Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Хорошему управляющему надо уметь слушать не меньше, чем говорить.
(Л. Якокка)
 

Софья Савнеш: Çÿлевĕç - хăйне евĕр чĕрчун

Софья Савнеш07.06.2015 22:394312 просмотров

Çурçĕр полушаринче Çÿлевĕç çăлтăрĕ пур, вăл 92 çăлтăртан тăрать. Анчах вĕсене пĕрле çыхăнтарсан ниепле те çак чĕрчун пулмасть. Эппин, мĕншĕн Çÿлевĕç?

Польша астрономĕ Ян Гевелий ăна 1960 çулта уçсан çапла çырнă: «В этой части неба встречаются только мелкие звезды, и нужно иметь рысьи глаза, чтобы их различить и распознать».

«Рысь» тата «Русь» сăмахсем пĕр тымартан пулнине палăртаççĕ хăшĕ-пĕрисем. Авал Руçре хÿресĕр кушак çветтуй шутланнă. Вырӑссем ăна пуç тайса ĕненнĕ. Çÿлевĕç Михаил Топтыгин упапа кашкăр хыççăн вырăн йышăннă.

Славян мифологийĕнче çÿлевĕçе хиепленине çакă та çирĕплетет: Çурçĕр Увалта «рысь» сăмаха сасăпа каламан. Çулçÿревçĕсем пĕрле çÿлевĕç ÿкернĕ паллăсене илнĕ.

Чĕрчуна çапла хисеплени ахальтен мар ĕнтĕ. Вăл ĕлĕкех çынсене илĕртнĕ. Унăн куçĕ çивĕч. Сунара тĕттемре тухать. Капкăнсенчен асăрханса иртме пултарать. Унăн хăлхи те çивĕч. Хăлхи вĕçĕнчи киçтĕкне пула лайăх илтет вăл. Ăна кассан вăл япăх илтме тытăннине тĕпчевĕçесем те палăртнă. Кĕçтĕкĕ пулăшнипе çÿлевĕç темиçе çухрăмри сунарçа та сисме пултарать. Вăл йывăç тăррине çăмăллăн хăпарать, лайăх сикет. Анчах лайăх чупаймасть.

Тĕнчен Герефорд картти çинче çÿлевĕç ÿкерчĕкĕ пур. Унта «Рысь видит сквозь стену и испускает камень черный» тесе çырнă. Мĕн вăл хура чул? Тĕлĕнмелле те, вăл чĕрчун шăкĕ пĕлтерĕшлĕ-мĕн. Анчах вăл ахальли мар-мĕн. Çÿлевĕç ăна çĕрпе хуплать. Лешĕ вара хытать. Унпа тĕрлĕ япала хатĕрлеççĕ-мĕн. Тĕслĕхрен, перстень.

Вăтам ĕмĕрте тĕпчевçĕсем вара çакна палăртнă: хура чул саррине çăврăннă, янтаре аса илтернĕ. Анчах кайран алхимиксем янтарĕн çÿлевĕç шăкĕпе нимĕнле çыхăну та çуккине палăртнă. Хура чул мĕн пулнине çапла пĕлеймен те.

Çÿлевĕç – лайăх сунарçă. Малтан вăл меллĕ вырăн суйлать. Унтан хускалмасăр ларать. Сехечĕ-сехечĕпе хускалмасть. «Апат» курсан хăвăрт сикет. Хăш чухне шăппăн йăпшăнса тытать. Çисе тăраннă хыççăн вăл çав вырăнтан аяккарах кайса вырать.

Вăл тилĕ ашне юратать. Анчах мĕншĕн? Вăл шăршлă вĕт. Анчах вăл уншăн деликатес.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4079.52.9309
2015.06.08 09:17
Agabazar
"«Рысь» тата «Русь» сăмахсем пĕр тымартан пулнине палăртаççĕ хăшĕ-пĕрисем"

Фриксем темĕн те "палăртма" пултараççĕ. Чăннине вара ак çакăнта пăхăр —http://www.classes.ru/all-russian/r ... asmer-term-11438.htm
2015.06.08 16:57
Аçтахар Плотников
Тен Акапасар пире Ҫӳлевӗҫ этимологине каласа парӗ?
Agabazar // 1680.7.2906
2015.06.08 17:48
Agabazar
Ну ку тĕлĕшпе пĕр-пĕр фрик пуçне ак çак япала пырса кĕме пултарать: Çÿлевĕç= Çÿле+Вĕç.

Каламбур та шутласа тупма пулать: Çÿлевĕç, çÿле вĕç! (Рысь, лети выше!).

Чăн та, çÿлевĕç йывăç çинче пĕр турат çинчен теприн çине сиккеленине ытарлăн вĕçни теме пулать.

Леш хайхи Хурлăхан сăмахри пек. Хурлă+Хан (Печальный Хан).
Пулать вăл ун пекки.

Хайхи "пĕрле-уйрăм-дефиспа" çырасси пирки тавлашакансем мĕн тейĕç-ши кун пирки?

2015.06.08 18:58
Аçтахар Плотников
«Ҫӳле вӗҫ»-не унсӑр та куратпӑр-ха. Тӗрӗссипе вара еплерех?
Agabazar // 3449.34.7161
2015.06.08 19:56
Agabazar
Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне М.Р.Федотовăн ЭСЧЯне пăхмалла. http://altaica.ru/LIBRARY/fedotov2.pdf
147-148 сс.
Алтай тапхăрĕнченех пыракан сăмах темелле пуль. Тĕрĕк, монгол чĕлхисенче пур.
Agabazar // 3449.34.7161
2015.06.08 21:44
Agabazar
Çÿлевĕç сăмаха Алтай тапхăрĕнчен тата аваларах (калăпăр, ностратизм тапхăрне) йĕрлесе кайма май пур-и?

Ку ыйтăва халлĕхе айккинелле сирме сĕнетĕп.

Вăт Русь сăмах пирки каласа хăвармаллах. Варягсенчен килнĕскер у. Славянсем чĕнсе илнĕ варягсене хăйсене çапла чĕннĕ. 100% чăнлăх.

Анчах та ку ыйту калама çук хăватлăн политизациленнĕ. Çавăнпа та тата урăх версисем те пур текелеççĕ. Сăлтавĕсем çук пулсан та. Чăннипе урăх версисем çук. Варягсене русь тенĕ. Пăнчă.
2015.06.18 21:14
Аçтахар Плотников

Agabazar // 2226.12.2129
2015.06.19 00:14
Agabazar
Алтай тапхăрĕнчи пĕрлехи сăмах мар çапах та. Каярахпа монголсенчен йышăннăскер пек пулса тухать.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики