Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Кто не знает, в какую гавань он плывет, для того нет попутного ветра.
(Сенека)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ. Портал

Аçтахар Плотников09.09.2015 11:553639 просмотров

Малтанхи статьяра Чӑваш халӑх сайчӗн пуҫламӑшӗ еплерех пулни пирки аса илнӗччӗ. Ку хутӗнче вара тӗп сайт еплерех аталанни пирки чарӑнса тӑрӑп.

Ячӗ пирки калас пулсан эпир ӑна малтанах ҫапла шутласа хурсаччӗ. «Хыпар» хаҫат Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче хӑйне «Чӑваш халӑх хаҫачӗ» тесе пуҫелӗкӗнче пӗлтеретчӗ пулсан, эпир вара ҫак портала чӑваш халӑхӗн 21 ӗмӗрти информаци хатӗрӗ тесе «Чӑваш халӑх сайчӗ» ят парас терӗмӗр. Вырӑсла ячӗ ҫеҫ малтанлӑха урӑхлаччӗ — «Чувашский национальный сайт». Малтанхи дизайнра та вӑл ҫак ятпаччӗ. Анчах та халӑхӑн ӑнӗнче «национальный» сӑмах «националист»-па ытла ҫуммӑн тӑнипе тата совет самани тапхӑрӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтччен хаҫат-телекурав таран «националист» сӑмаха япӑх сӗм кӳнӗрен эпир «халӑх» сӑмаха «народный» тесе йышӑнас терӗмӗр.

Портал тытӑмӗ малтанах энциклопедиллӗ пайран, хыпарсен пайӗнчен тата кун кӗнекисен кӗтесӗнчен йӗркеленсе.

Энциклопеди пайӗ. Епле ӗҫлет

Энциклопеди пайӗ движокра унчченех пурччӗ. Вӑл Википединчи пек мар. Ӑна ӑсталанӑ чухне эп тӗрлӗ вики-разметкӑсене тишкерсеччӗ. Ҫав шутра вырӑссем хатӗрленисене те. Хальхи вӑхӑтра Википедин стандарчӗ вӑй илчӗ пулсан унччен аплах марччӗ. Вики-разметкӑсем чылайччӗ. Паллах, акӑлчансен чӗлхипе ҫыракансен пускӑч хӑми ҫинче «[» тата «]» пусма ҫӑмӑл, ҫавӑнпа та каҫӑ тума вӗсем ҫав паллӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вырӑс сарӑмӗнче те ҫав паллӑсем ҫук. Ҫавӑнпа та вӗсен версийӗнче ун валли ҫавра хӑлӑпсемпе усӑ курнӑччӗ: «((» тата «))». Эп хам вара каҫӑ валли аялти йӗр лайӑх каять тесе шутларӑм та унпа усӑ куртӑм. Ҫапла май пирӗн вики-разметкӑра каҫӑ валли «__» икӗ енчен лартмалла.

Хамӑн вики-разметкӑна эп вырӑс сарӑмӗнче пур паллӑсемпе усӑ курма тӑрӑшрӑм. Шел те пурин валли те ҫак йӗркене пӑхӑнма май пулмарӗ. Тӗслӗхрен, тайлӑк шрифт валли ҫав-ҫавах акӑлчан чӗлхин сарӑмӗнче ҫеҫ пур «~» паллӑпа усӑ курма тиврӗ. Анчах пирӗн разметкӑра хӑйне евӗр лайӑх енсем те пур тетӗп. Ак, сӑмахран, «pre» тэг валли (пӗр сарлакӑш саспаллипе ҫырмалли) усӑ курнӑ разметкӑнах илес. Википединче ун валли йӗрке пуҫламӑшӗнче пушлӑх палли лартмалла. Ку чылай чухне йывӑрлӑх кӳрет. Пирӗн вара умйӗркере тата хыҫйӗркере пиллӗк е ытларах «пулать» паллӑ лартмалла («=»).

Хальхи вӑхӑтра пирӗн сайтра вики-разметкӑн иккӗмӗш версийӗ ӗҫлет. Вӑл малтанхинчен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть, анчах уйрӑмлӑхӗсем пур. Ҫӗнӗлӗхсене Textile разметкӑсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн кӗртнӗ. Вӑл вики-разметкӑран та ансатрах шутланать.

Энциклопеди пайӗ. Шалашӗ

Википедине тултарнӑ чухне пӗр йывӑрлӑх чӑрмантаратчӗ — унта урӑх автор ҫырнӑ текстсене кӗртме юрамасть. Статья ҫыран пулсан вӑл пӗтӗмпех хӑвӑнтан пулмалла. Статйине ҫырас пулсан унӑн ҫӑлкуҫӗсене палӑртмалла-ҫке. Шӑп та лӑп ӗнтӗ ҫӑлкуҫсене вырнаҫтарма йӗркелесе те ӗнтӗ порталти ҫак пая. Вӑл вӑхӑтра «Хыпар» хаҫатӑн сайчӗ те пурччӗ, те ҫукччӗ. Пур пулсан та унта вӗсем хӑйсен статйисене вырнаҫтармастчӗҫ пулас. Хаҫатсенчи статьясене ытларах пайӗпе влаҫ органӗсен порталӗнчи район сайчӗсенче лартатчӗҫ. Каярахпа СМИ21 сайт йӗркеленчӗ. Анчах пире унччен пичетленнӗ статьясем вырнаҫтармалли вырӑн кирлӗччӗ. Чӑваш чӗлхипе, историпе ҫыхӑннӑ статьясен йышне. Шӑп ҫавӑн валли пулса тӑчӗ те ӗнтӗ вӑл. Статьясене вырнаҫтарнӑ май (эпир вӗсене яланах ҫӑлкуҫне палӑртса кӗртсе) вӗсенче каҫӑсем те йӗркелене пуҫларӗҫ. Тӗслӗхрен, ялсем ҫине, районсем ҫине. Ҫапла май вара ялсен, районсен страницисем хатӗрленчӗҫ. Халӗ те пурте те тулли мар пулин те ҫавах информаци вӗсенче пур. Чӑвашла информаци.

Пирӗн порталра энциклопеди пайӗ мӗн тума кирлин тепӗр сӑлтавӗ — Википедире пӗр-пӗр информацие вырнаҫтарма юраман йӗрке пурринче. Чӑвашла уйрӑмӗнче йӗрке ытлашши хытах мар ӗнтӗ, анчах вырӑслинче ҫирӗпрех. Тӗслӗхрен, тексчӗ пӗчӗк пулсан, е вӗсен шухӑшӗпе информаци пӗлтерӗшӗ пысӑках мар пулсан — илеҫҫӗ те кӑларса переҫҫӗ. Пӗр-пӗр ялти интереслӗ чӑваш сӑвӑҫи, паллах, Раҫҫей шайӗнче пӗлтерӗшсӗр, анчах чӑваш халӑхӗшӗн — кирлӗ информаци. Шӑп та ҫавнашкал информацие вырнаҫтарма кирлӗччӗ те ӗнтӗ энциклопедиллӗ пай. Унта эпир вырӑссен йӗркине пӑхӑнмасӑр ӗҫлеме пултаратпӑр.

Энциклопедиллӗ пайрах литература кӗтесӗ йӗркеленме пуҫларӗ. Анчах ӑна тултарса пынӑ май вӑл вики-разметкӑра япӑх вырнаҫни палӑрчӗ. Уйрӑм движок кирли туйӑнса та туйӑнса пычӗ. Ҫапла май вара каярах чӑн та Литература кӗтесӗ уйрӑм сайт пек уйрӑлса тухрӗ, «Электронлӑ вулавӑш» пулса тӑчӗ. Хӑш-пӗр хайлавсем кӑна халӗ те энциклопедиллӗ пайра куҫмасӑр юлнӑ пулин те.

Хыпарсен пайӗ

Хыпарсен пайӗ малтанах пирӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнмастчӗ. Ӑна хутран-ситрен ҫеҫ тултараттӑмӑр. Малтанласа та хыпарсен движокӗн уйрӑмлӑхне пула ячӗсем те ҫукччӗ. Кӑна эсир чи пӗрремӗш хыпарсемпе паллашсан курма пултаратӑр — вӗсен пурин те ячӗ: «Хыпар». Кайран ҫеҫ вара хыпар пуҫелӗкӗ те кирлине туйса илсен ятсене хушрӑмӑр. Ҫавӑн пекех хыпарсен ӳкерчӗкӗ те ҫукччӗ. Хальхи вӑхӑтра ӳкерчӗксӗррисем килеҫҫӗ пулин те вӗсем валли ӑна тупса лартма тӑрӑшатпӑр.

3–4 ҫул каялла вара хыпарсен пайне аталантарма шут тытрӑмӑр. Чи малтанах хуть те кама хыпар ҫырнӑшӑн укҫа тӳлес терӗмӗр. Анчах, шел те, ку модель пурнӑҫа кӗреймерӗ. Пӗрремӗшӗнчен ҫыракансем ытларах енӗпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пулчӗҫ. Вӗсем, паллах, хӑйсем шкулӗ пирки ҫыраҫҫӗ. Ыттисемшӗн те тӑван тавралӑх, тӑван кӗтес пӗлтерӗшлӗрех, ҫавӑнпа та вӗсем ялти хыпарсене ҫутатма тӑрӑшрӗҫ. Чи анли — хӑйсен районӗсенчи хыпарсем. Иккӗмӗшӗ — хыпарсене тӑтӑш ҫырса тӑманни. Паян ҫыраҫҫӗ те ыран ҫырмаҫҫӗ. Кӑмӑлне кура. Хыпарсен пайӗн тӗп пӗлтерӗшӗ вара — кашни кун ҫӗнӗ хыпарпа паллаштарса тӑрасси.

Ҫапла май вара уйрӑм ҫынна тытсан аванрах пулни курӑнчӗ. Малтанах пӗр ҫынна тытасшӑнччӗ. Анчах, каярах пурнӑҫ ҫулӗ хӑй ҫапла майпа пырса килчӗ те икӗ ҫынна явӑҫтармалла пулчӗ. Лайӑх енӗ те палӑрчӗ — кашни ҫын тӗрлӗрен ҫырать. Пӗрине пӗр тӗрлӗ хыпарсем кӑсӑклӑ, тепӗрне — тепӗр тӗрлисем. Расналӑх пурри вулакана та кӑмӑллӑ пуль тетӗп. Паянхи кун тӗлне тӑтӑш ҫырса тӑракансен йышӗ, хама та шутласан, пӗр 4–6 ҫын таран ҫитет. Кунта эп, паллах, Хӗрлӗ Чутай районӗпе Етӗрне тӑрӑхӗнчи хыпарсемпе паллаштаракан Галина Зотовӑна та, Трак тӑрӑхӗнчисене кӗртекен Виталий Михайлова та шута илетӗп.

Хальхи вӑхӑтра хыпарсем тӗрлӗ пайсенчен тӑраҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗрен ҫутатма тӑрӑшатпӑр. Малта — чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ хыпарсем. Ҫавӑн пекех политика, чӑваш чӗлхи, вӗренӳ пайӗсене, кӳршӗллӗ Чӗмпӗрти, Тутарстан тата чӑвашсем пурӑнакан ытти тӑрӑхсенчисене ытларах ҫутатма тӑрӑшатпӑр. Пӑтӑрмахсене илес пулсан — чи пӗлтерӗшлисене ҫеҫ кӗртетпӗр, вак-тӗвексенчен пӑрӑнатпӑр. Хыпарсене ҫутатмалли тепӗр йӗрке — районсенчи хыпарсемпе паллаштарасси. Вырӑнти халӑхшӑн тем тесен те кӗпер уҫни, ФАП ҫӗнетни те пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вулакансене те пирӗн хуларисенчисене ҫеҫ мар, ялтисенчисене те курас килет. Ҫавӑнпа та хыпарсем хушшинче хуларисемшӗн пӗлтерӗшлех маррисем те лекме пултараҫҫӗ. Вӗсемшӗн вак-тӗвек пулин те ялти тӗттӗм кӗтессенче — пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑммӑн Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи хыпарсем тӑраҫҫӗ. Вӗсене эпир ҫав хыпарсемпе чӑвашла паллаштарас тӗллевпе вырнаҫтаратпӑр. Чӑваш тӗнчи республика чиккипе кӑна ан чикӗлентӗр тесе, унӑн анлӑшӗ тӗнчипех пултӑр тесе.

Хыпар ҫыракансенчен хальлӗхе вӗсен ӑшлӑхӗ хӑйсенчен пултӑр тесе ытлах ҫирӗп ыйтмастпӑр. Укҫине нумай тӳлеменрен хыпарсене вырӑсларан чӑвашла куҫармалла ҫеҫ. Чӑвашли пулсан (ЧНК е хаҫатсен сайтӗнчен илеҫҫӗ пулсан), паллах, улӑштарса хӑйсенчен мӗн те пулин кӗртсе ҫырма тиветех. Хыпарӑн ҫӑлкуҫӗ пур пулсан яланах ӑна кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Вулакан ҫапла май эпир суйманнине ӗненме пултарать. Ҫӑлкуҫӗ суять пулсан — ку пирӗн айӑп мар. Анчах унашкалли те хӑш-пӗр чухне тӗл пулать. Ҫавӑн чухне вара хыпарҫӑсене хыпарти тӗрӗслӗхе тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене тишкерсе палӑртма ыйтасси пирӗн пур.

Статьясен пайӗ

Ку пай малтан «Кун кӗнеки» ятлӑччӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн унӑн концепцийӗ улшӑна пуҫларӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Статьясем» ятлӑ. Унта тӗрлӗ пулӑмсене тата автор шухӑшӗсене вырнаҫтаратпӑр. «Кун кӗнеки» ятпа хатӗрленӗ чухне эпир ӑна «Блог» пек аталантарасшӑнччӗ. Анчах сайтҫӑсен темскер ытлашшиех ҫырас кӑмӑлӗсем ҫук пулас. Ҫавӑнпа та юлашки вӑхӑтра вӑл ытларах ятарласа ҫырнӑ статьясемпе пуянлана пуҫларӗ.

Статьясен пӗр пайне хыпарҫӑсем ҫыраҫҫӗ. Вӗсен тематики — тӗнчери кӑсӑклӑ пулӑмсемпе вырӑнсем, пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ пулӑмсене тишкересси тата ҫутатасси. Статьясене темиҫе ӳкерчӗкпе вырнаҫтарма тӑрӑшатпӑр.

Ытти пайсене эпир чӗлхе уйрӑмӗсем тӑрӑх пайланӑ пулсан ку пайра вара вырӑслисем те чӑвашлисем те пӗр йышра вырнаҫнӑ. Уйрӑммӑн пӗр-пӗр статьяна палӑртасси те пирӗн йӑлана кӗчӗ.

Ытти пайсем

Ытти пайсем шутне хутшӑнакансен страницисене, пулӑмсен тата мероприятисен, ыйтӑмсен пайӗсене кӗртме пулать. Вӗсем портал аталаннӑ ҫемӗн майӗпен кӗрсе пычӗҫ. Пулӑмсен пайне, сӑмахран, ытти сайтсем ҫине вырнаҫтармалла та йӗркеленӗ.

Портала эпир кашни ҫын хӑйӗн тӳпине кӗртмелле йӗркелесе. Кӑна эсир пыр вырӑнта та куратӑр пулӗ. Хуть те мӗнле ҫын хыпарсем те ярса пама пултарать, пулӑмсене те пӗлтерме пултарать, мероприятисем те хушайрать. Энциклопеди пайне тултарма пултарни пирки каламастпӑр та.

Пӗтӗмлетӳ

Порталӑн тӗп ҫитменлӗхӗ — туса ҫитереймен япаласем пурри. Тӗслех пек шыравах илсе пама пулать. 10 ҫул иртрӗ пулин те портал тӑрӑх шырав халӗ те ӗҫлемест. Пур вӑл, анчах ҫук тесен те тӗрӗсрех пулӗ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр япаласене эпир электронлӑ вулавӑш пекех уйрӑм движок ҫине куҫарас шухӑшлӑ. Шел те вӑхӑт ҫитменнине пула ҫак ӗҫ ниепле те вӗҫне ҫитеймест. Ялсем пирки ҫырнисем, харпӑр ҫын пирки ҫырнисем пӗр форматпа пулсан питӗ лайӑх пулмалла. Ялсен информацине куҫарма пуҫласа-ха, анчах вӗҫне ҫитереймен. Ҫӗнӗ движокра вики-разметкӑсемех пулӗҫ, анчах информацие урӑхларах тултармалла пулӗ. Енчен те вики-разметкӑра информацие пӗрешкел йӗркелессине тултаракан ҫынсен пӑхса тӑмалла пулсан, кунта вара движокӗ хӑй ӑна йӗркелесе пырӗ.

Пире чылай чухне сайтра йӑнӑшсем чылай пулнине тӗллесе кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем валли вара эпир ятарласа хатӗр вырнаҫтарса — йӑнӑша шӑшипе палӑртмалла та «Ctrl» тата «Enter» пускӑчсем ҫине пусмалла. Информаци вара тӳрех пирӗн пата ҫитӗ, эпир ӑна май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах тӳрлетме тӑрӑшӑпӑр. Энциклопедиллӗ пайра вара статьяна тӳрлетӳрен хупса хуман пулсан регистрациленнӗ хыҫҫӑн кашни юсама пултарать.

Чӑваш халӑх сайтне эпир халӑхпа пӗрле аталантармалла йӗркелесе. Ҫавӑнпа та ӑна тултарас тӗлӗшпе кашни хӑйӗн тӳпине хывма пултарать. «Ыттисем те ҫыраҫҫӗ-ҫке», — тесе лармалла мар, хӑвсамӑрӑн та хутшӑнмалла. Вӑхӑт ҫителӗксӗр пулни чылай япалана пурнӑҫлама пумасть. Эсир пулӑшсан вара Чӑваш халах сайчӗ тата та вӑйлӑрах аталанса пырӗ!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики