Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Не разумно бояться того что неизбжно.
(Декарт)
 

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148650 просмотров

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1995.55.2877
2015.05.04 20:45
Agabazar
"Тавах, эппин Аттилĕх = Ашшĕлĕх?"

Ну "ашшĕлĕх" тени отцовство е отчество пĕлтерĕшлĕ теме пулать. Аттилĕх е Атилĕх Отчество тата Отчизна пĕлтерĕшсемлĕ пулма пултарать.

"Тăван çĕршыв тенине ним çитмест."

Кун пирки Г.Ф.Юмарт тиркевлĕ куçпа пăхса калани пур.

<<(Арттикĕлсен căпатлăхĕ çуках. Чăваш чĕлхинчи эквиваленчĕ камăнлăх формин виççĕмĕш сăпачĕ пулнипе кăна çапла туйăнать.)>>

Камăнлăх (туртăм) категорийĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпачĕсем те пелтерĕшĕ-мĕнĕпе артикль сĕмĕсенех аса илтереççĕ: палăртса калани, тĕллесе калани....

Ку Ют Çын тем çырнă ĕнтĕ? Халлĕхе паллă мар... :-)


Victor // 3443.41.2811
2015.05.05 12:00
Victor
Аттилĕх-Аттелĕх căмахне "Отечество (Patria)" сĕмĕпеле Тăван Çĕршыв сăмахран уйăрас терт пулнипе шухăшласа кăларнă. Отечество/Отчизна, Vaterland, Fatherland, Patria "Аттесен çĕрĕ" тенисен историлле, политтиккăлла, культтурăлла тупри пуян пулнăран вăл термин кирлĕ пек. Ун коннотацийĕ - аттемĕрсен йĕрки, системи, патриархат. Тăван çĕршыв тенĕ чухне çак нюанс çук. Тен, "Тăван çĕршыв вăрçиех" пулман вăл. Вăрçă хыççăн "отечествă"мăрăн репресси патакне çинĕ çыннăн (Митта Ваçлейĕ) шухăшĕ тĕресех пулĕ.
Agabazar // 4178.25.9160
2015.05.05 15:45
Agabazar
Кунта "Тăван çĕршыв" тенине пăрахăçласси пирки сăмах пачах та çук темелле. Çакна эп ятарласах палăртасшăн. Атту ав Ют Çын таврашсем распуй кăшкăрма пăхаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.05 15:51
Акасапар хӑта! Сана тахҫанах каланӑ, малтан тӑван чӗлхепе ансат сӑмахсене:АТТЕ,АННЕ,"Тӑван Ҫӗршыв", Тӑван тавралӑх тата ытти сӑмахсене пепкесене калама вӗрентесчӗ. А эсӗ хӑвӑннех перетӗн.
Agabazar // 1445.84.4832
2015.05.05 17:44
Agabazar

"Эссемпе" перес пулмасть, бор хоспочын! Пепкесене тата Акапасара этикет тата политес пеккине вĕрентиччен малтан хăвăрăн вĕренес пулать çав ансат, шутсăр ансат япаласене!

Конми // 2824.84.8761
2015.05.06 00:10
Отечество, Отчизна сăмахсем нимĕçсен Hejmat "Атте вучахĕ (килĕ)", Hejmatland "Атте вучахĕн (килĕн) çĕршывĕ" căмахĕсене кальккăласа çыравçăсем вырăслатнăскерсем. Чăн вырăссемшĕн вĕсем ют. Сĕм авалтан вĕсем Родина "Çуратнă ен", "Ăру енĕ" теççĕ. Патшалăхне нимĕçсем Германия теççĕ. Германо латинла "Братство", чăвашла "Пĕраттеллĕх", грекларах - Фратри. Вĕсем Мĕн амасен тытăмне аркатса маларах Арсен (Мăн аçасен)тытăмне пуçаракансен тăхăмĕсем.
Конми // 2824.84.8761
2015.05.06 00:42
Вырăссем те, эпир те Пуçаналлă (Мăн амаллă) йăхсен тăхăмĕсем. Арсене (аçасене) пирĕн юстици те питех картмасть. Чĕлхемĕршĕн АТТЕЛĔХ те, АТИЛĔХ те ют. Асăрхăр, нимĕçсен РОДИНА, ÇУРАЛНĂ (ТĂВАН) ÇĔРШЫВ сăмахсен эквиваленчĕсем çук. Çуралнине вĕсем "пур пулнă" ich bin geboren теççĕ. Хăй - авалхи пĕрлехи чĕлхерен юлнă сăмах.Vater, fati= атти. Готсен чĕлхине Вульвила вĕсем Крымра чухне иккĕмĕш ĕмĕрте тунă.
Victor // 3443.41.2811
2015.05.06 11:23
Victor
Тархасшăн, ан пăтрашăнтăр тесе словарьте çырнисене асилтерем.
Латинла Germanus 'пичче-аппа' Germanus 'нимĕç'пе пĕр тымарлă мар.
Унсăр пуçне нимĕçсем хăйсен çĕршывне Deutschland теççĕ.
German ирландла gair 'кÿршĕ' сăмахпа пĕр тымарлă.

Нимĕçле Heim 'кил',
Heimat 'тăван кил, тăван ен'', (-oti суффикс)
Heimatland 'тăван çĕршыв'
Vaterland 'атте çĕршывĕ',
Geburtsland 'çуралнă çĕршыв', (ich bin geboren...)
Geburtsort 'çуралнă вырăн'.

Vatiпе 'атти' пĕр тымарлă сăмахсем мар.

Чăвашла Atte нимĕçле Ätti, вырăсла тата булгарла Отец, латтинла Atta căмахпа пĕр тымарлă.
Ют Ҫын // 3028.55.9215
2015.05.06 12:00
Эсир пурте ҫухалса кайнӑ тем. Атте,анне ҪӖрШывӗ, Ҫуралнӑ вырӑн, Тӑван ҪӗрШыв темле те калама пулат. Анчах та мӗншӗн нимӗҫсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмалла? Нимӗҫсем хӑйсем чӑвашсен авалхи традицисене тытса пынине хӑйсен куҫпа курсан уринчи пушмакне хуса пама хатӗр. Пӗркхмай нимӗҫсем,французсем,холландецсем. Грексем мар-и тата?
Конми // 4226.92.4990
2015.05.06 22:51
Тавлашма кирлĕ мар. Грексен, латинсен, готсен флективлă чĕлхисем сĕм авалхи пăлхар-чăваш (авалхи тĕрĕк тенипе килĕшмелле-и тен) чĕлхинчен папкалантарса урăхлатса тунă конструктсем. Çак шухăша хамăр чĕлхене ытти чĕлхесемпе тĕплĕн танлаштарсан иккĕленÿсĕр ĕненме пултаратăр. Тĕнчери пур чĕлхе те, хальхи этемлĕх те пĕртăван.

Страницăсем: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики