Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Женская догадка обладает большей точностью, чем мужская уверенность.
(Р.Киплинг)
 

Таисия Ташней: Телейлӗ пуласси… ыттисен ар ҫыхӑнӑвӗнчен килет

Таисия Ташней23.11.2014 08:013509 просмотров

Ӑсчахсем темле тӗпчев те ирттереҫҫӗ те, халӗ, ав, вӗсем ҫын телейлӗ пуласси мӗнрен килнине тӗпченӗ. Ҫак туйӑм кӳршӗсен ар ҫыхӑнӑвӗн пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ имӗш.

Ҫӗнӗ тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнусем тупӑш виҫи евӗрех: унӑн пахалӑхне ӗненсен кӑна вӑл телей кӳрет-мӗн. Пурнӑҫра ар ҫыхӑнӑвне ҫын мӗн чухлӗ ытларах кӗрет, хӑйне вӑл ҫавӑн чухлӗ телейлӗрех туять иккен.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Колорадори университетӑн социологи профессорӗ Тим Вадсдорф 1993 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен пухнӑ кӑтартусене сӑнаса пӗтӗмлетнӗ те тӗлӗнмелле шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.

Тишкернӗ чух 1972 ҫултанпа халӑхра ирттерсе пынӑ 15 пин ытла ыйтӑма та шута хунӑ. Ун вӑхӑтӗнче ҫынсенчен телейлипе телейсӗрри пирки кӑсӑкланнӑ. Хайхисен «питех телейлӗ мар», «питӗ телейлӗ», «телейлӗ» вариантсенчен пӗрне суйламалла пулнӑ. Ыйтӑва хуравланӑ чух вӗсем пур фактора та шута хунӑ: ҫемьеллипе ҫемьесӗррине, тупӑш шайне, ҫула, сывлӑха.

Уйӑхра сахалтан та виҫӗ хут арлӑ хутшӑнупа пурӑнакансем хушшинче хӑйсене «питӗ телейлӗ» тесе шухӑшлакансем 30 процент ытла иккен. Арлӑ хутшӑнӑва кашни эрнере кӗрекенсем хушшинче хӑйсене 40 проценчӗ «питӗ телейлӗ» тесе шухӑшлать-мӗн. Эрнере виҫӗ хут ар ҫыхӑнӑвӗпе пурӑнакансем ыттисенчен икӗ хут телейлӗрех тесе пӗлтернӗ.

«Секс, чи пысӑк телей патне ӑнтӑлни. Ҫынсен ар ҫыхӑнӑвӗ пирӗн пурнӑҫа епле витӗм кӳни» ятпа ирттернӗ тӗпчев тӗлӗнмелле пӗтӗмлетӳ патне ҫитернӗ. Ар ҫыхӑнӑвӗпе пурӑнсан та ҫын хӑйӗн тантӑшӗсем ку енӗпе унран хастартарах тесе шухӑшласан телейсӗртерех туять иккен. Урӑхлараххине пӗлсен хӑйне самай телейлӗрех тет имӗш.

Тим Вадсдорф профессор ҫапла пӗтӗмлетнӗ. Уйӑхра ар ҫыхӑнӑвне кӗрекен ҫын хӑйӗн тантӑшӗсем унран та ытларах ҫак енӗпе киленеҫҫӗ тесе шухӑшласан хайхин телей шайӗ тӳрех 10 процент чакать. Ҫапла вара этем пурнӑҫӗнче арлӑ хутшӑнусем ытларах пулни ӑна телей туйӑмӗ кӳрет. Анчах ҫакӑ ытларах тесе шухӑшлани тата хаваслӑрах туйтарать имӗш.

Ҫыннӑн тупӑшне унӑн ҫӗнӗ тата хаклӑ машини е вӑл епле тумланни тӑрӑх тавҫӑрма пулать тӗк, ҫынсем ар ҫыхӑнӑвне час-час кӗнипе-кӗменнине тавҫӑраймӑн. Колорадо ӑсчахӗн пӗтӗмлетӗвне аса илсен кӑна ӗнтӗ: савӑк та хавас кӑмӑллисен пурнӑҫӗнче ар хутшӑнӑвӗ те ытларах-тӑр тесе шухӑшламалла-тӑр вара…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики