Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Время есть мысль или мера, а не сущность.
(Антифонт)
 

Софья Савнеш: Тĕнчери чи таса мар юханшывсем

Софья Савнеш09.03.2015 21:384276 просмотров

Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.

Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.

Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези). Унти шыв питĕ таса мар пулсан та вăл ял хуçалăхне, вырăнти халăха шывпа тивĕçтермелли тĕп вырăн. Юханшыва çын алли вараланă. 2008 çулта Ази банкĕ юханшыври çÿп-çапа тасатма 500 миллион доллар ссуда уйăрнă. Анчах вилнĕ юханшыва йĕркене кĕртме нумай çул кирли куç кĕрет.

Индири Ямуна юханшыв 1376 çухрăма тăсăлать. Ун çывăхĕнче Дели, Матхура, Агра хулисем пур. Вăл та тĕнчери чи таса мар юханшывсенчен пĕри. Кунта Нью-Дели хулинчи çÿп-çапăн 58 проценчĕ лекнĕ. Правительство ăна тасатма укçа уйăрнă, анчах ку, ахăртнех, усăсăр.

Бангладешри Буриганга тĕп хула çывăхĕпе юхса иртет. Вăл вăтамран 12 метр тарăнăш. Чи тарăнни – 2 метр. Унти шыва ĕçме мар, унпа мĕн те пулин çума, техника тĕлĕшĕпе усă курма та пулмасть. Юханшыва кунсерен 1,5 миллион кубла метр промышленноç каяшĕ лекет. Ăна биологи тĕлĕшĕнчен вилнĕ тесе йышăннă.

«Сарă» юханшыв – Китайри чи вăрăм юханшывсенчен пĕри. Вăл миллион-миллион çынна шывпа тивĕçтерет. Анчах, тĕлĕнмелле те, унта нефть пăнчисене курма пулать.

Marilao юханшывра пластмасса, тапăчки тата ытти çÿп-çапа тупма пулать. Шывра наркăмăшлă химикатсем те пур: хром, кадми, мышьяк. Ку – питĕ сиенлĕ. Асăрхаттаракан лозунгсем çакăнса тăрсан та, штраф тÿлеттерсен те çынсем, фабрикăсем çÿп-çапа пур-пĕрех юханшыва пăрахма чарăнмаççĕ.

Индири Ганг юханшыв та питĕ таса мар. Промышленноç витĕмĕ, хальхи йышши канализаци çукки, халăх йышĕ ÿсни юханшыва тасамарлатать. Ăна пула холерăпа, тифпа, сарамакпа, дизентерипе чирлеме пулать. Индире таса мар шыва пула ытларахăшĕ чирлет, вилет.

Songhua юханшыв – Китайра. 2005 çулта ăна бензолпа вараланă.

АПШри Миссиссипи – тĕнчери чи пысăк юханшывсенчен пĕри. Вăл АПШри – тĕп экономика тата çутçанталăк ресурсĕ. Юханшыв Мексика кÿлмекне çулсерен 1,5 миллион тонна азот илсе çитерет.

Сарно – Европăри чи таса мар юханшыв шутланать.

Королева юханшывĕ – Австралири чи вараланчăк юханшыв. Вăл промышленноçе пула тасамарланать. 1995 çултанпа унта çулсерен 1,5 миллион тонна сульфид лекет.

Чăннипе, таса мар юханшывсем халăха сахал тĕлĕнтереççĕ-мĕн. Кун пек этем çÿп-çап, каяш ăшне пуçĕпех путмĕ-ши?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики