Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Никогда не говори вещей, в которых позже придется раскаиваться.
(Сервантес)
 

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5820023 просмотров

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3138.59.4700
2015.03.12 22:47
Agabazar
Ку "Ют Çынсем" каллех пирĕнне темĕнле Эйдмансемпе, Когансемпе, Шапиросемпе сехрене хăпартасшан пулмалла...
Agabazar // 1157.86.0029
2015.03.13 06:59
Agabazar
Ют Ҫын:<< организуемые Немцовыми(по фамилии матери-Эйдман)>>

Сирĕн хăвăрăн "хвамилия по маччăри" Псаки пулмалла! :-)

Немцовăн амăшĕн хушамачĕ Эйдман та, Обама та мар. Вăл паспорт тăрăх НемцЕва. Тетелте унăн паспорчĕн страницисен ÿкерчĕкĕсем те пур.
Ашак мар // 4117.51.7078
2015.03.13 09:25
Хыпар йÿтевĕ - малалла. Паянхи номерте 16-мĕш страницăра "Архихыпарсем" (АРХИ кунта çав тери вырăнсăр, сăмахсарсене е Яндекс-Рамблера пăхăр) ярăмра ПОЛИТИЧЕСКИСЕМ, ТВЕРСКАЯ, НЕВСКИ,ЧАСОВНЯ тени Хыпар чăвашлăха пĕтерме хастар хутшăннине çирĕплетет. ЭЛЕОНОРА ДУЗЕ ПАЛЛĂ ПОРТНОЙПА ВЕНЧЕТЕ ТĂнĂ тенине вуласан вара пукан çинчен чутах кайса ÿкеттĕм. Мĕскĕн чăваш! Çак халăхăн ÇĔВĔÇĔСЕМ ĂÇТА кайса кĕнĕ-ши, Туркай?
Сашук Типшĕм мар // 4186.57.1361
2015.03.13 11:51
Немцов авторăн çывăх тăванĕ пулас-пăшарханать уншăн. Мускава ма кайман-ши хÿтĕлеме, Чебоксартах ларнă? Туркая вара, пускăч пекех, унталла та -кунталла тапать.
макар // 2304.05.4652
2015.03.13 20:59
Туркайӑн шӑпи ҫапла- вӗлтрен кайӑкӗ вӗт вӑл! Унашкаллисене пурнӑҫ кутран тапать -ашшӗ-амӑш ҫылӑхӗсемшӗн
Санюк Микулӗ // 4292.84.0894
2015.03.13 22:26
Чӑннипе Чупайс А.Б. Немцовӑн ҫывӑх тӑванӗ пулнӑ,Акташ Улатимӗрӗ мар.Чупайс калать-"Нам всем надо остановиться. Я подчеркиваю–всем.Власти,оппозиции,либералам,коммунистам, националистам,консерваторам –всем.Пора остановиться.И хотя бы на минуту задуматься,куда мы приведем Россию",– процитировал политика Киселев Евкени Киевран. Тӗрӗссипе каласан ҫав Е.Киселев Высшая школа КГБ текен шкулта вӗрентнӗ.Ак мӗнле метаморфозӑ кунта.
Agabazar // 4168.8.7963
2015.03.14 11:45
Agabazar
Тата тепĕр халлапçă.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.14 16:06
Немцовне, паллах, питĕ тискеррĕн вĕлернĕ. Анчах çапк темăна ку сайтра сÿтсе явмалла марах. Акташ мĕн çырнине сÿсе явмалла. Паян - Г.Архиповăн 40 кунĕ. Чунĕ çÿлти патшалăха çиттĕр. Çапла пултăр!
Agabazar // 1935.4.9770
2015.03.14 18:57
Agabazar
Статьяра мĕн çырнă — çавăн пирки калаçмалла.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.14 20:25
Намăс мар-и, Туркай? Акташ сăмахĕсем. Туркай КОМПУТЕР мĕнне пĕлмест теççĕ. Эпир паврани - кам валли? Тен, тăванĕсем вулаççĕ?

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики