Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Музыка не может мыслить, но она может воплощать мысль.
(P. Вагнер)
 

Софья Савнеш: Тӗнчери чи пуян 5 ӳнерҫӗ

Софья Савнеш07.09.2014 15:513670 просмотров

Ӳнерҫӗсем нумай ӗҫлесе илеҫҫӗ-и? Тӗнчери чи пуян ӳнерҫӗсемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

Маркиз Льюис.

Ӑна Ретна тесе те чӗнеҫҫӗ. Вӑл Лос-Анджелесра пурӑнать, вӑл – урамри ӳнерҫӗ. Маркиз – пултаруллӑ ҫамрӑк. Унӑн картинисем 10000 доллартан кая мар тӑраҫҫӗ. Вӑл 33 ҫулта кӑна-ха. Анчах унпа Forbes ҫыхӑнса ӗҫлет. Ун пирки халӑх 2010 ҫулта пӗлнӗ. Вӑл Нью-Йоркри мода эрнинче курӑннӑ. Ретна хӑйӗн ӗҫӗсенче иероглифсемпе, калиграфипе усӑ курать. Ӳнерҫӗ 5 000 000 доллар ӗҫлесе илнӗ.

Тьерр Гетта.

Халӑхра ӑна Мистер Мозгоправ теҫҫӗ. Чи малтанах вӑл актер пек палӑрнӑ. Фильмсенче ӳкерӗнни ӑна урамри ӳнерҫӗсемпе паллашма май панӑ. Кӗҫех вӑл та вӗсем пек пулнӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ «Выход через сувенирную лавку» фильмра истори ӳкерчӗкӗсем пулнӑ. Автор прависене пула Тьерин вӗсене улӑштарма тивнӗ. Ҫапла майпа унӑн коллекци пухӑннӑ. «Life Is Beautiful» ятлӑскере Лос-Анджелесра 2008 ҫулта иртнӗ куравра кӑтартнӑ. 2009 ҫулта Мадонна альбомӗпе ӗҫленӗ. 2010 ҫулта хӑйӗн иккӗмӗш куравне йӗркеленӗ. Унта вӑл Джим Маррисон портретне 100 000 долларпа сутнӑ. Кун хыҫҫан вӑл Альберт Эйнштейн тата Кейт Мосс портречӗсене ӳкернӗ. Вӗсене 120 000 тата 67 000 долларпа сутнӑ. Гетта пӗтемпе 10 000 000 доллара яхӑн ӗҫлесе илнӗ.

Шепард Фейри.

Вӑл АПШран. Графика дизайнӗпе усӑ курать. Шепард чылай лайӑх ӗҫ хатӗрленӗ. Уйрӑмах Андре Руссимофа тата Барак Обамана ӳкернисем паллӑ. Обамӑна унӑн ӳкерчӗкӗ суйлав компанинче питӗ пулӑшнӑ-мӗн.

Бенкси.

Вӑл Аслӑ Британирен. Кам вӑл, мӗнле ҫын – вӑрттӑнлӑх. Унӑн ӗҫӗсем паллӑ пулсан та Бэнкси псевдонимлӑ ҫын кам иккенне никам та пӗлмест. Вӑл ҫивӗч социаллӑ тематикӑна пула палӑрнӑ. Унӑн картинисенчен пӗри – «Чуп тӑвакан икӗ констебль». 2012 ҫулта вӑл «Рабский труд» граффити тунӑ. Ӑна II Елизавета ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. 2013 ҫулта ҫав граффитие аукционра 750000 долларпа сутнӑ. Бэнкси 20 000 000 доллар ӗҫлесе илнӗ.

Дэвид Хо.

Нью-Йоркри ӳнерҫӗ университет пӗтерсен хӑйен пурнӑҫне ӳнерпе ҫыхӑнтарнӑ. Анчах вӑл Macintosh (Apple компьютерӗ) суйланӑ. Унпа усӑ курса тунсӑхлӑ, тӗттӗм тӗнчене сӑнлама тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, ҫынсене ку ен питӗ килӗшнӗ. Ҫавна май Дэвид Шон Паркерпа контракт алӑ пуснӑ. Темиҫе ҫултан унпа Марк Цукерберг ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫапла майпа Дэвид Хо 200 000 доллар ӗҫлесе илнӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики