Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Не говори всегда что знаешь, но знай всегда что говоришь.
(Клавдий)
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144619 просмотров

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Айван // 4292.84.0894
2015.05.16 17:20
Шел, пакӑлтатсах кунҫул, кун ҫул иртсе пырат. Пӑта ҫапмалла, кирпӗч хумалла, анара ӗҫсене пӗтермелле. Ҫав хушрах пурте пурнӑҫ лайӑхланасса кӗтсе лараҫҫӗ.Ман юлташ Германинчен килчӗ те калат- нимӗҫсемпе вырӑссем ӗҫлесшӗн мар, турккӑсемпе арабсем туса парасса кӗтсе лараҫҫӗ тет. Эпир те ӗҫлеме пӑрахрӑмӑр, шӑл йӗрсе пурне те критиклесе ларатпӑр.
Agabazar // 3558.82.6358
2015.05.16 20:18
Agabazar
Питех те шел, юлашки комментари тема патне нихăш енчен те пырса перĕнмест....
Михаил Волков // 2324.90.0101
2015.05.18 23:52
Йышăннă сăмахсене хамăр чĕлхе пурлăхĕ тесе шутлама вăхăт. Апла пулсан вĕсене те, чăнчăвашлисене те пĕр правилăсене пăхăнсах çырмалла тăвар. Палтлатса тухакан янравсăр хупă сасăсемпе мăшăрлă янравлисем хамăр чĕлхере те пур. Вĕсене б, г, д, ж, з çырсах палăртар. Пĕрлĕхлĕ правилăсем чĕлхемĕре вĕрентессине çăмăллатĕç. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну. Пĕрле е уйрăм çырасси - вак-тĕвек çăрăлу. Уйрăм çыракана никам та чармасть.
Agabazar // 2731.84.1854
2015.05.19 14:35
Agabazar
"...Уйрăм çыракана никам та чармасть."

Уйрăм çыракана чармаççĕ пуль-ха та, анчах пĕрле çыракана чаракансем пур.

Ĕç кунта чарнипе чарманни çинче çеç мар вĕт.

Agabazar // 3543.03.4003
2015.05.19 21:30
Agabazar
<<Йышăннă сăмахсене хамăр чĕлхе пурлăхĕ тесе шутлама вăхăт.>>

Тахçанах çапла шутлатпăр. Словарьсене кĕнĕ сăмах чăваш сăмахĕ шутланать. Ку шухăша малалла та тăсма пулать.

<<Апла пулсан вĕсене те, чăнчăвашлисене те пĕр правилăсене пăхăнсах çырмалла тăвар.>>

"Чăнчăвашлисене" лингвистикăра адаптациленнĕ сăмахсем теççĕ. Асăннă çул-йĕр, тĕпрен илсен, тĕресех теме пулать. Анчах ăна тăрук тăваймастăн.

Варваризмсем вырăс чĕлхинче те пур.



"...Вĕсене б, г, д, ж, з çырсах палăртар."

Çапла шухашлани, ман шутпа, вырăссем хыççăн сикме тăрăшнине пĕлтерет. Тĕрĕссипе вара лешсен те "апла çырăнса капла вуланассисем" пур: Город çыратпăр, [Горăт] вулатпăр. Чăваш çырулăхĕнче те морфема принципĕ (урăхла фонема принципĕ теме пулать) малта тăрать. Сирĕн сĕневĕн сиенĕсем нумайрах.
Михаил Волков // 1838.22.8425
2015.05.19 22:25
Манатăн, шăллăм. Пирĕн чылай сăмахра палтлатакан мăшăрсăр янравлă хупă сасăсем пур, сăмаха темĕнле улăштарсан та вĕсем палтлатмаççĕ: унда, кундан, амбар, кăмба, шамба, кулада, карда,хĕзĕр, хузах, мăга, çăга, лажа, ăржă т.ыт.те. Урăхла каласан, янравлă фонемăсем ку сăмахсенче "вăйсăрланмаççĕ". Янравлă Х(хг) фонема та пур пирĕн: суХăр, пăХăр, çăХан, суХан, çăмХа, т.ыт.те. Янравлă Ç дьзь, Ч дьжь: азя, аЧа, кĕреÇе, хырÇа, кубарЧа, т.ыт.те.
Михаил Волков // 1838.22.8425
2015.05.19 22:47
Çапла вара, фонема принципне тĕпе хунă тени тĕрĕсех мар. Ытларах этимологипе морфологи принципĕсем тата перекетлĕх принципĕсене шута илни сисĕнет. Темиçе фонемăна пĕр литерăпа ( саспаллипе) палăртни чĕлхене лайăх пĕлекенсемшĕн йывăрлăхах мар, анчах тин вĕренекеншĕн пысăк чăрмав. Хире-хирĕçле икĕ орфографипе усă курни чĕлхеçĕсене те пăтратать, вĕренекенсене анчах-им!
Agabazar // 2649.36.2911
2015.05.20 11:54
Agabazar
Михаил Волков:<<Манатăн, шăллăм. Пирĕн чылай сăмахра палтлатакан мăшăрсăр янравлă хупă сасăсем пур, сăмаха темĕнле улăштарсан та вĕсем палтлатмаççĕ: унда, кундан, амбар, кăмба, шамба, кулада, карда,хĕзĕр, хузах, мăга, çăга, лажа, ăржă т.ыт.те. Урăхла каласан, янравлă фонемăсем ку сăмахсенче "вăйсăрланмаççĕ". Янравлă Х(хг) фонема та пур пирĕн: суХăр, пăХăр, çăХан, суХан, çăмХа, т.ыт.те. Янравлă Ç дьзь, Ч дьжь: азя, аЧа, кĕреÇе, хырÇа, кубарЧа, т.ыт.те.>>

Ку тĕлĕшпе никам та тавлашмасть. Пур. Анчах та ак глаголсем: хып-, туп-, чыш-........ Ытти формăсенче юлашки сасă янрама пултарать: хыбас, тубинччĕ, чыжать...... Вара пирĕн çапла çырмалла-им? Хăш енчен аван ку? Нихăш енчен те! Морфема принципне хирĕçлет. Урахла каласан, морфемăсен тулаш кÿлепи улшăнать. Меллĕ мар ку. Ытти пуплев пайĕсенче те çапах. Канаш (хула ячĕ). Канажа кайрăм тесе çырасси самаях сехĕрлентерет.

Фонема принципĕ е Морфема принципĕ тенисене эсĕр тĕрĕс мар ăнлантаратăр. Чăннипе ку принцип хуть те мĕнле лару-тăрура та кашни фонемана е кашни морфемана хут çинче (çырулăхра) пĕрешкел палăртнине пĕлтерет.

Лаша, мăка çырнисем фонема принципне хирĕçлемеççĕ, мĕншĕн тесен асăннă вырăнсенче яланах к тата яланах ш паллăсем лараççĕ. Урăх паллăсем вăл тĕлсенче нихçан та лартмаççĕ.
Agabazar // 3620.44.4060
2015.05.20 15:20
Agabazar
К, Ш, П, С... тенисем ахаль паллăсем çеç. Хăйсене тĕллĕн илсен вĕсенче ни янравлăхĕ, ни хупăлăхĕ çук. Çырулăхра вăл паллăсемпе мĕнле сасăсене палăртасси пĕтĕмпех пирĕн "мăнтăр" кăмăлтан килет. Урăхла каласан, эпир хамăр мĕнле калаçса татăлнинчен. Чăвашсем çапла калаçса татăлнă: икĕ уçă сасă е сонорлă тата уçă сасă хушшинче, çавăн пекех пуплеври сăмахсен хушăкĕнче вĕсем янраса илтĕнеççĕ. Вырăс çырулăхĕнче, чăнах та, апла мар. АНЧАХ ПИРЕ МĔН ĔÇ???

"...Янравлă Х(хг) фонема та пур пирĕн: суХăр, пăХăр, çăХан, суХан, çăмХа,"

Тĕп-тĕрĕс! Вырăс çынни çав сăмахсене вуланă чухне ан пăтрашăнтăр тесен, ахăртнех, чăвашăн унта ятарлă паллă кĕртмелле пулинех... Калăпăр, Hh. Кирлех-ши хамăр çырулăха яланах вырăс стандарчĕсемпе калаплани? Кун пек чухне вырăссем çеç мар, хамăр та пăтрашатпăр: Тихăн Петĕркки мар, ТиХХăн Петĕркки пулма тивĕçлĕ. Апла пăтăрмахсем пур пулин те эп хальхиллех хăвармалла тесе шутлатăп.
Victor // 8318.1.1339
2015.05.20 15:33
Victor
суХăр, пăХăр, çăХан, суХан, çăмХа, т.ыт.те. Янравлă Ç дьзь, Ч дьжь: азя, аЧа, кĕреÇе, хырÇа, кубарЧа, т.ыт.те.

Ку сассене палăртма паллă тупса хума сĕнетĕп -
хальхи 37 сас паллирен 40 тухатпăр. Тейĕпĕр ғ j џ

Тада ғăjан ғăшне jырмаллине датса бама зĕнедĕп.
Чăваж-и jырмалла ун џухне?


Страницăсем: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики