Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Когда у меня нет новых и новых идей для обработки, я точно больной.
(И. Гете)
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144628 просмотров

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:12
Victor
"Пăта" сăмахра <д> фонема. Вăл кунта нимĕнле лару-тăрура та урăхла илтĕнмест. Аллофонсем çук.
<
"Тупа" сăмахра <б> фонема. Вăл кунта нимĕнле лару-тăрура та урăхла илтĕнмест. Аллофонсем çук.

"Пăтă" сăмахра <д> фонема. Анчах та вăл хăш чух [т] пек илтĕнме пултарать: пăтта, пăтти, пăтту,.... Кунта аллофон пур!


Эсир морфологине кĕрсе çухалтăр. Фонемă пулнипе пулманнине фонологи кăна татса парать.

Пăта - Пăла - Пăра - Пăша - Пăтта - Пăха - Пăва... - Пăда?
Пăда = Пăта. Эппин д=т - 1 фонемă.

Тупа - Тума - Тува - Тула - Туна - Тура - Турра - Тута - Туса - Туйа - Тука - Туха ... Туба? Туба = Тупа. Эппин б=п - 1 фонемă.

Тупă - Тулă - Тунă - Турă ... Тубă? Тубă = Тупă. Эппин б=п - 1 фонемă.
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 19:13
Agabazar
Agabazar, паха сăмахра x/ɣ фонемă.
Фонемăна оппозици мелĕпе тĕрĕслеме пулать.
Паха тĕслĕхĕпе тĕрĕслер - пур-и Х-пала оппозици?
Паха - пата - паса - пахха - пара - пала - папа - палла... кусемпе оппозици пур.
<Х>-па оппозици мăшăрĕ çук, эппин аллофон


Нимĕн те ăнланмалла мар. Хăвăрах калатăр вĕт оппозици пур тесе. Тепĕр тесен оппозици пуррипе çукки нимех те пĕлтермест. Вăл (оппозици пурри) хитрен ăнлантарма пулăшать ĕнтĕ, çавă çеç.

Паха. Кунта виççĕмĕш сасă яланах (!!!) [h] пек илтĕнет-каланать, [х] пек мар. Эппин мĕнле-ха ку тĕслĕхре х/h МĂШĂРЛĂХ пирки сăмах пулма пултартăр??

Фонемăсене çавнашкал чалăш йĕрпе мăшăрласа кăтартнине ниçта та курман та, илтмен те. Ку, ахăртнех, такам кунта "шухăшласа кăларнă" япала.
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 19:22
Agabazar
<<Тупă - Тулă - Тунă - Турă ... Тубă? Тубă = Тупă. Эппин б=п - 1 фонемă.>>

Кунта "оппозици тĕслĕхĕсем" илсе кăтартни ниме те пĕлтермест. Паллах, пĕр фонема. Унăн ячĕ <б>. Анчах та вăл ку тĕслĕхре (тепĕр тĕслĕхре апла пулмасса та пултарать!) икĕ меслетпе (икĕ аллофонпа тейĕпĕр-и) реализациленет. 1)[б] 2)[п]
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 19:29
Agabazar
Михаил Волков: <<Фонологи теорине "фонемаçырăвĕн" (фонематическое письмо) логиккине ăнланас=ăнлантарас тĕллевпе тунă.>>

Фонема принципне урăхла морфема принципĕ теççĕ. Эппин кунта "фонема" ăнлавсăрах теори пăттине çăрма пулать.

Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:48
Victor
Питĕ ансат схемă.
[ɕ] vs. [ʨ]
Сасăсем комплементарлă дистрибуцие пăхăнаççĕ-и?
- çук
Пĕрне тепринпе ылматарсан пĕлтерĕш улшăнать-и?
- улшăнать
çап - чап (дистрибуцийĕ çавах)
çиç - çич (пĕлтерĕш улшăнать)
Кусем тĕрлĕ фонемăсен аллофонĕсем.

[ɕ] vs. [ʑ]
Сасăсем комплементарлă дистрибуцие пăхăнаççĕ-и?
- Пăхăнаççĕ.
Сасăсем пĕр пек каланаççĕ-и?
- Пĕр пек.
Çиллен - Ан çиллен (комплементарлă дистрибуци. Предложени пуçламăшĕнче ɕ, ялан янăравлă н сасă хыççăн уçă сасă умĕн ʑ).
ниçта - миçе (комплементарлă дистрибуци. Уçă сасă хыççăн янăравсăр хупă сасă умĕн ɕ, икĕ уçă сасă хушшинче ʑ).
[ɕ] - шăл тымарĕпе çăвар маччи тĕлĕнче чĕлхе вĕçне хăпартса карнипе ансăрлатнă хушăкран сасăсăр сывлăш вĕрсе кăларни.
[ʑ] - шăл тымарĕпе çăвар маччи тĕлĕнче чĕлхе вĕçне хăпартса карнипе ансăрлатнă хушăкран сасăллăн сывлăш вĕрсе кăларни. 1 фонемах!
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:48
Victor
Этот комментарий удален. Причина:
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:49
Victor
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 20:16
Victor
Фонема принципне урăхла морфема принципĕ теççĕ.
Agabazar, икĕ тĕрлĕ япала.
Фонемă принципĕ - фонемине кура çырасси. Пĕр фонемă - пĕр сас палли. Тĕрлĕ фонемăсене тĕрлĕрен çырмалла.
чăвашла <п, б> - тĕрлĕ сасă, анчах пĕр фонемă - Пп пĕр сас палли.
чăвашла <ть> <т> - уйрăм фонемăсем - çырура та уйрăмлăхне кăтартмалла. тăвать - тăват.
акăлчанла <l, ɫ> - тĕрлĕ сасă, анчах пĕр фонемă. lord - milk.
вырăсла <п> <б> - уйрăм фонемăсем, çавăнпа тĕрлĕрен çыратпăр. Баба - Папа...

Морфологи принципĕ.
морфемăсене (алломорфсене) пур çĕрте те пĕр пек çырма тăрăшмалла:
- хух-: Хухни [x], Ан хух [ɣ]
-и? : Хухать-и?[i] Хухтаратăн-и?[ɨ]

Фонетика принципĕ.
Мĕнле илтĕнет - çапла çырар.
Ту - тăвать.
Ху - хăвна.


Çаксем чăваш орфографийĕн тĕп принципĕсен тĕслĕхĕсем.


Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 20:25
Agabazar
"Морфологи принципĕ.
морфемăсене (алломорфсене) пур çĕрте те пĕр пек çырма тăрăшмалла:"

Алломорфсене мар çав, шăпах морфемăсене!

Алломорфсене пулсан, ятне те çаплах парĕччĕç: алломорф принципĕ. Алломорф принципĕ Фонетика принципĕпе тÿр килет. Морфема принципĕ Фонема принципĕпе тÿр килет.
http://festival.1september.ru/articles/572915/
http://gramma.ru/RUS/?id=3.2
Victor // 1261-7120
2015.05.29 21:01
Victor
pallah, morffemă ta, fonemă ta pĕlterĕšpe şyhănnă jetinizzăsem, şavănpa şyhănu pur. Șyrulăhra motffolokipe fonemattikkă tacă alla allãn tytănsa pyraşşĕ, ujrămah căvaš tata vyrăs cĕlhisence. Ancah vĕsem pĕr japalana pĕlternĕ pulsan sămahĕ te pĕrre pulĕccĕ mar-i?

Страницăсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, ... 19

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики