Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Неожиданное случается в жизни чаще, чем ожидаемое.
(Плавт)
 

Аксар Чунтупай: Очӑкра — Тарас Кириллов вулавӗсем

Аксар Чунтупай05.11.2015 00:206454 просмотров

Кӑҫал Раҫҫей шайӗпе иртекен Литература ҫулталӑкӗнче, чӑвашсем вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта Т. Кириллова аса илни вырӑнлӑ.

Тарас Кириллов 1880 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, кивӗ стильпе, Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи Ҫеҫмер ялӗнче Кирилл Филиппов вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ ачана Тарас ят хунӑ. Ҫулсем иртнӗ май вӑл Трак тӑрӑхӗнчи Мӑн Шетмӗри прихут шкулӗнче, ун хыҫҫӑн Ишекри икӗ класлӑ шкулра ӑс пухнӑ. 1899 ҫулта Т. Кириллов Хусан хулинчи учительсен семинарине пӗтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул Етӗрне хулинче прихут училищинче, 1901–1903 ҫулсенче Шӑхасанти икӗ класлӑ шкулта учительте вӑй хунӑ. 1903–1905 ҫулсенче пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк Хусан хулинчи миссионерсен курсӗнче малалла вӗренет. 1900 ҫулта Т. Кириллов ҫемье ҫавӑрать, Елизавета Васильевна Никольская хӗрупраҫпа венчете тӑрать. Елизавета пиччӗшӗ, Николай Васильевич Никольский, чӑвашсен пирвайхи хаҫатне, «Хыпара», кӑлараканӗ.

1903–1905 ҫулсенче, Тарас миссионерсен курсӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра, ҫамрӑк мӑшӑр Н. Никольский патӗнче хваттерте пурӑннӑ. 1905 ҫулта Т. Кирилловӑн пичетрен виҫӗ кӗнеке тухать: «Пулӑшӑр!» сӑвӑ, «Тырӑ пулнӑ ҫул» поэма тата «Ходите во свете» («Ҫутӑра ҫӳрӗр») хайлавӗ. 1905–1918 ҫулсенче Т. Кириллов хальхи Муркаш районне кӗрекен Очӑк салинчи чиркӳре пачӑшкӑра тимлет, вырӑнти шкулсенче Турӑ саккунне вӗрентет.

Поэт пултарулӑхӗ шӑпах Очӑк салинче палӑрать. Ҫак ҫулсенче кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке пичетлет вӑл: «Патша ҫинчен хывнӑ юрӑсем», «Ҫӳлти сион», «Львовпа Перемышеле илни ҫинчен хунӑ юрӑ», «1914 ҫулта вӑйлӑ вӑрҫӑ тапранса кайсан ҫырса хунӑ сӑмахсемпе салтак юррисем, ҫырӑвӗсем», «Салтак арӑмӗ сӑпкари ачине сиктерсе ларнӑ чух юрланӑ юрри», «Чӑваш халӑх юрри». Ҫак чӑваш ялӗнчех калӑпланӑ поэмӑсем: «1812 ҫулхи вӑрҫӑ ҫинчен хывнӑ юрӑсем», «Хресчен хӑй ӗҫӗ ҫинчен хывнӑ юрӑсем», «Турӑ тӑрӑшакана юратать, тӑрӑшакан ыр курать», «1914 ҫулта вӑрҫӑ тухсан ҫар ҫынни юрланӑ юрӑсем», «Турӑ ҫинчен», «Ҫывӑхри ял-йышсем».

Паян кун эпир Тарас Кириллова чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ ҫыравҫи, поэчӗ тесе мӑнаҫланса палӑртатпӑр. Ӑҫтан кӑна тупӑннӑ унӑн хастарлӑхӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ. Хальхи Трак районне кӗрекен Ҫеҫмер ялӗ ҫав вӑхӑтра нимӗнпех те палӑрман вӗт. Совет саманинче чиркỹ ҫыннисене пичетлемен. Унӑн хайлавӗсене 2010 ҫулта кӑна пирӗн ентеш, Геннадий Юмарт ӑсчах-таврапӗлỹҫӗ, «Суйласа илнисем» ятпа уйрӑм кӗнеке кӑларнӑ.

Т. Кирилловӑн хурӑнташӗсем Наталья Степановнапа Александр Юрьевич Березинсем Чӑваш гуманитари институтӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем урлӑ Очӑк салинче ҫуралса ӳснӗ Л. П. Морозовпа паллашрӑм. (Леонид Петрович юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, РФ Юстици министерствин ЧР судпа медицина зкспертизин лабораторийӗн начальникӗнче ӗҫлет). Вӑл «Кириллов вулавӗсене» ирттерес шухӑша ырларӗ, пулӑшма пулчӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Очӑк ялӗнчи уявра Т. Кириллов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвас пирки сӑмах пуҫартӑмӑр. Пирӗн шухӑшпа Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Трофимов та килӗшрӗ, Очӑк чиркӗвӗн пачӑшки Алексей атте те литурги ирттерме кӑмӑл пуррине палӑртрӗ.

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пикшик ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫеҫмер ялӗнче Т. Кириллов ҫуралса ӳснӗ кил-ҫурт вырӑнӗнче паллӑ чӑваш пачӑшки, ҫыравҫи ячӗпе Асӑну хӑми уҫрӑмӑр. Т. Кирилловӑн Якку пиччӗшӗн Николай ывӑлӗн Манефа хӗрӗ, Анатолий ывӑлӗн мӑшӑрӗ Александра Аркадьевнапа ултӑ ачи пуҫтарӑннӑ ял-йыш умӗнче сӑмах тытрӗҫ, Тарас Кириллова хисеп тунӑшӑн, уява пынӑшӑн тав туса хӑналарӗҫ. Пикшик шкулӗнче вӗренекенсем паллӑ поэтӑн сӑввисемпе поэмисен сыпӑкӗсене пӑхмасӑр вуларӗҫ, Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн ҫепӗҫ юрӑсемпе савӑнтарчӗ.

Уява пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентỹ пайӗн начальникӗ А. Васильев саламларӗ. Муркаш тӑрӑхӗн саламне Очӑк салинчен ҫитнӗ Л. Морозов хавхаланса каларӗ.

Тепӗр кунне «Кириллов вулавӗсем» Очӑк салинче малалла тӑсӑлчӗҫ. Уява пирӗн ентеш, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, республикӑри гуманитари институчӗн наука ӗҫченӗсем Алексей Леонтьев, Натальӑпа Александр Березинсем, Чӑваш халӑх академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, халӑх академикӗ Н. Пантелеймонов, ЧР апат-ҫимӗҫ фончӗн директорӗ, муркашсен Шупашкарти ентешлӗх ертӳҫи А. Федотов ҫитрӗҫ. Кунтах Чӑваш наци радиовӗн журналисчӗ Р. Деменцовапа Гурий Данилов архимандрит, икӗ районти шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, вулавӑшсен ӗҫченӗсем, ытти хӑнасем. Гурий архимандритпа Алексей атте Т. Кириллова хисеп туса литурги пуҫларӗҫ.

11 сехетре вырӑнти культура ҫуртӗнче «Кириллов вулавӗсем» малалла тӑсӑлчӗҫ. Ҫатракасси тата Пикшик шкулӗсен вӗренекенӗсем «Чӑваш халӑх юрри» сӑвӑ сыпӑкӗсене вуларӗҫ, куракансене хӑйсен ҫепӗҫ юррисемпе, ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Шупашкар хӑнисем хӑйсен сӑмахӗсенче Т. Кириллов пултарулӑхне тишкерчӗҫ. Кӗҫӗн Шетмӗрен ҫитнӗ артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тыткӑнларӗҫ. Ольга Анатольевна, Хусан хулинчен уява килнӗскер, ташӑпа савӑнтарчӗ. Унӑн ывӑлӗ Ярослав вара Т. Кириллов сӑввине тутар чӗлхипе вуласа тӗлӗнтерчӗ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Ф. Матвеева, Очӑккассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те «Кириллов вулавӗсене» анлӑлатрӗҫ, илем кӳчӗҫ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Л. Тарасова хӑйӗн сӑмахӗнче Тарас Кириллов пултарулӑхне пысӑк хак парса вулава ирттерекенсене тав турӗ, ӑна малашнехи ҫулсенче те ирттерме сӗнчӗ.

Ҫакӑн евӗр пӗлтерӗшлӗ вулава пӗччен-иккӗн йӗркелейместӗн. Чӑваш истори архивӗн, Наци библиотекин, кӗнеке палатин ӗҫченӗсене Тарас Кириллов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан документсене тупма пулӑшнӑшӑн чӗререн тав. Пикшикпе Ҫатракасси вӑтам шкулӗсен директорӗсене А. Гавриловпа В. Прокопьева, вӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Л. Тихоновапа Л. Никитинана Т. Кириллов пултарулӑхӗпе ҫамрӑксене паллаштарма май тупнӑшӑн пурнӑҫра телей сукмакӗпе ҫирӗппӗн утма вӑй-хал сунатӑп. Муркашсен Шупашкарти ентешлӗх ертӳҫи А. Федотов, Трак енти «Таябинка» агрофирма пуҫлӑхӗ А. Афанасьев, райпо канашӗн председателӗ Р. Николаева чӗререн тухакан тав сӑмахӗсене илтме тивӗҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики