Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Когда пьешь вино любви, кое-что надо оставлять в бокале.
(Ирвин Шоу)
 

Аçтахар Плотников: Иртӗнчӗк ҫынсене Правительство ҫурчӗ те чараймасть

Аçтахар Плотников10.03.2015 14:519062 просмотров

Президент бульварӗ еннелле тухакан Правительство ҫуртӗнче пӗр стенд пирки мана пӗлтерчӗҫ — унта имӗш чӑваш чӗлхиллӗ текстра йӑнӑш нумай. Хайхи кайса курас терӗм. Чӑн та пур унашкал стенд. Правительство ҫуртне кӗнӗ вырӑнта чӑваш карттине вырнаҫтарнӑ тата республика пирки кӗскен калакан икӗ стенд ҫакса хунӑ. Пӗри, сулахай енчи — вырӑсла, тепри, сылтӑм енчи — чӑвашла. Шӑп та лӑп ҫав чӑвашла текстра йӑнӑш нумай та ӗнтӗ.

Пӗр енчен пӑхсан — ку стенда хатӗрлекенӗ чӑвашла пӗлменнине кӑтартать пуль теме пулать. Ҫавах та йӑнӑшӗсем ытларах вӗҫлекен абзацра пулнине шута илсен — кунта темле этемккесем ашкӑнни курӑнать. Вӗсен ӗҫӗ хыҫҫӑн текст ҫапларах пулса ларнӑ:

«Республик[а]н[ӑ] Ленин орденӗпе ([ ]935 ҫул), Октябрь Революций[е]н орденӗпе (1970 ҫул)», Халӑхсен туслӑх{се}н орденӗпе [(]1972 ҫул [)] нагр[ ]дӑлан[ ̆ ].»

Ку текста илсе панӑ чухне тӑваткал хӑлӑпра йӑнӑш вырӑнсене палӑртрӑм. Тӗпрен илсен, ӳкерчӗке пӑхсан хӑвсамӑрах куратӑр ӗнтӗ, тахӑшӗ(сем) саспаллисене хӑйпӑтнӑ е саспалли тӑррисене тепӗр вырӑна илсе ҫыпӑҫтарнӑ. Тепӗр енче вырнаҫнӑ вырӑсла текста та тӗкӗннӗ хайхисем, анчах пӗр вырӑнта кӑна — «(1935 г.)» вырӑнне «( 935 г.)» туса хунӑ.

Тепӗр йӑнӑш — пӗрремӗш абзацри «[и]ышӗнче» сӑмах. Ку вара, тен, чӑн та стенда ҫакнӑранпах тӑрать пуль, вӑл ҫӳлте вырнаҫнӑран ашкӑнчӑксем ун патне килсе ҫулӑхман пуль...

Чӑвашла текстра ахаль йӑнӑш та тӗл пулать: «Халӑхсен туслӑхсен орденӗпе» — пирӗн чӗлхе нумайлӑ хисеппе тӗлли-паллисӗр усӑ курманнине шута илсен «Халӑхсен туслӑхӗн орденӗпе» пулмалла. «1 тӑваткал километр ҫинче 74 ҫын пурӑнать» тесе куҫарни те вырӑслипе тӳр килместех ӗнтӗ. Чӑвашларах ҫырас пулсан «1 тӑваткал километрта вӑтамран 74 ҫын пурӑнать» темелле тесе шутлатӑп. «Административлӑ 21 район, 9 хула, хула евӗр поселок 8, 1723 ял» тенӗ абзацра та «8 хула евӗр поселок» ҫырни тем тесен те тӗрӗсрех. «Наци-культура пӗрлешӗвӗ» вырӑнне чӑвашла «наципе культура пӗрлешӗвӗ» тесе ҫырса хумалла пулнӑ.

Правительство ҫуртне пӗр кун хушшинче ҫӗр-ҫӗр ҫын хӑнана килсе каять, вӗсенчен нумайӑшӗ чӑвашла вулама пӗлеҫҫех теме пулать. Ҫӑвӑнпа та унашкал вырӑнта намӑсланас мар тесен ҫак кӑлтӑксене пӗтерсен аван пулӗччӗ. Стенда та ашкӑнчӑксен аллинчен (тӗслӗхрен, ҫине пленкӑпа витсен) лайӑхрах хӳтӗлесен аван пулӗччӗ — вӑл япала хакла лармасть, усси вара самай пысӑк (темиҫе хут юсаттармӗ). Ку ӗҫе Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне тусан чӑваш чунӗшӗн тата та ытларах кӑмӑллӑ пулӗччӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атила // 3913.58.4645
2015.03.12 10:36
Обамӑпа "пятая колонна"айӑплӑ.Тата пӳтсӗр Чубайс.
Agabazar // 3843.70.6163
2015.03.12 18:42
Agabazar
Чубайс "пÿтсĕр" пулма пăрахнă ĕнтĕ.
2015.03.12 20:04
Таисия Ташней
"Кунта темле этемккесем ашкӑнни курӑнать", - тесе шухăшлама пулать пуль-ха, анчах çав этемккесем хыççăн текстне никам та вуламан-ши вара?..
Этемкке // 4292.84.0894
2015.03.15 01:47
Эсир пустуях Чубайс "пӳтсӗр" тесе иронизировать тӑваттӑр. Чубайс сиртен кулнӑ тата кулать те. Мӗскӗнскерсем Чубайс хӑвӑртан кулнипе те ҫырлахса ларатӑр. "Поҫҫолӑк",Обамӑ ҫинчен ытларах калаҫни сисӗнеть.
Пĕр хĕрарăм // 1986.10.1848
2015.03.15 10:40
Поселока пирĕн енче ПАÇУЛКĂ теççĕ.Вăйлă вĕт?Этемкке. Чубайс санран кулмасть-и вара?
Agabazar // 1106.44.6337
2015.03.15 11:24
Agabazar
Чăвашстанра "Хĕвел" предприятие вырнаçтарма пулăшнăшан Чубайс хоспочына тата Вексельберг хоспочына çĕре çити тайăлса пуç таймалла.

Хĕвел паллах кулать ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕ çавă.
Agabazar // 2364.8.6962
2015.03.15 11:51
Agabazar
Пĕр хĕрарăм // 1986.10.1848 2015-03-15 10:40: <<Поселока пирĕн енче ПАÇУЛКĂ теççĕ>>

Паçулкă орфограмма ак çапла вуланать: [Пазю́лга]. Шет çапла калаççĕ сирĕн енче?
Пĕр хĕрарăм // 1986.10.1848
2015.03.15 12:09
Шăпах çапла.
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.18 12:09
Чубайс хоспочына,Векҫелперг мул хуҫине нимле ХӖВЕЛ наноструктури те кирлӗ мар. Вӗсене тӗнчере пӗр "мул" текен пулӑм ҫеҫ илӗртет. Вӗсене Торӑ тата ашшӗпе амӑшӗ ҫавӑн пек ӑсталанӑ.
Agabazar // 4505.3.3002
2015.03.18 14:36
Agabazar
Пĕр хĕрарăм // 1986.10.1848 2015-03-15 12:09: <<Шăпах çапла.>>

Ăнланмалла.
Енчен те [Пасю́лка] евĕрлĕ каланă пулнă пулсан ак çапла çырма тивĕччĕ:

Паççулккă

.
[Пазю́лга]≠[Пасю́лка]; Паçулка≠Паççулкка

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики