Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Ибо не знают они, что много дурных, мало хороших.
(Гераклит Эфесский)
 

Таисия Ташней: Ытларахчĕ Степа пек водительсем

Таисия Ташней03.02.2015 12:184743 просмотров

Çула тухсан тĕрлĕ çынпа тĕлпулма, тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивет. Общество транспорчĕпе çӳренĕ май пĕр-пĕрин кăнттамлăхĕ, çав шутра водительсен те, куç тĕлне час-часах лекет. Пĕррехинче çапла Кӳкеçрен Шупашкара килекен 162-мĕш маршрутпа пыратăп. «20 минутран çитейĕпĕр-ши?» – кăсăкланчĕ пĕр хĕрарăм. «Васкатăр пулсан иртерех тухмалла. Эп кунта сире валли такси мар!» – касса татрĕ водитель. «Ахаль кăна ыйтрăм, ун пекех ан тарăхăр», – лăплантарма пăхрĕ çулçӳрен. «Эп те ахаль кăна каларăм», – чарăнмарĕ водитель.

Водительсем кăмăлласах кайман йыш – ватăсем. Ара, ĕç укçи билет мĕн чухлĕ сутнинчен килет-çке. çав вăхăтрах укçа тӳлесе çӳрекен мучи-кинемее те теприсем лартасшăн мар. Кӳкеçрен Шупашкара килекен пĕр ГАЗеле туяллă старик ларма тăчĕ. Водитель хăр-хар кăшкăрса тăкрĕ те машинăна хускатрĕ. «Эп тӳлевсĕр каймастăп вĕт», – тени те, ват çын хутне пассажирсем кĕни те хайхине ӳкĕте кĕртеймерĕç.

Çынсем хута кĕни те пулăшайман тĕслĕх тата пулнăччĕ. Пассажирсен хушшинче сакăр теçетке çул урлă каçнă кинемей пурччĕ. Вăрнар-Шупашкар çулăн Чулхула çаврăнăшне çитсен автобуса билет тĕрĕслекенсем чарчĕç. Сакăр вуннăсенчи кинемей ветеран удостоверенине кăларса кăтартрĕ. Çăмăллăхлă категорие кĕрекенсене тӳлевсĕр илсе çӳреме палăртман иккен эпир ларса тухнă автобус. Хĕрарăм-контролерсем ватта ик енчен тытса салонран кăларса хăварчĕç. Пассажирсем темле шавласан та тĕрĕслевçĕсем парăнмарĕç. «Саккуна пăсмастпăр. Кирек ăçта çăхавласан та нимĕн те тăваймăр», – паттăрланчĕç вĕсем.

Çапах та тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле теççĕ. Пĕринче çапла Кӳкеçрен Ишеке каякан маршрутпа çула тухма тиврĕ. ГАЗель Ишлее кĕрсе çаврăнчĕ, хускалма та тăнăччĕ, анчах водитель пĕр кинемее асăрхарĕ. Кабина алăкне уçса вăл: «Сан ăçта каймалла?» – тесе ыйтрĕ. Лешĕн çула май иккенне илтсен водитель руль умĕнчен йăпăр-япăр сиксе анчĕ те алăка уçрĕ, кинемее ларма пулăшрĕ. Шалти кĕсьене тĕплĕн пĕтĕрсе чикнĕ укçана карчăк шыраса тупкаланă çĕре хайхин анса юлма та вăхăт çитрĕ. «Кинеми, сана çак çул юппинче антарса хăварас пуль, автобус чарăнăвĕнчен атту сан каялла утса килме тивĕ», – çаврăнчĕ водитель кинеми енне. «Ара çав, ара. Эс укçине ил-ха», – тăсрĕ вунă тенке кинемей. «Юрĕ-çке. Тем мар», – текелесе водитель кабинăран тухса ГАЗель алăкне уçрĕ, ватта анма пулăшрĕ.

«Сирĕн пеккине кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн», – тӳсеймерĕм сăмах чĕнмесĕр. «Хам та ватăлатăп -çке», – терĕ хура куçлăх тăхăннă, вăтăрсенчен иртнĕ водитель. Степа ятлă иккен хăй. Шупашкар районĕнчи Атайкассинчен.

Каялла килнĕ чух пачах расна тĕслĕх лекрĕ. Элĕкрен Шупашкара килекен автобуса лартăм. Çул укçи тӳленĕ хыççăн водительтен билет ыйтрăм. «Отчет валли кирлĕ те...» – айăпа кĕнĕн ăнлантартăм ăна. Хăй кăмăлсăрланнине сăмахпа палăртмарĕ пулин те вĕчĕрхенни сисĕнчĕ. Мана кӳренни часах иртсе каймарĕ курăнать, тепĕр чарăнура ларнă çынна: «Ил билетна! Кирлĕ пулĕ!» – тесе хучĕ.

Тĕлĕнмелле пек те, анчах «Аюк», – теме хăяйман водительсем те пур. Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи пĕл яла тăвансем патне кйнăччĕ. Çулĕ пĕр ял витĕр выртать. Кашни кил умĕнче тенĕ пек чарăнса пычĕ автобус. Пĕр хĕр тата: «Çăкăр илме ĕлкĕреймерĕм, кĕт-ха, лавккана кĕрсе тухатăп», – тĕмсĕлчĕ водителе. Пилĕк-ултă минутран /черет пулнă-тăр/ хайхи тухрĕ, вара транспорт хускалчĕ, пĕр 100 метр пек кайсан пике анса юлчĕ...

Çапла, çула тухсан тем те пĕр курма-илтме пулать. Эс мĕнле – эп те çаплах теççĕ те, пĕрне пĕри хисепленине нимĕн те çитес çук...

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Акапасар // 1882.21.8804
2015.02.11 14:40
Лайăх шохвĕрсене — чыс та мухтав!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики