Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Кашни халӑх чӗлхинчех пурнӑҫра пулакан кирек мӗнле пулӑма та ӑнлантаракан, ҫӗрте те шывра ӳсекен йывӑҫ-курӑка та палӑртакан сӑмах пулмаллах. Хӑшпӗр чухне вара ҫаран-улӑха тухатӑн та унти курӑксем ҫине пӑхса, вӗсен ячӗсене аса илме тӑрӑшатӑн. Ҫӗр те пӗр тӗрлӗ курӑк ӳсет ҫаран-улӑхра: ачӑлташпа мӑчӑлташ, улӑхуки, улмалути пӗлеттӗм... Тата ыттисен ячӗсем пирки шухӑшлатӑп, ҫук, аса илейместӗп. Сахал пӗлетӗп иккен. Шӑнкӑрав курӑкӗ, сысна курӑкӗ, ӑншӑрт курӑкӗ. Ҫук, кусем ят мар, кусем — ӑнлантарса пани. Пирӗн чӗлхе кӗскен каланине юратать, чӑн-чӑн ят (термин) пӗр сӑмахран пулмалла. Курӑкӗ е йывӑҫӗ сӑмах хушӑнать пулсан — чӑн-чӑн ят мар, ӑнлантарса пани ҫеҫ. Кӑмпа ячӗсем те ҫапла ҫухалаҫҫӗ... Пуласса пулнӑ вӗсем... Ҫак ӑнлантарӑва ҫирӗплетнӗ евӗр Ашмарин словарӗнче кайри хурӑнташ сӑмах пур. Хӗрарӑмӑн хӑй ҫуралнӑ ҫӗре юлнӑ ҫывӑх ҫыннисем, тесе ӑнлантарнӑ ӑна. Пулӑ ячӗсене пӗлекенсем те сахал халь. Антӑ, ӑркай тенисене кам ӑнланать халь? Уксӑма халь хир суханӗ тетпӗр.
Мӗншӗн ку хайлав ятне хӗвел тӗрри терӗм-ха? Ачасен пичӗ ҫине хӗрлӗ-сарӑ-хӑмӑр пӑнчӑсем тухса тулаҫҫӗ. Вырӑссем ӑна «веснушки» теҫҫӗ. Шухӑшлар-ха, чӑн чӑвашла мӗнне ҫав сӑмах? Хӑшпӗрисем ӑна турпалли теҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте ку — илемсӗр пӑнчӑ, куҫ ӳкнӗ пӑнчӑ тата ытти те. Ашмарин словарӗнче унӑн чӑн ячӗ пур — кунтӗр, вирьялсен — контӗр. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Кун, кон — маларах ӑнлантарнӑ ӗнтӗ, хӗвел, тӗр — тӗрри. Апла пулсан, кунтӗр — хӗвел тӗрри. Питӗ хитре каланӑ! Нимле илемсӗр пӑнчӑ та мар — хӗвел тӗрри! Эх, ҫухатас марччӗ те ҫакӑн пек хитре сӑмахсене! Ҫыракансен ҫеҫ мар, тӗпчевҫӗсен кӑна мар, пурин те чӗлхе вӗҫӗнчех упрасчӗ вӗсене...
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.