтӗм Америка тӑрӑх ҫаврӑннӑ. Вӑл кашни алӑка шакканӑ, машинӑра ҫывӑрнӑ. 1009 хутчен ӑна хирӗҫленӗ хыҫҫӑн 1010-мӗшӗнче «кирлӗ» тенӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики