Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Одна мысль зажигает тысячу свечей.
(Ральф Эмерсон)
 

Таисия Ташней: Уçă алăксен кунĕнчи хупă алăксем

Таисия Ташней17.09.2015 19:173931 просмотров

Республикăн Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви республикăри пульницăсем Уçă алăксен кунне ирттерни пирки вĕçĕмех хыпарлать. Ку хыпара кашнинчех савăнса йышăнатăп, çынсене тухтăр патне лекме çăмăл тесе хĕпĕртетĕп. Тепĕр тесен, мĕншĕн çынсен кăна кун пек меслетпе усă курмалла-ха? Çывăх çыннăма тахçанах куç тухтăрĕ кăсăклантарать. Вăл та ыттисенчен кая мар-çке – Уçă алкăсен кунĕпе усă куртăр-иç текелесе пĕр виç уйăх каялла та пулĕ Республикăри офтальмологи пульницин регистратурине шăнкăравланăччĕ. «Тахçанах çырăнса пĕтнĕ», – кăмăла пăсмалли хурав илтетĕп регистратурăра ларакантан. «Чĕрĕ» черете пырсан мĕнле-ши, тухтăр йышăнмĕ-ши?» – куç тухтăрĕ патне лекессишĕн ăнтăлатăп пĕрех. «Шутран ытла çынна йышăнаймасть», – касса татать шурă халатлă хĕрарăм.

Уçă алăк тени уçă маррине ăнланнă хыççăн пĕр вăхăт лăпланса пурăннăччĕ. Паян республикăн Сывлăх сыхлав министерстви тата тепĕр хыпар пичетленĕ. Унта каллех пĕлмен çынна астармалла тата шанчăк паракан сăмах – Уçă алăксен кунĕ. Шăнкăравлам-ха тетĕп. «Йăлт çырăнса пĕтернĕ», – каллех касса татать регистратурăри хĕрарăм. Çапах та «чĕрĕ» черете пырса пăхма сĕнчĕ-ха хайхи.

Унтан Республикăри клиника пульницине шăнкăравлатăп. Унта «çавăрттариччен» Call-центр номерĕпе çыхăнса çырăнма хăтланса пăхрăм. Ара, Сывлăх сыхлав министерстви Уçă алăксен кунне электрон регистратура е асăннă центр урлă çырăнма пулать тесе çырнă та. Анчах унта Республикăри клиника пульницине çырмассине пĕлтереççĕ. «Невролог патне лекесшĕн», – тетĕп унтан пульницăн регистратурине шăнкăравласа. «Май çук. Çырăнса пĕтернĕ», – куç тухтăрĕсем евĕрех хуравлаççĕ унта та. Анчах «чĕрĕ» черете пырса ларма пулать иккен-ха. Анчах тухтăр патне лекеессипе лекеймессине вĕсем татса калаймаççĕ паллах. «Республикăн инçетри райнĕнчен сулланса çитетĕн те калăпăр, алăк патĕнче ларатăн-ларатăн та лексен те пултаратăн тухтăр патне, çаврăнса кайма тивсен те нимĕн те тăваймăн», – кăмăлсăррăн пуплетĕп регистратурăри çынпа. «Иртнинче мĕнпур çынна йышăнтăмăр», – лăплантармалла хуравлать линин тепĕр вĕçĕнчи çын.

Манăн вара пĕтĕмлетĕвĕм çапларах пулчĕ. Уçă алăксен кунĕ тени хитре сăмах кăна. Тухтăр патне лекме пĕрех питĕ йывăр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики