Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Таинственные вещи еще нельзя называть чудесами.
(В. Гете)
 

Алексей Кузнецов: Бильбаори Гуггенхайм музейӗ

Алексей Кузнецов02.10.2015 16:164189 просмотров

Ку ҫурта 1997 ҫулта уҫнӑ. Хӑй вӑл Испанире вырнаҫнӑ, Бильбао хулинче. Хальхи исскуство музейӗ илемлӗ вырӑнта тӑрать — йӗри-тавра илемлӗ Нервьюн шывӗ юхать.

Ҫак ҫурт чӑн та питӗ хӑйнеевӗрлӗ. Инҫетрен пӑхсан темӗнле карап теме пулать ӑна. Ун дизайнне Френк Гери шутласа кӑларнӑ, деконструктивизм стилӗпе хатӗрленӗ.

Мӗн-ха вӑл деконструктивизм?

Деконструктивизмӑн никӗсӗ Жак Деррид француз философӗн идеисем ҫинче никӗсленет. Ҫавӑн пекех Совет Союзӗн 1920-мӗш ҫулӗсенче аталаннӑ конструктивизм стилӗ те йӗр хӑварнӑ теҫҫӗ. Деконструктивизм мелӗпе ӗҫлекен дизайнерсем хӑйсен ӗҫӗсенче вырӑнти хула тавралӑхне тискеррӗн улӑштарма тӑрӑшни сисӗнет. Вӗсем ятарласа ӑнланмалла йывӑр формӑсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫурт кӳлеписене йывӑрлатаҫҫӗ.

Уйрӑм стиль пек деконструктивизм 1980-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ. Кунта Питер Айзенман тата Даниэль Либескинда асӑнма пулать. Уйрӑмах иккӗмӗшӗ хӑйне евӗр ҫуртсем ӑсталама юратать. Тӗслӗх пек Торонтора вырнаҫнӑ Онтарио патшалӑх музейне илсе кӑтартма пулать. Сан-Францискӑри Еврейсен музейӗ те — унӑн ӗҫӗ. Ҫак кашни архитектура хулара йӗркеленнӗ классикӑлла ҫуртсемпе танлаштарсан уйрӑлса тараҫҫӗ — вӗсем армак-чармак, ҫуртсен пӗр линийӗнчен тухма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Гуггенхайм музейӗ

Ку музейӗн кун-ҫулӗ 1937 ҫултанпа пырать. Шӑп та лӑп вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ Гуггенхайм фончӗ ӑна АПШ-ра йӗркеленӗ те. Никӗслекенӗ вара — Соломон Роберт Гуггенхайм меценат. Хальхи ҫурта 1943 ҫулта Фрэнк Ллойд Райт тунӑ, вӑл ӳпӗнтернӗ ҫаврака пирамидӑна аса илтерет.

Музейра хальхи ӳнер ӗҫӗсене пухаҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ. Кунта пӗтӗм тӗнчери художниксен ӗҫӗсене курма пулать — Африкӑран та, Китайран та, Раҫҫейрен те.

Музейӗн филиалӗсем нумай — Венецире, Лас-Вегасра, Берлинта (2012 ҫулччен ӗҫленӗ), Бильбаора (Испани), Абу-Дабире (АПЭ). Ҫавӑн пекех ҫӗннисене Гвадалахарта (Мексика), Вильнюсра (Литва), Хельсинкинче (Финлянди) уҫма палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм филиалӗсене шута илсен ҫулталӑкне пурӗ 3 миллион ҫын музей ӗҫӗсемпе паллашать.

Бильбао филиалӗ

Музейӗн ҫак филиалнех таврӑнар-ха. Тӗнче уҫлӑхне вӗҫме хатӗр карап евӗр курӑнаканскере халӑх ҫавӑн пекех кайӑкпа, самолётпа, суперменпа, артишокпа тата чечек ҫуракан кӗл чӗчекӗпе танлаштараҫҫӗ. Тӗп атриумӗ 55 метр ҫӳллӗш, вӑл питӗ пысӑк чечеке аса илтерет. Френк Герин ытти ӗҫӗсенчи пекех ку ҫуртра та ҫемҫе контурсемпе усӑ курнӑ. Архитектор шухӑшӗпе авкаланчӑк йӗрсене тӗлли паллисӗр вырнаҫтарни ҫутӑпа вылляма май парать.

Ҫурта пулӑ хуппи евӗр титан листисемпе витнӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 24 пин тӑваткал метр.

Музей ҫумӗнче икӗ интереслӗ объект пур. Пӗри — тем пысӑкӑш эрешмен. Ӑна американ скульпторӗ Луиза Буржуа ӑсталанӑ. Тепри — Джефф Кунс тунӑ 13 метрлӑ йытӑ ҫури. Ӑна вара йӗри-тавра чечексемпе илемлетнӗ.

Музей куравӗсем яланах тенӗ пек улшӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр экспозицисем ҫеҫ уйрӑм тематикӑпа пухнисем. Муйзейӗн тепӗр уйрӑмлӑхӗ — кунта инсталяцисемпе электронлӑ произведенисем чылай вырӑн йышӑнни.

Интереслӗ фактсем

Музейпе пӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Маларах финанс директорӗ вырӑнне йышӑннӑ Роберто Серсоло 10 ҫул хушшинче ҫур миллион евро таран вӑрланӑ. Ку 2008 ҫулта пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ теҫҫӗ, вӑрланӑ пӗтӗм укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. 252 пинне вӑл тӳрех тавӑрнӑ-ха… ыттине кайран ярса пама шантарнӑ.

Бильбао филиалӗнче фильмсем те ӳкернӗ. Тӗслӗхрен, Джеймс Бондӑн приключенийӗсем ҫинчен каласа паракан «И целого мира мало» ятлине. Фильм пуҫламӑшӗнче Джеймс Бонд ҫак музейра коррупцие путнӑ Швейцари банкирӗн укҫа тултарнӑ кейсне вӑрлать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики