Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Великодушное сердце может полюбить из жалости.
(Ф. М. Достоевский)
 

Леонид Андреев-Лесник: Тупайĕ-ши чăтлăхран тухма тĕрĕс çул?

Леонид Андреев-Лесник18.08.2015 12:383531 просмотров

Поэт ансат, кил-тĕрĕшре усă куракан (чĕлхеçĕсем хытарса нормăланипе мар) чĕлхепе пуплет.

Юрий Артемьев, «Хыпар»

2015 ç. июлĕн 17-мĕшĕ (// 140–141).

 

2014 çулхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ырă çынсем пулăшнипе, çаврака сĕтел пухăвне хутшăнтăм. Пухура чăваш чĕлхин орфографи çинчен калаçу пычĕ. Пухура Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев та сăмах илсе калаçрĕ. Вăл 25 мин. тăршшĕ ăнлантарчĕ: 1992–1994 çулхи орфографи правилисене шкулта 20 çул вĕрентеççĕ, çав ачасем халь ӳссе çитĕннĕ те «çĕнĕ» орфографи правилисемпе çыраççĕ. Çавăнпа пурин те, киввине пăрахса, çĕнĕ орфографи правилисене вĕренес пулать. Темиçе çамрăк хĕрарăм Ю.Н. Исаев пек «вĕренес пулать, архаизмпа пурăнмалла мар» тесе каларĕç.

Залри халăх шăпăрт пулчĕ. Манăн та пуç усăнчĕ, кайрăм шухăша: «Аташса кайрăм-ши? Кам вĕрентĕ-ши? Вĕренейĕп-ши?»

Юлашкинчен сăмах пачĕç В. Станьяла тата «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторне В. Туркая. Вĕсене итлесен шухăшсем улшăнчĕç: «Эпĕ аташман, анчах та Ю.Н. Исаев тата ун майлă пулса калаçакан çамрăк хĕрарăмсем аташман-ши?» Аташнă пулсан мĕнле пулăшмалла? Аташнă пулсан, мĕншĕн аташнă-ха вĕсем? Аташнă пулсан, кам аташтарнă-ха вĕсене?

Эсир, сумлă Юрий Николаевич, мĕншĕн-ха В.П. Станьял тата Г. Федотов асăрхаттарнине итлемерĕр? Каланă вĕт вĕсем сире «Ю. Виноградов шухăшĕ хыççăн кайсан аташса «чăтлăха» кĕме те пулать» тесе. Асăрхаттарнисене итлеменни сире аташтарса «чăтлăха» кĕртсе ярать, çамрăк хĕрарăмсем те сирĕн хыççăн аташса кĕрсе каяççĕ.

2015 çулхи июль уйăхĕнче эсир Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сайтĕнче «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ В.В. Туркай патне янă çырăвăра вырнаçтарнă. Çак çырăва эпĕ икĕ тĕрлĕ йышăнатăп. Хурлантăм: çыру кăтартать, эсир хăвăр тĕллĕн «чăтлăхран» тухма пултараймастăр. Сире пулăшу кирлĕ. Авалхи грексем каланă, хăвна йывăр пулсан та ырă çынна пулăшас пулать тесе.

Çырăвăр кăтартса парать эсир хăвăр та «чăтлăхран» тухма çул шыранине. Анчах та сирĕн çывăхăрта такам пур пулас, «чăтлăха» мухтаканни: кунта хӳтĕ, çил вĕрмест; хĕвел хĕртмест, шăнасем çыртмаççĕ, сивĕ çилсем вĕрмеççĕ. Пурăнас «чăтлăхра», «ырлăхра» тесе калакан. Темиçен пуль-ха вĕсем, Ю.Н. Исаева «чăтлăхран» тухма чăрмантаракансем.

1-мĕш Петр патшаран пуçланса каять вăрман хуçалăхне сыхлас ĕç. Вăрман хуралçисене, вырăсла та, чăвашла та лесник тесе чĕнеççĕ. Эпĕ вĕсемпе 14 çул ĕçлерĕм. Хамăн ĕмĕрте лесниксем пек ырă çынсене тĕл пулман: ĕçлеме те пултараççĕ, ĕççе-çиме те пултараççĕ. Мĕн чул çынна, вăрман чăтлăхĕнче аташнăскерсене, çăлнă вĕсем тĕрĕс çул кăтартса парса? Тупайăн-ши Россияра лесниксем пек ырă кăмăллă çынсене? Лесник – ку ят ĕмĕрлĕхех. Пенсие кайса ĕçлеме пăрахсан эпĕ лесник лесниках. Вăл яланах хатĕр «чăтлăха» аташса çӳрекенсе пулăшма. Мана та лесниксенчен ырă кăмăллăх çакланать. Вунтăватă çул хушшинче лесник пулса çитрĕмех пулас; паянхи кун манран пулăшу кĕтет филолги науксен кандидачĕ Ю.Н. Исаев. Мĕнле майпа пулăшмаллине хăйĕн, июль уйăхĕнче çырнă çырăвĕ кăтартса парать. Филологи «чăтлăхĕнчен» çăлăнса тухмалли сукмака шыратăп çырупа усă курса:

1. Çырăвăн 2-мĕш абзацĕнче çыратăр «ăслăхра» тесе; ман шухăшпа «ăслăлăхра» тесе çырсан тĕрс пулать? Ку ыйтупа сирĕн «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ В.В. Туркайпа калаçас пулать. Шанатăп, В.В. Туркай кирлĕ пек пулăшу паратех.

2. …«тăв тăватăп» уйрăм çырас вырăнне виçĕ хутчен «татăватăп» пĕрле çырнă» тенĕ. Уйрăм çырмаллине çак тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ: «ырă ту, сăвап ту, кавар ту, канаш ту, килĕшӳ ту, хур ту, чăрмав ту, шӳт ту». Ман шухăшпа çак тĕслĕхсем вырăнлах мар. «Хыпар» хаçатра «тавтăватăп» сăмаха тĕрĕс уйрăм çырнă, мĕншĕн тесен глагол хăй умĕнчи япала ячĕпе пĕрлешнипе хутлă сăмах «тавтăватăп» пулнă. Çак правилăна В.В. Туркай ăнланать те, усă та курать. Ю.Н. Исаев çакăн пек правилă çинчен нимĕн те пĕлмест пулас, çавăнпа пĕрле çырнă сăмах «тавтăватăп» «тӳрех куçне тăрăннă». Çак правилăна пĕлменнине пула Ю.Н. Исаев аташса «чăтлăха» кĕрсе каять. Чăтлăхран çăлăнса тухас тесен Ю.Н. Исаевăн «Чăваш чăлхин грамматикин» 5–6 классем валли çырнине, М.С. Сергеев редакциленĕ, вуласа пĕлес пулать; малтан Л. Андреев-Лесник çырнă «Чăваш чĕлхин грамматикине» вуласан, Ю.Н. Исаева çăмăлрах пулĕччĕ М.С. Сергеев çырнă грамматикăна вĕренме.

Ю.Н.Исаев çырать «…Эсир, Валерий Владимирович… «Хыпар» кивĕ 1967 çулхи орфографи патне таврăнать тесе пĕлтертĕр, анчах ку ĕçе тума сирĕн нимĕнле сăлтав та çук, мĕншĕн тесен правилăсене улăштарс пирки правительство шайĕнче нимĕнле йышăну та, постановлени те, указ та туман, приказ та кăларман… Словаре пăхатпăр те – унта «тав ту» уйрăм çырса панă. Апла эсир, хисеплĕ Валерий Владимирович, никам çирĕплетмен орфографипе пурăнатăр. Михаил Васильевичăн ырă ятне куç кĕрет яратăр».

Ăçтан пĕлетĕр, эсир, Ю.Н. Исаев хуçа, М.В. Игнатьевăн ырă ячĕ кайнине? Тĕлĕнмелле пултарулăх… Кам тата пултарать калама М. Игнатьевăн ырă ятне ярать тесе? Ниепле те ăнланма пултараймастăп, мĕнле майпа В.В. Туркай «никам çирĕплетмен орфографипе» пурăнса М.В. Игнатьевăн ырă ятне ярать:

– «тавтăватăп» сăмаха пĕрле çырни епле майпа М.В. Игнатьевăн ятне ярать?

– В.В. Туркай, чĕринче чăвашлăх вăйлă тапнипе, хăюлăх çитерет чăваш чĕлхин Чăн орфографийĕпе усă курма. «Хыпар» хаçат чăваш вулакан хаçат пулса тăрать. Çĕнелнĕ «Хыпар» чăвашăн юратнă хаçачĕ. В.В. Туркай киличченхи «Хыпара» вуласси çусăр пăтă çинипе танлашать. Чăваш çĕнелнĕ «Хыпара» тавтуни епле майпа М.В. Игнатьевăн ырă ятне яма пултарать-ши?

Пĕтĕмлетсе каласан çакăн пек пулать:

– В.В. Туркай, никам «çирĕплетмен орфографипе» усă курса М.В. Игнатьевăн ырă ятне яман;

– Ю.Н. Исаев та 1992–94-мĕш çулсенче çирĕплетнĕ орфографипе усă курса М.В. Игнатьевăн ырă ятне ямасть.

4. Ю.Н. Исаев çырать: «.. Михаил Васильевич чăваш чĕлхин орфографи правилисене лайăх пĕлни никамшăн та çĕнĕлĕх мар».

Мĕншĕн çĕнĕлĕх мар? Çĕнĕлĕх! Ю.Н. Исаев «тавтăватăп çырса пĕлтернĕшĕн. Чăннипе те «Михаил Васильевич чăваш чĕлхин орфографи правилисене лайăх пĕлет» пулас. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх те çитет:

– филолги наукисен кандидачĕ Ю.Н. Исаев доцент флористика терминологине халаланă виçĕ монографи çырать: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза» тата «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Вăл ăнланмасть, çак … чăваш чĕлхине малалла епле сĕтĕрнине, пĕлмест тивĕçлипе хаклама;

– анчах та Михаил Васильевич чăваш чĕлхин орфографи првилисене лайăх пĕлнипе монографисене тивĕçлипе хакласа 2015 çулхи июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче 85-мĕш номерлĕ Указ çырса çирĕплетет: «2014 çулшăн Чăваш республикин Патшалăх премийĕсене тата «Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ» ята … парас: гуманитари наукисен енĕпе – филологи наукисен кандидатне, доцента, Чăваш республикин «Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ» бюджет наука учрежденийĕн директорне ЮРИЙ НИКОЛАЕВИЧ ИСАЕВА…».

Ю. Н. Исаевăн пурнăç ăнса пырать, пулмалла марри те шăл çĕмĕрсе кĕрет.

5. Ю.Н. Исаев çырать: «Йăнăш çырнă сăмахсем ак çаксем» тесе; çырури тĕслĕхсем çакна кăтартса параççĕ:

– Чăваш халăх поэчĕ В.В. Туркай вăйне хурса тăрăшать Чăваш чĕлхин Чăн орфографийĕ вĕрентнĕ пек ĕçлеме;

– Ю.Н. Исаева çакăн пек ĕçлени килĕшмест, вăл 1992–94 çулхи «Орфографипе» ĕçлесе малашне те монографисем çырасшăн пулас: апла çырсан та юрать, капла çырсан та юрать.

6. Ю.Н. Исаев çырать: «… «Хыпарăн» çĕнĕлĕхне» нимпе тӳрре кăларма çук. «Хыпар» тĕрĕс çул çине тухнă; «тӳрре» кăларас текенсем «Хыпара» тепĕр хут паянхи химера-орфографи çулне пăрса кӳртесшĕн. Кун пек хăтланни питĕ сиенлĕ. Кун пек шухăшсем Чăвашăн 1938 çулхи Чăн орфографине пысăк сăтăр тунă сăтăрçă филологсен пуçĕнче кăна çуралса аталанма пултараççĕ.

7. Ю.Н. Исаев çырать: «Ун чухнехи çыру, тĕрĕссипе, хирĕçӳллĕ пулнă, шкул ĕçне чăрмантарнă. Çавăнпа 1994 çулта çĕнĕ правило йышăннă та».

Ун чухнехи çыру нимĕнле хирĕçӳллĕ те пулман, шкул ĕçне те чăрмантарман. Анчах та сăтăрçă филологсене «ун чухнехи çыру» правилисене пăхăнса çырма чăрмантарнă, мĕншĕн тесен вĕсем «ун чухнехи çыру» правилисене пăхăнса çырма пĕлмен. Вĕсене кирлĕ пулнă «апла та юрать, капла та юрать» текен «çĕнĕ» правилăсем.

8. Ю.Н. Исаев çырать «çĕнĕ» правилосемпе «20 çул ытла ĕнтĕ усă куратпăр» тесе; 1938 çулхи Чăн орфографипе 60 çул ытла усă курнă, анчах та сăтăрçă филологсене нимĕн те чарма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсен аллинче «Аннен кун кĕнеки» пулнă.

9. «Хыпар» пирки усал сăмах калаçтарас марччĕ» тесе çырать Ю.Н. Исаев. Тĕрĕс çырать Ю.Н. Исаев, малашне «Хыпар» çинчен усал сăмах каламасăр пурăнмалла. Ун пек пурăнни Ю.Н. Исаевăн сывлăхĕшĕн те, В.В. Туркайăн сывлăхĕшĕн те сиплĕ.

10. Ю.Н. Исаев çырать: «…эпир «Хыпарăн» пĕр туртăм çеç – грамматика тĕлĕшĕнчен пачах та урăх тытăмлă вырăс чĕлхине евĕрлеме тăрăшнине – куратпăр. Çакна вулакан та тăтăш палăртать» тесе. Темшĕн ăнланма йывăртарах чĕлхепе çырнă çак сăмахсене, çавăнпа Ю.Н. Исаев патне темиçе ыйту пур:

а) чăвашла «хĕресчен», вырăсла «крестьянин» çыратпăр, «хресчен» «ĕ» сас палли çухалать: çакă «хĕресчен» сăмаха вырăс чĕлхине евĕрлени пулать-и? «Хыпар» айăплă-и «хĕресчен» сăмаха вырăс чĕлхине евĕрлетсе «хресчен» çырнине?

ă) «лавка» сăмахра икĕ «к» илтĕнмест, анчах та хăш-пĕр сăтăрçă филологсем çыраçĕ «лавкка», «Куславкка» тесе. 1938 çулхи Чăн орфографи правилисем тăрăх «лавка», «Куславка» тесе тĕрĕс çырсан вулаççĕ «лавга», «Куславга» тесе. «Хыпар» айăплă-и хăш-пĕр сăтăрçă филологсем Чăн орфографийĕн правилисене пĕлменнине?

б) Ю.Н. Исаев виçĕ монографи çырнă, хăшĕсен ячĕсем чăваш чĕлхине евĕрлĕ мар, вырăс чĕлхине евĕрлĕ мар. Çак монографисем мĕнле чĕлхе евĕрлĕ?

11. Ю.Н. Исаев çырать: «… чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуацине патшалăх органсен кăна … пăрахăçлама май пур» тесе.

Чăваш Республикин Конституцийĕ ирĕк паман Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумне те, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне те «чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуацине» йăшăнма, анчах та Конституцие таптаса 1992 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче тата 1994 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Йышăнусем кăлараççĕ. Конституцие пăхăнмасăр каларнă Йышăнусем кăларнă кунран пуçласа юрăхсăр шутланаççĕ.

60 çул 1938 çулхи Чăн орфографипе усă курса пурăннă чăвашсем 1992–1994 çулхи химера орфографине йышăнмаççĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев, каланисене шута илсе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ умне Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ 1992 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче кăларнă Постановление тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 1994 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче 88 / кăларнă Йышăнăва пăрахăçласси çинчен ыйту лартмалла, анчах та лартмасть. 20 çул ытла иртрĕ, анчах та ку ыйтăва хаман та хускатмасть, хăй ĕçлеме тивĕçлĕ ĕçе ĕçлемест.

12. Ю.Н. Исаев çырать: «… хальхи (1994 çулта йышăннă) орфографи правилисене тиркесе «кивĕ» орфографипе çырма пуçлани çинчен «Хыпар» халăха темиçе хут та пĕлтерчĕ» тесе. Çак çыру кăтартса парать мĕншĕн юрăхсăр Йышăнусене пăрахăçлас вырăнне «Чĕлхе комиссине» туса хунине:

а) Ю.Н. Исаев çак çырăва çырать 1938 çулхи Чăн (хăшне «кивĕ» тет) орфографи правилисене пĕлмен прики. Канаш: Ю.М. Виноградов ӳстернĕ филологи чăтлăхĕнчен тухас тесен вулас пулать М.С. Сергеев 1940 çул кăларнă ЧĂВАШ ЧĔЛХИН ГРАММАТИКИНЕ; институт библиотекинче пур вăл кĕнеке. Пулăшать вăл тĕрĕс çул çине тухма;

ă) Ю.Н. Исаев ăнланмасть, сăтăрçă филологсен пĕр ушкăнĕ «çырăва çăмăллататпăр», «пуплеве аталантаратпăр» тесе кăçкăрашса чăвашăн 1938 çулхи Чăн орфографи вырăнне 1992–1994 çулсенче Химера орфографие вăя кĕртеççĕ. Канаш: Леонид Андреев-Лесник çырнă ЧĂВАШ ЧĔЛХИН ГРАММАТИКИНЕ вулас пулать. Вара ăнланать мĕнле майпа Чăн орфографирен Химера орфографи туса хураççĕ;

б) Ю.Н. Исаев ăнланмасть, 1992–1994 çулхи Йышăнусене пăрахăçламасăр «Чĕлхе комиссине» туни урапана лаша умне лартса кӳлнине. Кун пек «Комисси» орфографие юрăхлă ĕç тума пултараймасть, мĕншĕн тесен ертсе пыракан йыхравсем çавсемех: «çырăва çăмăллатас», «пуплеве «аталантарас» тата ытти çавăн йышши йыхравсем.

Ю.Н. Исаев, пулăшăр В.В. Туркая тата «Хыпар» хаçата, сыхлăр вĕсене «усал сăмах» калакансенчен, сыхлăр вĕсене темтепĕр йыхравсем кăшкăрашса «трибуналла» хăтланакан сăтăрçă филологсенчен.

13. Ю. Н. Исаев çырать: «Хамăр çырăва эпир Сире усал тăвас тесе мар, чĕлхемĕрĕн хальхи тата пуласлăхри пурнăçне уçăмлатас, çырăва çăмăллатас, пуплеве аталантарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме: чăвашлăха çĕнӳ ăрусене парса хăварма хамăр хыççăн лайăх лару-тăру туса хăварас тесе çыртăмăр тесе. Лайăх çырнă. Патриарх И.Я. Яковлев мухтăччĕ. Çак çырнисене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса ĕçлес пулать.

В.В. Туркай тата «Хыпар» хаçат пуçарса янă ĕç ăнăçлă вĕçлентĕр тесен:

– 1992–94 çулхи юрăхсăр Йышăнусене пăрахăçламалла;

– кайран Чĕлхе комиссине тумалла.

Чĕлхе комиссин ĕçлемелли никĕсĕ пуллмалла ЧĂВАШĂН 1938 çулхи ЧĂН ОРФОГРАФИЙĔ.

 

Леонид Андреев-Лесник

2015 августăн 9-мĕшĕ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики