Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Когда ты изучаешь, ты лишь открываешь то, что давно уже знаешь.
(Ричард Бах)
 

Agabazar: Сăпка юрри

Agabazar20.02.2015 04:384309 просмотров

Çывăр ман тĕпренчĕк, çывăр,

Çывăр, паппа ту.

Ывăлăмçăм, манăн ывăл,

Эс сĕре маттур.

 

Вăхăт пулĕ, вăхăт килĕ,

Çитĕнĕн патвар.

Тÿрре тухĕ аннÿн пилĕ,

Пулăн харсăр ар.

 

Ун чухне чăваш чĕлхишĕн

Хатĕр пул тăма.

Таврари ют халăх йышĕ

Ан хăйтăр кулма.

 

Хамăр халăхшăн, чăвашшăн

Çирĕп тăмалла.

Çавăн чух çеç пулĕ саншăн

Пурнăç — чăвашла.

 

Саншăн пулĕ ĕмĕр çывăх

Хамăрăн кĕтес.

Чăвашстан, Чăваш çĕршывĕ —

Уншăн çунăн эс.

 

Эрĕк шывĕ шакă çийĕн

Шарласа юхать.

Çичĕ ют пек, сийĕн-сийĕн,

Хумĕ ыткăнать.

 

Пархатарсăр йыш эшкерĕ

Кăтартаймĕ шар.

Ма тесен чăваш еткерĕ

Чухăнах та мар.

 

Çывăр, ман тĕпренчĕк, çывăр,

Тутлă тĕлĕк кур.

Ыйăху ан пултăр йывăр,

Эс сĕре маттур!

 

Ик япалапа усă курнă: 1)М.Лермонтов, Казачья колыбельная песня. http://feb-web.ru/feb/lermont/texts ... 6/vol02/le2-140-.htm 2)Çеçпĕл Мишши, Чăваш арăмне. http://chuvash.org/lib/haylav/88.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 1486.08.8750
2015.02.20 20:50
Килӗшет.Яка та тӳрӗ. Анчах та ку сӑвӑра чӑваш эрех ӗҫкине кӗрсе ӳкнирен аталанаймасть пулать -и? -- "Эрĕк шывĕ шакă çийĕн Шавласа юхать. Çичĕ ют пек, сийĕн-сийĕн,Хумĕ ыткăнать"
Agabazar // 4073.75.6565
2015.02.20 20:58
Agabazar
Кунта Эрĕк тени Эрех сăмахпа пачах та çыхăнман. Тепĕр тесен, кам çыхăнтарас тет, çав çыхăнтарма пултарать. :-)

"По камням струится Терек,
Плещет мутный вал;
Злой чечен ползет на берег,
Точит свой кинжал;"


Акă ăçтан вăл хайхи "Эрĕк"! Каланă вĕт, Лермонтов сăввипе усă курнă тесе!!!!
Владимир // 4071.56.6426
2015.02.21 11:26
Ман шутпа, "эрех" "Эрӗкрен" темана уҫӑмлӑрах палӑртать. Эрӗкӗ ӑҫта-у, эрехӗ вара, кашни урамрах. Анчах та, юлашки ҫулсене илсессӗн, эрехе путнӑ чӑвашсен йышӗ самаях сахалланчӗ. Ӗҫлет чӑваш, аташма вӑхӑт ҫук.
Agabazar // 1112.6.1519
2015.02.21 17:23
Agabazar

Те́рек ~ Эрĕк

Agabazar // 2706.57.7944
2015.03.01 10:03
Agabazar
Тепĕр "Сăпка юррипе" танлаштарса пăхма сĕнетĕп
http://vulacv.blogspot.ru/2007/01/blog-post_29.html
Владимир // 2832.87.7321
2015.03.01 16:09
Петӗр Хусанкай."Сăпка юррри" Тӑнлӑ чӑвашӑн тӑнлӑ ывӑлӗ.Пур халӑхпа та эс туслӑ пул тет. Вырӑспа вара тӑванлӑ пурӑн тет.
Agabazar // 4219.92.5991
2015.03.01 17:45
Agabazar
Тĕрĕс, вырăспа та, американпа та, акăлчанпа та, эскимоспа та, украинпа та — пуринпе те!!!!— тăванлă пулмалла.
Владимир // 2832.87.7321
2015.03.01 18:10
Американӗсем пирки каласа хӑварман вара Хусанкай-тете.Тӑшманпа йӑваш пулма халаламан вара.Вырӑспа тӑванлӑ пулма пилленӗ.
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 02:46
Agabazar
Волоча юлташ, сирĕншĕн американ нихăш енĕпе те тăшман пулма пултараймасть. Кейт Линдси мĕнпе айăпа кĕнĕ сирĕн умăрта?

Е, калăпăр, Джон Крюгер хоспочын мĕнпе айăпа кĕнĕ?

Е Интернет ăсталаса панăшăн кураймастăр америксене?
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 02:55
Agabazar
Володя // 2832.87.7321 2015-03-01 18:10 : <<Американӗсем пирки каласа хӑварман вара Хусанкай-тете.>>

Тĕрĕс, асăннă сăвăра каламан. Вара мĕн? Ирçесем пирки те каламан хайхи сăвăра. Вара, çавна кура, ирçесемпе харкашса пурăнмалла-им? Каламан удмуртсем, украинсем, венесуэласем, кубăсем, корейсем, киттайсем, индисем, абхазсем пирки те. Вара мĕн? Каламан тесе харкашмалла-им?

Вăт çапла вăл пурнăç: çынсене курайманлăха вĕрентетпĕр те, кайран лешсем хăйсене килĕшмен пек туйăнаканнисене пере-пере пăрахма пуçлаççĕ. Немцов хоспочына вĕлернĕ пек.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики