Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
«Эпир унпа хурӑнташлӑ»... «Пирӗн ҫывӑх тӑван вӑл...» — тетчӗ анне час-часах пӗлӗшсем ҫинчен аса илсе калаҫнӑ чухне.
Мӗншӗн эпир пӗрне «хурӑнташ», теприне— «тӑван» тетпӗр-ха?
Тӑван ҫывӑхараххине, хурӑнташ — аяккараххине пӗлтерет, теҫҫӗ чылай чухне ҫамрӑкрах ҫынсем. Иккӗш те пӗрех, теҫҫӗ теприсем.
Ҫук, капла калани тӗрӗс мар. Пирӗн чӗлхе питӗ пуян, кашни сӑмахӑн, ҫапса лартнӑ савӑлӑнни пек, хайӗн вырӑнӗ пур. Ҫавна ӑнланманни, арпаштарни чӗлхене хисеплеменнине, унӑн асамлӑ пуянлӑхне чухлайманнине пӗлтерет. Тӑван — ар енчен ҫывӑх ҫын, пӗр юнлӑ, юнпа ҫывӑх тени, тутарла — туган, ган — юн. Хурӑнташ — хӗрарӑм енчен ҫывӑх тени, хырӑм сӑмах урлӑ пыракан ҫыхӑнӑва пӗлтерет, ку сӑмах пирки пӑлхарсен хальхи вӑхӑтри палла тӗпчевҫи Емил Боев «Бьлгарски език» журналра питӗ уҫӑмлӑ ҫырса кӑтартнӑччӗ. (Емил Боев «За предтурского тюркско влияние в бьлгарския език — еше няколко пребьлгарски думи» — «Бьлгарски език», 1965 ҫул, 1-мӗш кӗнеке, 3–17 страницӑсем).
Кӗскен каласан, атте енчисем — тӑвансем, анне енчисем — хурӑнташсем. Ӗлӗк пӗр чухне тӑвансене, тепӗр чухне хурӑнташсене пуҫтарса савӑнмалли уявсем те пулнӑ. Тӗслӗхрен, ӗрет ӗҫки (уявӗ). Ӗрет уявне тӑвансене ҫеҫ пуҫтарнӑ.
Сӑн ҫинче: Нӑрваш Шахальти Анна Матвеевна Григорьева (90) тӑванӗсем
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.