Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Прелесть роз дает им право на шипы.
(Шекспир)
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144626 просмотров

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Victor // 2334.06.8564
2015.05.21 08:53
Victor
Ман мĕн пур çырнисене вуласан эп Яккăвлĕфа ытлах та юратса кайнине пĕлме пултаратăр. Анчах сăлтавĕ ахăртнех çакă: эпĕ тĕрĕс мар шухăшланă çамрăкрах чухне. Халĕ çапла шухăшлатăп - çынсем хушшинче чăнлăх çук. Уйрăмах чăвашлăх мейнстримĕ (тĕрĕкçĕсем, монголçăсем, гунçăсем, пăлхарçăсем - тата ытти çĕрĕк йăх) Яккăвлĕфăн тĕп ĕçне икăнорласа мухтаса вĕрентнишĕн эпĕ ухмах пуçпа Яккăвлĕфа юратми пулнă.
Яккăвлĕф - çутта кăларакан, вĕрентекен тетчĕç. Юри пĕр сăмаха сиктерсе. Яккăвлĕф - Христосшăн вĕрентекен, Христос тĕнĕн çуттине кăларакан.
Кăна таçта çырса хăварамах терĕм. Меслечĕ те тупăнчĕ.

Орфокăраффипе çыхăнтарас пулсан - чăн асап витĕр кăларнă хăйĕн çутă çырулăхне Яккăвлĕв. ;)
Agabazar // 7603.2.5900
2015.05.21 19:44
Agabazar
Ют Çын: <<...чӑвашсемшӗн старт условисем...>>

Мĕнле старт? Чăвашсем паян шăтса тухнă халăх мар. Старт Адампа Еваран пуçланнă.

Шыравçă: <<Яккăвлĕф - çутта кăларакан, вĕрентекен тетчĕç.>>

Яковлев — çуттатуртавçă тата вĕрентÿçĕ

http://termin.chv.su/term/1317.html
http://termin.chv.su/term/1270.html
Victor // 3004.62.6927
2015.05.22 09:24
Victor
çуттатуртавçă - :D :D :D Çутта туртать тени пулех-ха. Килĕшсех тăмасать пек.
Туртавçăна - сигарет е урăх наркăмăш туртакан ăнлавĕнче курсаттăм.
Enlightener термин куçарăвĕ пулсан. Çуттатуртавçăна каялла куçарар.
Çут(т) - а - турт - ав - çă
Light - to - pull / draw / drive - ing / 0 - er
Puller to light =/= Englightener

(en - (light - en)) – er
(-лантар - (çут - -ăл)) - -çă/-акан
çутăлантаракан. Анчах чĕлхемĕрте ĕнтĕ çутăлтаракан формă пур. Çутта кăларакан та вырăнлă сăмах.

en- преффикс:
enrich - пуянлантар, пуяна кăлар
enslave - чуралантар
empower - хăватлантар
Agabazar // 1473.51.2134
2015.05.22 14:58
Agabazar
"Çутта кăларакан та вырăнлă сăмах."

Çутта кăларнă, çутта тухнă....
Çуттлла ни тухма, ни кăларма çук. Мĕншĕн тесен просвещение вăл уйрăм пулăм мар, ялан пулса пыракан процесс. Нихçан та вĕçлеменскер.

Атту эпир пуçа кĕртсе лартнă шухăш: пире Иван Яккăлльччă "çутта кăларнă" та, çавăнпа та текех ним те кирлĕ мар. Кирлĕ мар, Кирлĕ мар, Кирлĕ мар, Кирлĕ мар, Кирлĕ мар, Кирлĕ мар,...

Пурте калама çук шутсăр ăслă та, çутталла малалла туртăнни ытлашши имĕш.... "Букварь пур вĕт, çитмест-им?" текелеççĕ. Вăт çавăн пек.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.22 16:31
Ют Ҫын.Мӗнле будущи пирки сӑмах пырат?.Якофлеф хӑйӗн хыҫҫӑн пӗр чваш та хварман.Ачисем,мӑнуксем чвашла ни поплямаҫ,ни калаҫмаҫҫӗ.Мӗншӗн порӑннӑ?.
Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 18:28
Agabazar
Атила, эсир каланинче чăнлăх пур-тăр-ха, анчах кăшт анлăрах пăхмалла мар-ши?

Вăт пулнă Хрущёв. Эмерĕксене "кузькина мать" текеннисемпе хăратнă, "мы вас похороним" текеленĕ. Халь хăйĕн мăнукĕсем, прамăнукĕсем Америкăра пурăнаççĕ.

Пушкинпа Дантес дуэльре çапăçнă. Паянхи кун тĕлне çавсен тăхăмĕсем те тăванлашма ĕлкĕрнĕ, тет.

Путинăн икĕ хĕр теççĕ. Вăхăт иртĕ, мăнуксем, прамăнуксем, прапрамăнуксем çуралĕç. Камсем пулĕç-ши вĕсем? Хайхи "бандеровецсемпе" тăванлашса пĕтмĕç-ши?

Апла-и, капла-и, орфографипе çырулăх çинченех калаçма тăрăшар-ха, Атила хоспочын....
Victor // 3004.62.6927
2015.05.22 18:30
Victor
ни тухма, ни кăларма çук. Мĕншĕн тесен просвещение вăл уйрăм пулăм мар, ялан пулса пыракан процесс.
тарăн
Victor // 3004.62.6927
2015.05.22 18:34
Victor
ни тухма, ни кăларма çук. Мĕншĕн тесен просвещение вăл уйрăм пулăм мар, ялан пулса пыракан процесс.
тарăн
Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 19:28
Agabazar
"Туртавçăна - сигарет е урăх наркăмăш туртакан ăнлавĕнче курсаттăм."
<<çутăлантаракан. Анчах чĕлхемĕрте ĕнтĕ çутăлтаракан формă пур. >>


Хăлха чикки панине урăхла çутăлтарас е çуталтарса ярас теççĕ.

...Атила хоспочын, Сталин юлташăн пĕр мăнукĕ Америкăра пурăнать çеç те мар, çавăнти хушаматпа çÿрет, ахăртнех ни вырăсла, ни грузинла пĕлмест. Çураласса та вăл çавăнтах çуралнă.

Ют Ҫын // 1178.32.3470
2015.05.23 06:17
Атилӑ-"Ют Ҫын.Мӗнле будущи пирки сӑмах пырат?.Якофлеф хӑйӗн хыҫҫӑн пӗр чваш та хварман.Ачисем,мӑнуксем чвашла ни поплямаҫ,ни калаҫмаҫҫӗ.Мӗншӗн порӑннӑ?."
Атилӑ юлташ, кунашкал пирӗн темиҫе форумҫӑ пирки те калама пулат.Варваризм текен поняти илсе килчӗҫ, малашлӑхӗ ҫук ахӑртнех. Agabazar пит "смакует"Сталин,Яковлев,Хрущӗв, Путин мӑнукӗсем пирки, малашлӑхӗ-пирӗн хӑватлӑ форумҫӑсен те ҫавӑн пекех.

Страницăсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики