Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
«Кӑнтӑр ҫитрӗ», — тетпӗр эпир хӗвел тӳпе маччине хӑпарса ҫитнине курса. Мӗне пӗлтерет-ха ҫав «кӑнтӑр» тени?.. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхатӑн та ку сӑмах икӗ пайран иккенне куратӑн: кӑн тата тӑр (тӑрать), кӑн тӑрать. Кӑн (кун) ӗлӗк-авал хӗвеле пӗлтернӗ. Эппин, кӑнтӑр — хӗвел ҫӳлте тӑнине пӗлтӗрнипе ҫыхӑннӑ: хӗвел тӑрать. Кӑнтӑр енӗ — хӗвел тӑнӑ енӗ. Кӑнтӑрла ҫитрӗ — хӗвел тӳпере тӑнӑ вӑхӑт ҫитрӗ.
Кун сӑмах та хӗвелпех ҫыхӑннӑ. Кун пуҫланчӗ — хӗвел тӳпене тухма тытӑнни иккен.
Хӗвел сӑмах халӗ те хӑшпӗр тӗрӗк чӗлхисенче авалхиллех каланать — кун, кюн, кӑн, кӳн. Акӑ, якут чӗлхине илсе пӑхар. «Кюн» (кӳн) тесе илтӗнет вӑл якутла. Ҫакӑн пирки калмӑк халӑх поэчӗ Давид Кугультиновӑн сӑвви те пур.
Вчера, открыв подаренный мне том
Данилова — якутского поэта,
Я взволновался: я узнал о том,
Что «Солнце» — наш исток добра и света, —
Как мне поведал мой якутский друг, —
Зовется — «Кюн»...
Эппин, чӑнах та хӗвеле эпир, чӑвашсем, кун, кӑн е кун тесе каланӑ иккен. Кун килчӗ — хӗвел тухрӗ. Кӑнтар ҫитрӗ — хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитрӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.