Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Берегись смирившегося врага.
(Р. Бертон)
 

Аçтахар Плотников: Инҫет Тухӑҫра леопарда ҫапса кайнӑ

Аçтахар Плотников24.10.2015 21:415423 просмотров

Амур барсӗ. Тепӗр ячӗ ун — Инҫеттухӑҫ леопарчӗ. Вырӑнти вӑхӑтпа паян 09:00 пулать ӗнтӗ, Инҫет Тухӑҫра ҫак чӗрчуна ҫапса кайнӑ. Паян ирхи тӑрсан ҫакӑн пирки чылай МИХ ҫырса пӗлтерчӗ. Хам пулсассӑн кунашкал кушак тӗсӗ пуррине пӗлместӗмччӗ те, капла вара ҫӗнни самай пӗлтӗм.

Амур барсӗ, иккен, питӗ сайра тӑрса юлнӑ пысӑк кушак тӗсӗ. Тӗнчипе те вӗсен йышӗ 80 ҫитмест. 57-шӗ вара Тинӗсҫум (ытлашши чӑвашлатма юратманнисем валли — Приморье) тӑрӑхӗнчи «Земля леопарда» (чӑв. Леопард ҫӗрӗ) наци паркӗнче пурӑнаҫҫӗ. Шӑп ҫавӑнта пулса иртнӗ те тет пӑтӑрмахӗ — пысӑк кушак Nissan Wingroad урапа айне лекнӗ. Шеремечӗ вӑйлах аманнӑ курӑнать, вырӑнтах вилсе кайнӑ. Халь ку ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев пырать — айӑплине шыраҫҫӗ.

Мӗн пирки пуҫларӑм-ха ҫак калаҫӑва? Амур барсне, паллах, питӗ шел. Сахал тӑрса юлнӑ кушак вилни уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Анчах тӗп сӑмахӑм манӑн хамӑр пирки. Чӑвашсем ҫинчен.

Паян чӑваш хастарӗсем Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ. Ирӗклӗх пирки калаҫрӗҫ, влаҫ органӗсем халӑхран ытла инҫе пулни ҫинчен. Тавралӑха сӑнатӑп та, чӑн та чӑваш халӑхӗ ҫывӑх вӑхӑтра ҫак Амур барсӗ евӗр, Хӗрлӗ Кӗнекене лекессӗнех туйӑнать. Шупашкарта та, ялсенче те ҫулран ҫул чӑваш сӑмахне шыраса тупма питӗ йывӑр. Шыраса тупсан вара пӗрчӗ тупнӑ чӑх евӗрех савӑнатпӑр. Инҫе кайма та кирлӗ мар — Ленин проспектӗнче «Тиме́р банк» уҫниех пирӗншӗн темӗншӗн пысӑк сенсаци. Чӑннипе пусӑм палли лартса ҫырнӑ банк ятӗнче чӑваш сӑмахӗ те ҫук, анчах та вӑл ҫав-ҫавах йӗри-тавра карса илнӗ вырӑс-акӑлчан ятсенчен чӑваш чунне ҫывӑхрах. Шырать-шырать чӑваш чунӗ хӑйне валли канлӗх, йӑпатакан япала — ҫук, тупаймасть. Вара кунашкал «тутарсен» банкӗн ятне курса та пулин савӑнать.

Шел, ӗнтӗ, анчах влаҫрисене ҫак чун шыравӗ пӗрре те пуҫ ваттармасть. Пӗрре те кансӗрлемест. Ав, наци политики пиркиех хӑҫантанпа калаҫу пырать. Кирлӗ. Питӗ кирлӗ. Анчах пысӑк пукансем ҫинче ларакан тӳре-шара унашкал «вӗтӗр-шакӑр» япалана кураймасть. Те пуканӗсем ытла ҫӳллӗ, те суккӑрланнӑ. Тахҫанах чан ҫапма вӑхӑт… Ҫук, вырӑнтан та тапранмаҫҫӗ. Тен, чан ҫапмаллине те туяҫҫӗ, анчах… ун вырӑнне тупӑк хатӗрлеҫҫӗ?

Кунта, ак, Тренкассинче ҫырса илнӗ «Правда ПФО» видеоне те тӗслӗх пек илсе кӑтартни пӑсмасть пулӗ. Хайхи халӑх пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулне хирӗҫлесе корреспондент патне тухнӑ. Лешӗ вырӑс пулнӑран ӗнтӗ пурте хӑйсен проблемисене вырӑсла каласа параҫҫӗ. Юрать, темелле, пирӗн ҫӗршывра ирӗклӗх, кашни мӗн калас килет ҫавна пӗлтерейрет. Анчах мана вара ҫакӑнти чӑвашсем чӗлхе хуҫса вырӑсла калаҫни питӗ пӑшӑрхантарать. Ӗлӗкхи пекех чӑвашӑн хӑйӗн проблемине татса парас тесен вырӑсла пӗлмелли тухса тӑрать. Хайхи вара ҫавӑрттара-ҫавӑрттара, «ой, неправильно сказал» тесех вырӑсла ӑнлантарса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Чи хӑрушши вара, ҫакӑн пекки пухусенче кӑна мар, кил-йышра та тарӑнрах та тарӑнрах тымар ярать. Тӑван ачисемпе те вӗсем тӑван чӗлхепе мар, чӗлхене хуҫса-ватса вырӑсла калаҫаҫҫӗ.

Олег Цыпленков калашле, ку пулӑм республикипех сарӑлнӑ. Вӑл, туйсем ӳкернӗ май ҫакӑн пек ӳкерчӗк сахал мар курать: пухӑннӑ халӑх вырӑсла пӗлнӗ пӗлмен, маларах каланӑ пек чӗлхене хуҫа-хуҫа тӑван мар чӗлхепе салам сӑмахӗ калать. Ваттисем вара хӑйсен илемлӗ чӑваш чӗлхипе ҫамрӑк мӑшӑра чӑн-чӑн чӑвашла саламласан, Олег Михайлович каланӑ тӑрӑх, чун савӑнать, ҫӑмӑл пулса каять. Итлес те итлес килсе каять. Ҫук, сайра тӗл пулаҫҫӗ вӗсем.

Ҫук, пирӗн тӳре-шара курмасть кун пек япаласене. Чан ҫапас вырӑнне чӑннипех те тупӑк хатӗрлет.

Вара, вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн… Тен ку вӑхӑт ытлашши инҫетре те мар? Чӑвашӗ те Хӗрлӗ кӗнекене лекӗ. Вара ун чухне ӗнтӗ, хайхи, ҫак амур барсӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах пекки пулса иртсен, тен чӑн та, чӑваш пурнӑҫӗ медиа валли информаци хыпарӗ пулса тӑрӗ. Ҫавӑнта-ҫавӑнта тейӗҫ, сахал тӑрса юлнӑ тепӗр чӑваш куҫне хупнӑ. Чӑн та пӑшӑрханмалла тейӗҫ, вӗсем тейӗҫ, ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫын та юлман тейӗҫ. Вара ҫакна илтсен, тен, чӑн та, тӳре-шара вӑранӗ, чӑвашсем валли ача пахчисем, шкулсем, аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсем уҫса парӗ, чӑвашла телекӑларӑмсем кӑларма тытӑнӗ… Турӑ ҫырлахтӑр та, унашкалли ан ҫиттӗрех. Вӑл вӑхӑта кӗтсе иличченех чӑваш халӑхӗ вӑранасса шанас килет.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики