Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Вор не тот, кто крадет, а тот, кого поймали.
(Б. Шоу)
 

Agabazar: «Чӑваш» этноним

Agabazar05.12.2015 20:595247 просмотров

Пирӗн чаплӑ та мухтавлӑ Ашмаринӑмӑрӑн сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс ӑнлавсем пур. Вӗсем христианлӑхчченхи тӗнпе (ыр-хаяр тӗнӗпе) пурӑнакан чӑвашсене тата ҫармӑссене пӗлтереҫҫӗ теме пулать. Ӑҫтан сиксе тухнӑ-ши ҫак ӑнлавсенчи "ҫу" сӑмах?

Шутласан-шутласан, ӑна "ҫӑва" сӑмахпа ҫыхӑнтарма май пурри курӑнать. Вилсен ҫынна пытармалли вырӑна (масара) ҫапла калаҫҫӗ. Вырӑсла — кладбище. Ку — хальхи пӗлтерӗш. Ытларах тури калаҫусенче сарӑлнӑ вӑл.

Аса илсе тухар-ха ҫакнашкал ҫыхӑнуллӑ сӑмахсене: Ту, Тӑв (гора); Ҫу, Ҫӑв (масло); Пӳ, Пӗв (туловище). Чӑн та, тулли аналоги валли кунта ауслаутра (хыҫалта) [а] сасӑ ҫитмест. Енчен те асӑннӑ "ҫу(ҫӑв)" сӑмахӑн тӗп (малтанхи) пӗлтерӗшӗ ӗҫхӗлпе ҫыхӑннӑ тесен (глагол), ҫак йывӑрлӑхран ҫӑмӑллӑнах тухма пулать. Глаголсен чӑнах та, аффикс (е аффикс) хушӑнсан, паллӑ ячӗ пулса тӑрас туртӑм пур. Ну леш паллӑ ячӗ вара япала ятне те куҫма пултарать. Сӑмахран: "Ҫыр-" (писать) > "Ҫыра" (плотницкий инструмент для оставления меток-следов на дереве). Тепӗр тӗслӗх: "Вӗр-" (дуть) > "Вӗре" (страстный). Вӗре Ҫӗлен — Змий Страсти. Эппин "ҫу" сӑмахран "ҫӑва" сӑмах сиксе тухма пултарасси тӗлӗшпе пачах та иккӗленмелле мар! Пӗлтерӗшӗ хӑшпӗр енчен "мыть, чистить, стирать" тенине ҫывӑх пулма пултарать. Тасалу. Ӑс-хакӑл, чун-чӗре енчен тасални. Ну, паллах, "ҫӑва" пулсан — "ҫӑваҫӑ" ("ҫӑваҫ") та ҫӑмӑллӑнах сиксе тухать. Вӑт ҫак "ҫӑваҫран" пулса кайнӑ та ӗнтӗ "чӑваш" сӑмах. "Чӑваш" сӑмахӑн маларахри форми "ҫӑваҫ" пулма пултарасси пирки Н.Ашмарин та ҫырса хӑварнӑ.

Н.Е.Егоров ҫак версие кӑларса тӑратсан нумайӑшӗ распуй! кӑшкӑрма пуҫланӑ. (Вӑл шутра, шел пулин те, В.Д.Димитриев та). Мӗншӗн тесен вӗсене "ҫӑва" сӑмах шутсӑр килӗшмен. Чӑваша масарпа ҫыхӑнтарни "аван мар" пек туйӑннӑ. Сисетӗр пуль ӗнтӗ — ку вӑл пӗтӗмпех наука тулашӗнчи япала! Тепӗр енчен, каларӑмӑр ӗнтӗ, авалхи вӑхӑтсенче "ҫӑва" сӑмах, ахӑртнех, масара (кладбище) пӗлтермен пулмалла. Ытах ҫав енне кайсан, "масар" сӑмахӑн та (арабизм) малтан урӑх пӗлтерӗш пулнӑ.* Ну "ҫӑва" сӑмах вара ыр-хаярсене асӑнмалли вырӑна (капище**) пӗлтерме пултарнӑ. Ара, паянхи кун та хӑш чухне масар ҫинче ыр-хаярсене асӑнаҫҫӗ мар-и-ха? Ия, ия!

Несӗлсем ҫак ята йышӑнасси XV-XVI ӗмӗрсенче пулса иртнӗ тесе шутламалла. Ислам тӗнне тытакансене "бесермансем" тенӗ. (Арабизм : муслим > муслиман (перс.) > бесерман. Атӑлҫи Пӑлхара Хорезм урлӑ ҫитнӗ ят. Ҫавӑн пекех "басурман" тенисене те аса илӗр). Апла калани вырӑс леттоппиҫӗсенче те тӗл пулать. Нумай тӗслӗх илсе кӑтартма пулать. Ислам тӗнӗнчен уйрӑлнисене е нихҫан та исламҫӑ пулманнисене "ҫӑваҫсем" тенӗ. Илтӗнессе темӗнле антиподсем пек илтӗнеҫҫӗ, анчах та "бесермансем" тата "сӑваҫсем" хушшинче малтан темле шутсӑр пысӑк уйрӑмлӑхсемех пулнӑ тесе шутламалла мар. Аран-аран палӑрнӑ пулмалла ҫав уйрӑмлӑхсем. Калӑпӑр, документсем тӑрӑх, Чепца шывӗ тӑрӑхӗнчисене апла та, капла та чӗннӗ. Юлашкинчен ҫапах та "бесерман" тени ҫиеле тухнах унта. Хӑйсем чӑннипе мӑссӑльман пулман пулсан та. Эпир вӗсене паян удмурт халӑхӗн пӗр пайӗ пек пӗлетпӗр.

Н.И.Егоров шучӗпе, "ҫӑваҫ" сӑмахри малтанхи сасӑ [ч], юлашки [ш] пулса тӑрасси тутар чӗлхин витӗмӗпе пулса иртнӗ. Татах та тӗрӗсрех калас пулсан, ҫакӑ, пирӗн шутпа, тутарсен витӗмӗсӗрех пулма пултарнӑ. Ашмарин нимӗнле "ӗҫлӗ гипотеза" кӑларса таратмасӑрах "ҫӑваҫ" тенине курса-тавҫӑрса илме ӑс ҫитерни те ҫавнах ҫирӗплетет.

Эпир йӗрлесе тухнӑ схемӑна ҫармӑс чӗлхинчи "суас" тата "сӳась" сӑмахсем те пи-и-и-ит аван кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ.

Юлашкинчен пурне те АК ҪАК ЯЛ ЯТНЕ ХӐВӐР КУҪӐРПА ХӐВӐР КУРСА ТӖЛӖНМЕ СӖНЕТӖП! http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303 Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ.

Таса пулӑр!

_______________________________________

Статья ҫумне хушса панӑ ӳкерчӗкре — Николай Иванович Егоров профессор, филологи наукисен докторӗ. Шӑпах вӑл ӑсталанӑ та ӗнтӗ "чӑваш" сӑмахӑн эпир кунта илсе кӑтартнӑ этимологийӗн никӗслевӗсене. http://mosentesh2.ucoz.ru/publ/1-1-0-397

 

*МАЗАР (араб. - место поклонения), у мусульман культовое сооружение над гробницами святых. Современный толковый словарь изд. «Большая Советская Энциклопедия» http://www.classes.ru/all-russian/r ... ncycl-term-15064.htm

 

**КА́ПИЩЕ, капища, ср. (книжн. устар.).

1. Языческий храм.

2. перен. Место служения чему-нибудь вообще (ритор.). «Из капища наук явился он (поэт Языков из университета) в наш сельский круг.» Пушкин.

Толковый словарь Ушакова. Д.Н. Ушаков. 1935-1940.

http://dic.academic.ru/dic.nsf/ushakov/830982

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3465.5.4542
2015.12.07 16:59
Agabazar

А пер калапр"ЧОАШ"тесе.ЧУВАШ та мар,ЧӐВАШ та мар

ЧӐВАШпа ЧОАШ хушшинче мӑнле шутсӑр пысӑк уйрамлӑхсем пур вара??? Тутарсем "чӑвашӗ" те ЧОАШ пекрех илтӗнет тата каланать.

.Ҫӑваҫпа ҫыхӑнни темскер килӗшсех каймас-ха .

Паллӑ ӗнтӗ, "ҫӑва" пирки шутласанах, ыйха пуссан, темӗнле вилесемпе ҫавӑллӑ скелетсем тӗлленме пуҫлатӑн. >(( >(( >((

Анчах наукӑпа пурӑнакан ҫыннӑн унашкал япаласенчен шикленмелле мар. Чӑнлӑх — чӑн малта!

Тата каланӑ вӗт: "ҫӑва", "масар" сӑмахсен малтанхи пӗлтерӗшӗсем урӑхларах пулнӑ.

Эсир — пӗрремӗш мар! Хӑй вӑхӑтӗнче Димитриев, Корнилов прахвиссӑрсем те "ҫӑва" сӑмахран шутсӑр хытӑ хӑраса ӳкнӗ (idea) (hevel)  :~(

Agabazar // 3859.68.2451
2015.12.07 18:28
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: дубль
Agabazar // 3859.68.2451
2015.12.07 18:28
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина:
Agabazar // 3859.68.2451
2015.12.07 18:56
Agabazar

Суаз тени СӐВАРтан пулнӑ.

Мӗнпе ҫирӗплетме пултаратӑр ҫакна?

Тимӗр калакан ЧОАШ ҫармӑссем пире чӗннӗ СУАЗпа пӗр пишет.

Мари сӑмахӗсене тӗрӗс илсе кӑтартас пулать: суас тата сӳась.

Асӑннӑ мари сӑмахӗсем ҫӑваҫ теничен те, чӑваш тенинчен те тымарланса тухма пултарнӑ. Кун пирки Федотовӑн этимологи словарӗнчи "чӑваш" статьяна вуласа тухӑр, тархасшӑн.

.СӑВАР тени лезгин чӗлхипе СУ АР (сӑрт халӑхӗ)тени путать.Лезгинсен СУ чӑваш чӗлхинче СӖВ-ек сӑмахпа тӑрса юлнӑ - сӗвек ту, сӗвек вырӑн.

Вара мӗн? Мӗн тума пит кирлӗ ку? (coffee)

Володя // 4160.97.6434
2015.12.07 21:31

Тӗлӗнмелле халӑх эпир чӑвашсем. Хамӑр ятӑмӑр мӗнрен пуҫланнине те. мӗне пӗлтернине те ку тарана ҫитсе те ӑнкараймастпӑр. Анчах та мӑнаҫлӑн курӑнас тесех ӗнтӗ, пӗр паттӑр халӑхӗ ҫумне сӗвӗнетпӗр, тепӗрин патне ҫипҫӑнатпӑр, пӗр туррисене йышӑнатпӑр, теприсене тӗртсе яратпӑр. Мӗн кирлӗ ши пире? Мӗнле пуласлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр ши эпир? Мӗнле киревсӗрлӗхшӗн турӑсем пире хамӑрӑн аваллӑха мантарнӑ та, аса та илтерме майсем хӑварса паман?

Михаил Волков // 1660.45.6964
2015.12.07 21:57

Темиҫе ҫул каярах"Хыпарта" "Халӑхӑмӑр ячӗ 13-мӗш ӗмӗрте" статья тухнӑччӗ. Унта 1225-мӗш ҫултах халиф ҫарти 100 чӑваша монголсене хирӗҫ тухмалли вӑйсем шутне кӗртме ярса пани пирки каланӑччӗ. Мӑсӑльмансем ун чухнех ислама йышӑнман мӑнасаттесене ҫапла чӗннӗ пулать.

Agabazar // 2819.65.7740
2015.12.08 12:55
Agabazar

Миккуль: ..."догадываются", "додумываютъ" и т.д.

Апла мар ҫав, Ырӑ Ҫыннӑмӑр!

Ашмарин сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс сӑмахсем чӑнах та пур!

Вӗсене никам та "додумывть" туман!

Вӗсене никам та "догадываться" туман!

Кирлех пулсан словарьти ҫав сӑмахсене пӳрнесемпе хыпашласа та пӑхма пулать.

Ҫаван пекех вырӑс леттӑппиҫӗсенче те бессермянсем ҫинчен каланисем пайтах тӗл пулаҫҫӗ. Глазов хули таврашӗнче бесерман текен йӑх чӑнах та пур.

Ашмаринӑн "Болгары и чуваши" кӗнкинче авторӗ тавҫӑрса илнӗ "ҫӑваҫ" сӑмах та чӑнахах пур.

Мӗн темӗнле "архивсем" пирки кӗрлетӗр? Эсир малтан мӗн пуррине шӗкӗлчӗр-ха!

Николай Иванччӑ концепцийӗ пӗтӗмпех фактсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Унта пуҫран шутласа кӑларни пачах та ҫук.


Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики