Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Мир - добродетель цивилизации, война - ее преступление.
(В. Гюго)
 

Victor: Тораизм - чӑвашсен тепӗр ҫӗрӗк паранки

Victor31.10.2015 15:343298 просмотров

Торӑ ӗненӗвне - малалла ҫырса пухар-ха. Эп вуланӑ-пӗлнӗ-паллашнӑ тӑрӑх, Кул Али, Джагфар Тарихы ятлӑ тутар халӑхӗ ӑсталанӑ тӑм шӑхличӑсене тытнисен литературӑ пӗлӗвӗн ҫумӗнчи религийӗ вӑл - Тораизм - тепӗр ҫӗрӗк паранкӑ ӗххӗм! ҫӗрӗк памитор.

Иртнинче Торӑ тӗнне Индисем тӗрӗс-тӗкел тытни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Ав Пихтула ялӗнче те индуистсем Кришна храмне лартаҫҫӗ, хатӗр пулар - Тораизм тӗнче тавра ҫаврӑнса Чӑваша таврӑнать.

 

Пуҫламӑшӗ http://chuvash.org/blogs/comments/2507.html

 

 

57. Торӑ – пултаракан. (>23)

58. Торӑ тӗнӗ ҫинчен ҫыракансем (>15) унӑн философийӗ ҫинчен Джагфар тарихын 3-мӗш томӗнче каласа хунӑ.

59. (>19) Торӑ ятне калама юраманни пирки ӑна эпитетла ятсем панӑ.

60. (>1) Хальхи самана ӗненӗвӗсем пурте авалхи ӗненӗвӗн тураттисем.

61. (>17) Нимӗҫсен Гот(тер)ӗ авалхи Хӑтартан.

62. Торӑ тӗнӗ философийӗн никӗсӗсем пур.

63. (>1, 60, 58) Хальхи религисем Торӑ тӗнӗн философи никӗсӗсене тан виҫеллӗн кӑтартмаҫҫӗ. [Хальхи религисенчи Торӑ тӗнӗ философийӗ никӗсӗсен мӗлки пӗр тан виҫеллӗн курӑнмасть.]

64. (>3, 8) Ҫӗр планетӑ ҫинчи ҫынсен ытларахӑшӗ курӑнмана, анчах пирӗн таври мӗн пурринче пуррине, пирӗн ӑшӑмӑрта та ҫак курӑнманӑн сывлӑшӗ пуррине ӗненет.

65. (>26) Ҫынсен пӗр пайӗ – уйрӑмах ҫамрӑксем мӗн пуррин хӑйне тӗллӗн пулса кайнине (ҫуралнине) ӗненет.

66. Тора тӗнӗ те, материализмпа молекулярлӑ генетикӑна ӗненекенсен инемӗ те сыввӑн шухӑшласан малтанхи первотолчока паракан темӗнле вӑй пуррине йышӑннӑ тӗлте сыпӑнаҫҫӗ.

67. 18-мӗш ӗмӗрте «Мӑхамет пурнӑҫӗ» кӗнекене ҫырнӑ В. Ирвинг Египетсем Пӗрлӗхлӗ Турра ӗненни ҫинчен пӗлтерет.

68. В. Ирвинг: Авалхи тӗне кура ҫутҫанталӑк турӑ пулнӑ.

69. В. Ирвинг: Авалхи тӗне кура Турӑ умӗнче пур те тан пулнӑ.

70. В. Ирвинг: Авалхи тӗн чуралӑха айӑпланӑ.

71. В. Ирвинг: Авалхи тӗн малтанласах таса пулнӑ.

72. (>44) В. Ирвинг: Ерӗҫе малтанах Куҫса ҫӳрекен халӑхсем кӗреҫҫӗ.

73. В. Ирвинг: Куҫса ҫӳрекен халӑхсем хӗр ача ҫуратса ҫитӗнтерес теменнипе ерӗҫе кӗнӗ.

74. В. Ирвинг: Куҫса ҫӳрекен халӑхсене хӗр ачисем куҫса ҫӳреме тата ҫаратма чӑрмантарнӑ.

75. В. Ирвинг: Куҫса ҫӳрекен халӑхсен хӗр ачисем йӑх-несӗл чысне сая яма пултарнӑ.

76. (>44) Ересь текенни ҫынсем анне несӗллӗхӗнчен атте несӗллӗхне куҫнӑ чухне, Геракл пек гиперсексуаллӑ пӑхаттирсен йӑхӗсем пулса тӑнӑ чухне пулса кайнӑ.

 

 

Ересь текенни Геракл пек гиперсексуаллӑ пӑхаттирсен йӑхӗсем пулса тӑнӑ чухне пулса кайнӑ.

 

 

77. (>1) Торӑ ӗненӗвӗ пӗр вырӑнтан сарӑлнӑ.

78. (>44) «Ересь» чӑвашла «ер» тымар-сӑмахран пулнӑ.

79. (>2) Торӑ ӗненӗвӗ вырӑнти йӑла-йӗркепе хутӑшса кайнӑ.

80. Торӑ ӗненӗвӗн никӗсӗ пур.

81. Торӑ ӗненӗвӗн никӗсӗнче халалсем пур.

82. Торӑ ӗненӗвӗн никӗсӗнче тӗп тата тӗп мар халалсем пур.

83. Торӑ ӗненӗвӗн никӗсӗнчи тӗп халалсем пур ҫӗрте те пӗр пек упранса юлман.

84. (>2) Торӑ ӗненӗвӗн никӗсӗнчи тӗп халалсем нумай вырӑнта улшӑнмасӑр юлнӑ.

85. (>41) Еврей халапӗсене (Иудей халапӗсене) грексен патшисем Тора ят панӑ.

86. (>41) Грексем Еврей халапӗсене куҫарса ҫӗнӗ вӗрентӳ тунӑ. Ӑна авалхи пӗлӳсем тесе пӗлӳпӗлӳ тенӗ.

87. Константин Багранорядный император пулнӑ.

88. Уйрӑмах Константин Багранорядный грексене хӑйӗн хушӑвӗпе грексене ҫӗнӗ вӗрентӗве йышӑнтарнӑ.

89. Ҫӗнӗ тӗне сарма ҫӑмӑл пулман.

90. Кивӗ тӗн – Торӑ ӗненӗвӗ.

91. (>88 >41) Ҫӗнӗ тӗне саракансем кивӗ тӗне мантарама тӑрӑшнӑ.

92. Ҫӗнӗ тӗне кӗнисем те Торӑ ӗненӗвне манасшӑн пулман.

93. Ҫӗнӗ тӗне саракансем карт ҫырулӑхне тата карт ҫырулӑхӗн ятне те мантарнӑ.

94. Ҫӗнӗ тӗне саракансем карт ҫырулӑхне усал-тӗсел, тухатмӑш ҫырӑвӗ тесе айӑпланӑ.

95. Ҫӗнӗ тӗн – ҫӗнетнӗ тӗн.

96. (>10) Ҫӗнӗ тӗне саракансем Торӑ ӗненӗвӗн Улӑпӗсене «божки», «боги» тесе калама пуҫланӑ.

97. (>19 >59) Торӑна панӑ эпитетла ятсенчен хӑшӗ пӗрисем: Тӗнчене пултарнӑ Торӑ, Творец, Создатель, Бог, Тенгри, Всевышний, Иже еси на небеси, Гот, Годи, Турӑ.

98. (>67) Торӑ пӗрре.

99. (>10) Улӑпсем – Дивсем.

100. (>10) Улӑпсем – архангелсем, ангелсем.

101. (>67) В. Ирвинг ҫырнӑ «Мӑхамет пурнӑҫӗ» кӗнекине вырӑсла куҫарнӑ чух улӑпсене архангелсемпе ангелсем тенӗ.

102. Турӑ сӑмах ту- (тӑв-) глаголтан пулнӑ эпитет.

103. (>18 >19 >31 >59) Турӑ сӑмах Торӑн ячӗ мар.

104. (>18 >19 >31 >59) Торӑна ят пама май килмест.

105. (>35) Торӑна ӳкерме май ҫук.

106. Торӑна парне кирлӗ мар.

107. (>98 >67) Кашни халӑх пӗр Торра ӗненет.

108. (>24) Кашни халӑх Торра тӗрлӗрен эпитетпа чӗнет.

109. Пӑлхарсем халӑх пулнӑ.

110. (>2 >10 >45 >99) Пӑлхарсен 33 улӑп (див) пулнӑ теҫҫӗ, Индисен 333 улӑп (див) пулнӑ тесе шӳтлеҫҫӗ.

111. Пӑлхарсем улӑпсене ҫын евӗр ӳкермен. Тӗрлӗ паллӑпа кӑтартнӑ.

112. (>13) Пюркен палли – Аҫтаха.

113. (>10) Пике Улӑп пур. Пике Улӑп палли – Хуракӑш е Тӑрна.

114. (>35) Грексем улӑпсене ҫын евӗр кӗлеткеллӗ кӑтартассине пуҫарса янӑ.

115. (>109) Пӑлхар-хуннсем пулнӑ.

116. Эрменсем пӑлхар-хуннсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ.

117. Эрменсем пӑлхар-хуннсем ҫинчен ҫырса хӑварни тӑрӑх пӑлхар-хунсем Ковара пуҫҫапнӑ.

118. Ҫӳл тӳпе пур.

119. Ковар вӑл Купар. Купар – ҫӳл тӳпери вутпа шыв Улӑпӗ.

120. Эрменсем пӑлхар-хуннсем ҫинчен ҫырса хӑварни тӑрӑх пӑлхар-хунсем хӑйсен патшине Алп Илитвер тенӗ. Элтепер тенине эрменле ҫырсан ҫапла илтӗнет.

121. Торксем халӑх пулнӑ.

122. Торксем – Торра ӗненкенсем тени.

123. Торксем – Туркестан.

124. Алп Илитвер – Курпат ывӑлӗ Патпуян ячӗ.

125. Патпуяна Туркестан (Торксен) патши тенӗ.

126. (>127) Чӑвашсем «пӑхи» сӑмахпа «ялпӑхи» сӑмахра усӑ курнӑ. Ялпӑхи – куратор, защитник деревни. (>97) «Бог» Торӑ эпитечӗ Авалхи Индири «Бхавантри» сӑмахран пулнӑ тетчӗҫ ӗлӗкрех.

 

(Малалли пур...)

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики