Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Печально не то, что надвигается старость, а что уходит молодость.
(А. Дюма-сын)
 

Аçтахар Плотников: Польша президенчӗн вырӑнне йышӑнма хатӗрлекен чи илемлӗ кандидат

Аçтахар Плотников19.02.2015 20:334695 просмотров

Паллӑшӑр, вӑл Магдалена Огорек ятлӑ, историк, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1979 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ сарӑ хӗр ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ президент суйлавне хутшӑнать.

Магдалена Огорек 2002 ҫулта Ополе хулин университетӗнче магистр степеньне илнӗ. Тепӗр ҫултан Варшавӑри университетӑн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, 2009 ҫулта философи докторӗн степеньне илнӗ. 2008–2010 ҫулсенче сулахайрисен демократилле пӗрлӗхӗн Альянсӗнче парламент клубӗнче ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн хӗр Варшавӑри таможняпа логистика университечӗпе Краковри кӗҫӗн поляк колледжӗнче студентсене вӗрентнӗ. 2011 ҫулта парламент суйлавне хутшӑннӑ — леш, хайхи сулахай демократсен пӗрлӗхӗ енчен. Анчах сейма лекеймен. Магдалена биографийӗнче темиҫе сериалта выляни те пур. Унсӑр пуҫне вӑл телекӑларӑм ертӳҫи те. Хӑй вара качча тухнӑ, пӗр хӗре ӳстереҫҫӗ.

Магдаленӑна Польшӑри сулахайри демократилле вӑйсен пӗрлӗхӗ тӑратнӑ. Суйлавра ҫӗнтерсен хӗр чылай саккуна улӑштарасса шантарать, тӗслӗхрен Раҫҫейпе туслӑрах пулма. Шел те, Польша халӑхӗ Раҫҫее ытлашшиех юратсах каймасть, ҫавӑнпа илемлӗ хӗрӗн регйтингӗ те пысӑках мар.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2787.81.1436
2015.02.19 20:54
Agabazar
Украинăн çитес президенчĕ вара Надия Савченко пулма пултарать. Паллах, чĕрĕ юлсан тата тĕрмерен тухма пултарайсан. http://chuvashsky.livejournal.com/864942.html
Agabazar // 2129.95.4200
2015.02.20 09:20
Agabazar
Кĕçĕн поляк колледжĕ....

Кĕçĕн Польша темеллле. Çавнашкал регион пур унта. Шăпах Краков таврашĕнче вырнаçнă. Polonia Minor
http://www.iglobe.ru/guide/europe/p ... lesser-poland-region
Agabazar // 2129.95.4200
2015.02.20 09:20
Agabazar

Polonia Minor

Михаль // 2884.53.7813
2015.02.28 13:16
Хитре хӗрсем преҫитент пулимаҫ пуль.
Хитре хӗрсен НКО текен АПШ укҫапа тивӗҫтерекен кантурсене ертсе пымалла тата хитрелетекен салонсене ҫӳремелле.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики