Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Тысячи путей ведут к заблуждению; к истине - только один.
(Руссо)
 

Софья Савнеш: Зион Чанăн çемйинче - 181 çын

Софья Савнеш30.01.2015 19:413827 просмотров

Индири Зион Чан Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕме пултарнă. Унăн 39 арăм, хăйĕн тăван 94 ачи, арăмĕсен 14 ачи тата 33 мăнук.

Çак пысăк çемье – 181 çын – тăватă хутлă çуртра пурăнать. Унта 100 пÿлĕм. Арăмĕсем общежитири пек çывăраççĕ. Çуртра ачасем валли йăлтах пур. Çав шутра – шкул та.

Зион Чанăн арăмĕсем упăшкипе черетпе çывăрнăшăн пĕрре те мăртăхмаççĕ. Арçын the Sun кăларăмра хăйне «Турă çынни» пек туйнине пĕлтернĕ. Унăн çавăн чухлĕ çынна пăхма тивет-мĕн. Вăл рекордсмен пулнăшăн та питĕ савăнать.

Хăйне евĕр çемье çар уставĕпе йĕркеленнĕ тейĕн, çар дисциплинипе уйрăлса тăрать. Аслă арăмĕ Затиянджи кĕçĕн арăмĕсене йĕркелесе-пăхса тăрать. Лешсем килти мĕн пур ĕçе пурнăçлаççĕ: тасатаççĕ, кĕпе-йĕм çăваççĕ, апат пĕçереççĕ…

Каçхи апат кăна хатĕрлеме 30 чăх, 50 килограмм çĕрулми, 82 килограмм пĕçернĕ рис кирлĕ.

Зион Чан пысăк çемье пуçлăхĕ кăна мар. Вăл – секта ертÿçи те. Секта çакна вĕрентет: мĕн чухлĕ арăм кирлĕ – çавăн чухлĕ авланма юрать.

Çамрăк чухне Зион Чан çулталăкра харăсах 10 хĕре качча илме пултарнă. Çавăнтанпа вăл пысăк кравать çинче пĕччен çывăрать, арăмĕсене черетпе йышăнать. Çамрăкраххисем унăн пÿлĕмне çывăхарах çывăраççĕ, аслисем – аяккарах.

Зион арăмĕсемшĕн çемьере – чи асли. Вĕсемшĕн вăл – ялта чи илемли. Арăмĕсем пĕр-пĕринпе харкашмаççĕ.

70 çула çывхаракан арçын малашне те çĕнĕ арăмсем шырасшăн. Вĕсем патне вăл АПШна та кайма хатĕр. Сăмах май, унăн сектинче 400 çын.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Василиса // 6850.7.0393
2015.02.01 13:20
Йӳтенӗскер! Арӑмӗсене шел. Тахӑщӗн куҫӗнчен пӑхма тивет-ха виличччен.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики