Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Любви не знавший дуралей достоин сожаленья.
(Р. Берис)
 

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5820024 просмотров

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.11 09:29
Малалла.ХЫПАР тĕн (православи)хаçачĕ пулса пырать. Дискусси çук. Виталий Родионов профессор Атнер Хусанкая хÿтĕлесе çырнă статья пичетленсе тухмасть пуль (Туркай статйине хирĕçлесе), тухсан - Туркай кăштах маттур пулĕччĕ хăть.
ахтупай // 3377.82.5355
2015.03.11 09:57
Туркай амӑшӗпе кӑна ӳснӗскер ытти ҫынна ӑнланмасть.Вӑл кӑна лайӑх,вӑл кӑна чипер,вӑл кӑна ӑслӑ.халь те ҫав тери ачаш ачапча ха Прозӑра студент чухнехи шайран кӑшт кӑна хӑпарнӑ.ман шутпа хӑвна вӗрнтсе ҫынна кӑларнӑ ӑсчахсене тапӑнма юрамасть.Хусанкай статьине те вӑл ӑнланмасӑр вуланӑ.Анчах та поэтсене те каҫармалла пуль.Чӑваш элити пӗр-пӗринпе хирӗҫни пире илем кӳмест.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.11 12:06
Кунта сАмах поэт пирки мар, РЕДАКТОР тата ЖУРНАЛИСТ пирки. Тата - мухтавлă Хыпар пирки.
Agabazar // 3881.35.1705
2015.03.11 13:09
Agabazar

Бренд вăл Бренд. Ăна нимĕнле сăмахпа та улăштараймастăн.



Ку тахçанах чăн-чăн чăваш сăмахĕ пулса тăнă.
Agabazar // 3881.35.1705
2015.03.11 13:15
Agabazar
Цитата:" РУСТАМ МИННИХАНОВА ЭП ПĔР ÇУЛ ÇЕÇ ПĔЛМЕСТĔП - вырăс кострукцийĕ; "

Вырăс конструкцийĕ мар. Инкек урăххинче! Ак çапла ăнланма хистет. Туркай Рустам Минниханова тахçантанпах пĕлет иккен. Анчах та юлашшки çул (2014-2015) темшĕн пĕлме пăрахнă. Ахăртнех ватлăхри склероз пуçланнă пулмалла. Е, лешĕ темле усал ĕç тунине кура, ятарласах унран пăрăннă: пĕлмĕше перет эппин.

Тĕрĕс ак çапла пулмалла: Рустам Минниханова эп пĕр çул çеç мар пĕлетĕп.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.11 13:40
Тата тĕрĕсрех: Рустам Минниханова эпĕ нумай çул пĕлетĕп. Акапасар, санăн - калька-куçару.
Agabazar // 3881.35.1705
2015.03.11 14:01
Agabazar
Эксперт пулсан та йăнăшатăр! :-)
Мĕншĕн тесен ман умра нимĕнле вырăсла е акăлчанла текст та çук!

"Нумай çул пĕлетĕп" тенинче вăхăтăн конкретлă срокне кăтартни çук. "Пĕр çул çеç мар" тенинче вара çавă пур!

Мĕн вăл "нумай çул"? Икĕ çул? Тватă çул? Вунă çул?

Лешĕнче конкретлă каланă: пĕр çултан ытларах!
Атила // 3913.58.4645
2015.03.11 15:56
Туркайӑн сӑвӑсем ҫырмалла,уйрӑмах ясарлисене.Хыпарне памалла Арҫукне.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.11 16:00
Акапасар, чĕрре ан кĕр: эсĕ тĕрĕсех калатăн, эсĕ Туркая редакцилетĕн, эпĕ вара ЧĂВАШЛА тĕрĕс епле çырмалли пирки пуплятăп.
Agabazar // 4008.42.5474
2015.03.11 17:54
Agabazar
"Чăвашла" текен чее сăмахпа витĕнме кирлĕ мар.
Шухăш, логика вăл Африкăра та çавах.
Логика вырăслинче çук пулсан — чăвашлинче те пулас çук. Вырăслинче пур пулсан — адекватлă куçарура та пулĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики